Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Мĕн пăхса тăратăр! Курмастăр-и-мĕн, вĕсем сире çапăçăва чĕнеççĕ. Е куракансем хăвăра хисеплеме пăрахасса кĕтетĕр-и?!
Цирк хуçи те аптранă енне куракансем май кайса ӳкрĕ.
— Çапса пăрахăр вĕсене! — хушрĕ вăл хыттăн. Кĕрешекенсем, çакна çеç кĕтнĕ пек, пĕр харăс Богдановпа Çтаппан çинелле ыткăнчĕç.
Çтаппан çухалса кайрĕ. Вăл ку этемсене çилленменччĕ те вĕт. Хура маскăна та усал чеелĕхлĕ пулса çапăçнăшăн çеç тавăрнăччĕ. Çавăнпа вăл кĕрешекенсене хирĕç тăма та çийĕнчех пĕлеймерĕ.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, мĕн айкашатăр эсир? Ма çапăçатăр? — тесе тăчĕ. Кĕрешекенсем чăмăрĕсемпе вирлĕрех çапа пуçларĕç. Çтаппан ирĕксĕрех тăвăлланса кайрĕ.— Эккей, э... ытла та этем мар-çке эсир... Эпир сирĕн пата мирлĕ кĕрешме килтĕмĕр. Эсир пирĕн çине Пакăш ращинчи хурахсем пек тапăнатăр. Апла пулсан хăвăра хăвăр ӳпкелĕр! — хаяррăн эхлетрĕ те вăл ал айне лекнĕ кĕрешекене хирĕç тăрăслаттарчĕ. Лешĕ çăмха пек кайса сирпĕнчĕ. Çтаппан теприне ярса тытма хăтланчĕ. Кĕрешекенĕ айккине сиксе ӳкме ĕлкĕрсе хăтăлчĕ. Ыттисем те Çтаппан çывăхĕнчен сирĕлчĕç. Çапăçма чарăнас шутпа мар, меслетне улăштарасшăн кăна. Вĕсем, хура маска йăнăшне шута илсе, хире-хирĕç тăрса çапăçас вырăнне Çтаппана ал айне лекмесĕр пыра-пыра чышрĕç.
Богданов, кĕрешекенсем пекех йăрă та çăмăлскер, хăйне хĕнесрен çăлăнчĕ те:
— Паттăрсем, аврал! —тесе кăшкăрчĕ.
Тăрук вуникĕ куракан, хăйсен вырăнĕнчен çĕкленсе, арена çине ыткăнчĕç. Çула май хăшпĕрисен урине таптарĕç. Хăшпĕрисене пуçĕпех йăвантарса хăварчĕç.
Крючниксем арена çине ыткăнса тухрĕç те, кампа çапăçмаллине малтанах суйласа илнĕ пек, кĕрешекенсем çине тӳрех тапăнчĕç. Çапăçу пĕчченĕн-пĕчченĕн пуçăнчĕ.
Çтаппан айккине тăрса юлнипе каллех ним тума аптрарĕ. Богданов вăр-вар чавсине тавăрчĕ те цирк хуçи патне сиксе пычĕ:
— Сударь, хирĕç тытăр! Халь ислетме пуçлатăп! Цирк хуçи, кĕрешекенсем çĕнессе шанса тăраканскер, тăруках хăраса ӳкрĕ. Хура мăйăхлă этем ăна вĕлерме тапăннă чурăс пек курăнчĕ.
— Эсир мĕн, ухмаха ертĕр-и?! Тархасшăн, сирĕлĕр!
— Хирĕç тытăр тетĕп! — татах астутарчĕ те Богданов лешĕ ним калама ĕлкĕриччен ăна кăкăрĕнчен чышрĕ. Цирк хуçи мăкăлт çеç йăванчĕ.
Богданов, «выртакана хĕнемеççĕ» текен йăлана хисеплесе, урăх чышмарĕ. Каçса кайса кулакан мăн хырăмлă хуçа патне сиксе пычĕ.
— Сударь, хирĕç тытăр! Халь ислетме пуçлатăп! Мăн хырăмлă хуçа çанçурăмĕ çине сивĕ тар тапса тухрĕ, хăйне çав-çавах тивĕçлĕ тытма тăрăшрĕ.
— Сударь, эсир шӳтлеме хăтланни вырăнсăр! Тархасшăн, ман çумран хăпăр!
— Апла иккен?! — Богданов ахăлтатса кулчĕ: — Эсир кĕрешекенсене шӳтлесе пирĕн çине тапăнма вĕслетрĕр-и? Акă ĕнтĕ, çав шӳтĕн пылакне тутанса курăр! — тепĕр хут астутарчĕ те аякĕнчен чышрĕ. Лешĕ барьер тăрăх тăсăлса ӳкрĕ. — Сударь, мĕнле, шӳтĕн тути пылак-и?
Мăн хырăмлă хуçа меллĕн сиксе тăчĕ те барьер урлă ыткăнчĕ. Богданов ура пуçĕпе купарчинчен тапса юлма кăна ĕлкĕрчĕ. Унăн кăмăлĕ нихçанхинчен те ытларах рехетленчĕ. Кунашкал çапăçăва урăх шутласа кăлараймăн. Куракансенчен тата циркра ĕçлекенсенчен те йăванса кайсах кулас килчĕ унăн. Халь вăхăт марри тытса чарчĕ. Вăл, чăрсăрла ĕçсене тума ăстаскер, мĕн тумаллине хăвăрăт шутласа тупрĕ те цирк кулисне кĕрсе кайрĕ.
Арена çинче çав-çавах çапăçу пырать. Кĕрешекенсем. хăйсен çăмăллăхĕпе те йăрăлăхĕпе усă курса, крючниксене çывăха ямасăр пыра-пыра чышма хăтланчĕç. Çапла вĕсем пуринчен малтан Костьăпа икĕ крючнике ӳкерчĕç те йăла-на пăссах тӳпкелеме тытăнчĕç. Çакă Çтаппан кăмăлне хускатрĕ. Вăл тӳрех Костьăна тӳпелекен ушкăн патне пычĕ те пĕрине урапа тапса сирпĕтрĕ, теприне çухавинчен тытса айккинелле ывăтрĕ. Арена синче ахлатса та йынăшса выртни илтĕнчĕ. Юлашкинчен Стаппан пĕрине ярçа тытрĕ те, ăна çӳле çĕклесе, хаяррăн кăшкăрчĕ:
— Çапăçма пăрахăр! Е халь нимĕр тăватăп!
Тăрук электричество сӳнсе ларчĕ те, цирк тĕттĕме путрĕ. Çапăçу чарăнчĕ. Циркра ĕçлекенсенчен нумайăшĕ, çутă сӳннипе усă курса, арена çинчен саланма васкарĕç. Кĕрешекенсем те çутă сӳннипе савăнчĕç. Ку вĕсене çĕнтерсе намăса кĕртесрен хăтарчĕ. Унччен те пулмарĕ — арена çинче çуйланса кăшкăрнă сасă илтĕнчĕ:
— Кăраву-ул! Çăлăнă-ăр! Арăслансем читлĕхсене çĕмĕрсе тухрĕç, кунталла килеççĕ! Çăлăнăр-ăр! — Богданов тепĕр енне каçрĕ те урăхла сасăпа кăшкăрчĕ. — Кăраву-ул! Çаратаççĕ!
Куракансем, кашкăртан хăранă сурăхсем пек, алăк еннелле ыткăнчĕç. Пĕр-пĕрне таптама пуçларĕç. Циркра кăш-кăрашу, асар-писерле шав çĕкленчĕ.
Богданов кунта ĕнтĕ пĕр минут та тăма юраманнине ăнланчĕ. Çутă паракан çĕрте ĕçлекенсем арена çине çапăç-ма тухнипе усă курса, щит çинчи рубильниксене çапса çĕмĕрчĕ пулсан та, вĕсене часах юсĕç. Тата полици те килсе тухĕ. Халиччен систерме те ĕлкĕрчĕç-и, тен. Çапăçăва пуçаракăнсем вĕсем мар пулсан та, полици килсе тухсан ыррине кураймăн.
— Паттăрсем! — арена çинче илтĕнмелле чĕнчĕ вăл. — Хăвăртрах ман пата килĕр!
Арăслансем читлĕхĕнчен тухнă тенине илтсен, крючниксем те хăраса ӳкрĕç. Çтаппан ни вилĕ, ни чĕрĕ пулса кайнипе алăри кĕрешекенне вĕçертрĕ. Шăп çав вăхăтра подрядчик чĕннĕ сасă крючниксене чун кĕртрĕ. Вĕсем ун еннелле васкарĕç.
— Костя! Емелька! Филька!.. — кашнинех ятран чĕнсе тĕрĕслерĕ Богданов. Лешсем пыра-пыра сасă пачĕç. Пуринчен кайран Çтаппан çитсен: — Паттăрсем, манран ан юлăр, — терĕ.
— Тăхта-ха! Ман кунта сăхманпа çĕлĕк юлать.
— Хăямат вĕсемпе, Степа, ыран çĕнĕрен туянăпăр. Халь хăвăртрах тухса шăвăнас пулать! — васкатрĕ Богданов.
Çтаппан сăхманне питех пăрахса хăварасшăн марччĕ. Арăслансенчен хăранипе ирĕксĕрех юлташĕсен хыçĕнчен утрĕ. Тĕттĕм циркри этемсем ниме пĕлми тĕрлетнĕ хушăра крючниксем тухса кайнине асăрхаймарĕç. Богданов вĕсене хыçалти алăк витĕр ансăр тăкăрлăка ертсе тухрĕ. Çав вăхăтра параднăй алăк енче городовойсем шăхличĕсене шăхăртнă сасăсем илтĕнчĕç.
— Паттăрсем, полици персе çитрĕ. Айтăр хăвăртрах!
Вĕсем чупса кайрĕç. Аслă урам урлă каçса тĕттĕм тăкăрлăка кĕрсен тин хăйсем хăрушлăхран хăтăлнине туйса чарăнчĕç. Çак çапăçура пулнă хыççăн кам мĕнле юлнине тĕрĕслеме шут тытрĕç, никамах та ытлашши сиен кӳнине тупаймарĕç. Çтаппан çеç, çийĕнчи кĕпи çуркаланса пĕтнине астуса, тата сăхманĕпе çĕлĕкĕ циркрах выртса юлнишĕн хуйхăрса, ассăн сывларĕ.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ман мĕн тăвас-ши ĕнтĕ?
— Степа, ан хуйхăр, ыран сана валли пĕр чăваш тумланса курман сăхманпа çĕлĕк туянăпăр. Халь ху ĕçлесе тупнă укçана илме тивĕç эсĕ! — терĕ те Богданов çĕр тенкĕ кăларса тыттарчĕ.
Çтаппан чĕри савăклăн тапса илчĕ. Ун кĕсйинче çĕр хĕрĕх тенкĕ. Кун чухлĕ пуянлăха Энĕшкассинче Миххаран урăх никам та тытса курман.
— Илюш, тавтапуç!..
— Мĕншĕн! — кулса ячĕ Богданов. — Ку хăвăн ăнăç, Степа! Уншăн мана тав тума кирлĕ мар!
— Степа, маттур!
Чунтан сума сурĕç те крючниксем çавăнтах:
— Курасчĕ, циркра мĕн айкашаççĕ-ши? — асаилĕвĕсене хускатрĕç.
— Арăслансем ирĕке тухни чуна кăларатчĕ!
— Ним арăсланĕ те тухман унта. Юри хăратрăм! — пĕлтерчĕ Богданов, — çаратаççĕ тесе те эпех кăшкăртăм. Ан тив, кĕçĕрхи каç вĕсем тĕлĕкре те мунчари пек ăшаланса выртчăр! — Çав-çавах кулса каларĕ Богданов. Паянхи пек савăк кăмăл ун нихçан та пулман. Куракансемпе циркра ĕçлекенсенчен пин те пилĕкçĕр тенкĕ укçан, тепĕр пинлĕх хаклă япаласем выляса илчĕ. Богдановăн чăрсăрла вăййа-кулла малалла тăсас килчĕ. — Паттăрсем! Сире кĕçĕр пĕлĕт курăнми пуличчен ĕçтерме тивĕç. Çакна çеç ан манăр: кирек ăçта кĕрсен те хăвăр камне каласа ан парăр.
Çавăнтах пиншакне хывса Çтаппана пачĕ.
IV
Матĕрне, яланхи пекех ир вăранса, аллă çынна тăрантмалăх яшка пĕçерме хатĕрлесе, вут хутса ячĕ. Çавăнтах Богданов темиçе крючникпе пĕрле çĕнĕ çынна та таçта ертсе кайнине, вĕсем çур çĕр тĕлнелле те таврăнайманнине аса илчĕ. Тĕлĕнмелле, халиччен вăл, пур крючникне те пĕр тан шутланăскер, халь ытларах çĕнĕ крючник çинчен шухăшларĕ.
Матĕрне крючниксене вăхăтсăр вăратасран общежитие хуллен кĕчĕ. Каç тĕттĕмĕ сирĕлмен çĕрте куç курма пултарнă таран сăнаса пăхсан, кунта халичченхинчен уйрăмраххи нимĕн те туйăнмарĕ. Хăшĕсем кăна урлă сак çине хăпарса выртнă. Ыттисем пуçĕсене сĕтел çине хунă та ларнă çĕртех çывăраççĕ, теприсем урайне тăсăлса выртнă. Матĕрне пĕр крючнике сăнасарах пăхрĕ те шакла пуçлине курса тĕлĕнсе кайрĕ: «Костя-çке ку?» Çавăнтах пуçĕ шаклине çеç мар, сухалĕпе мăйăхне те хырса янине асăрхарĕ. «Мĕн пулнă ăна? Мĕн инкекшĕн çапла шакла пуçăн та сухалсăр юлнă?» Матĕрне, крючниксемпе иккĕмĕш сезон ĕçлет пулсан та, кунашкал хăтланнине курманччĕ. Сăлтавне шыраса тупасшăн пек çывăхра выртакан крючниксем çине сăнасарах пăхрĕ. Вĕсем те шакла пуçлине тата çара янахлине курсан, хăйне хăй те ĕненмесĕр, ыттисене те тĕрĕслеме тытăнчĕ. Пурте пĕрешкел иккен. Кăшăлласа, каснă лапсака çӳçпе, вăрăм та сарлака сухалпа илемлĕ те маттур арçынсем халь айван ачасем пек курăнчĕç. Ку пĕтĕмпех Богдановăн шӳтлĕ ĕçне тавçăрсан, Матĕрне каллех Çтаппаиа аса илчĕ: «Нивушлĕ унран та мăшкăлласа кулчĕ пулĕ?» Вăл Çтаппана шыраса тупрĕ, ун умне пырса тăчĕ. Çтаппан икĕ аллине айккинелле сарса пăрахнă, месерле выртать. Çуркаланса пĕтнĕ пиншакĕ уçăлнипе çаппа-çарамас. «Çынран мăшкăлласа кулмасăр тӳсеймен ĕнтĕ вăл!» Богданов çаканта пулсан, Матĕрне ним именмесĕрех унпала ятлаçĕччĕ. Ашшăн та ачашшăн вăркăшма тытăннă чĕри ӳрĕк-сӳрĕк кăмăлне сирчĕ. Çтаппан шакла пуçăн, сухалсăр та мăйăхсăр халичченхинчен илемлĕрех те маттуртарах курăнчĕ. Унăн патвар та сарлака кăкăрĕ сывлăхлăн, вăй-хăватлăн сывлать.
Çтаппан хăрушла тĕлĕк курса выртать. Хусанта вăл йăлăмра чухне çухалнă лаши пек лаша сутăн илчĕ те киле таврăнма тухрĕ. Шăп çурма çĕрте, Пакăш ращи тĕлне çитсен, ăна хирĕç хĕçпăшаллă вуникĕ хурах сиксе тухрĕç те ун çине тапăнчĕç. Вĕсем хушшинче Хĕлип, турех йĕвен чĕлпĕрĕнчен ярса тытса, хаяррăн кăшкăрчĕ: «Ман лаша ку! — Çук, сан мар, ман лаша. Эпĕ ăна никама та памастăп!» — терĕ те Çтаппан, Хĕлипе чышас тесе, чăмăрне сулса ячĕ. Анчах тивертеймерĕ. Лешĕ çунатлă пекех вĕçсе хăтăлчĕ. Ыттисем Çтаппана тӳпкеме тытăнчĕç. Амантнă ӳт-тирĕнчен юн пăчăртанса тухрĕ. Çтаппан вĕсене тытса тавăрасшăн пулчĕ. Пĕрне те тытаймарĕ. Хĕлип пăшалĕпе тĕллесе кĕрĕслеттерчĕ. Çтаппан ӳкрĕ. Лашине вăрă-хурахсем çавăтса кайрĕç. Çтаппан нумай юн юхнипе ăшчикĕ çуннине туйрĕ. Çав вăхăтра вăл йывăç тăрринче çӳçне-пуçне салатнă ар-çурисем ларнине курчĕ. Вĕсен хушшинче леш ырхан хĕрарăм та пур пек. Çтаппăн пĕр тумлам та пулин шыв пама йăлăнчĕ. Лешсем чĕлхисене кăтартса витлерĕç, вăрмана янратса ахăрчĕç. Çакнашкал вилес пек выртнă самăнтра Çтаппан çулпа пĕр хĕрарăм утса пынине курах кайрĕ. Сăнасарах пăхрĕ те ку мăнукĕ валли парне парса янă хĕрарăмне палласа илчĕ. Патнерех çывхарсан, крючниксене апат пĕçерсе паракан Матĕрне пулса тăчĕ. Çтаппана вăл та пулăшу памасăрах иртсе каяссăн туйăнчĕ. Лешĕ ун çывăхне пырса пĕшкĕнчĕ те:
— Чунăм, Степан Иванович... Мĕн пулчĕ сана? — тесе пăшăлтатрĕ.
— Ĕçес килет... Тархасшăн, тумлам шыв та пулин кӳрсе парăр...— аран-аран тухакан сассипе йăлăнчĕ Çтаппан.
Вырăс хĕрарăмĕ, ун çĕлĕкне илсе кайса, шыв ăсса килчĕ. Çтаппан выçланса ĕçме пуçласан ыйхинчен вăранчĕ те хăй чĕрĕ те сыввине ĕненсе савăнчĕ. Çакăнпа пĕрлех чи йывăр тапхăрта пулăшу кăтартнă, нумайранпа илтмен «чунăм» тенĕ вырăс хĕрарăмĕ куçран çухалнăшăн салхуланчĕ. Йăлтах тăна кĕрсен, ăшчикĕ çуннипе тӳсме çук шыв ĕçес килнине туйса, вырăн çинчен çĕкленчĕ. Анчах, хăй кĕпесĕррине тата çийĕнче темле çĕтĕк пиншакне астусан, самантлăха шыв ĕçес килнине мансах, мĕн пулса иртнине аса илме тăрăшрĕ: «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, мĕн пулнă мана? Мĕнле майпа çаппа-çарамас юлнă эпĕ? Ман çире кам пиншакĕ?» Сăхманĕпе çĕлĕкĕ циркра выртса юлнине, ку пиншака Богданов панине тавçăрчĕ. «Юрать-ха, эпĕ кунашкалне Энĕшкассисем курмаççĕ». Вара вăл кăмăлне йăпатма тăрăшрĕ: «Уншăнах салхуланас мар, Кĕсьери çĕр хĕрĕх тенкĕпе паянах сăхман, çĕнĕ çĕлĕк илме пулĕ». Çтаппан никам асăрхаман чухне укçине кăларса курасшăн аллине йĕм кĕсйине чикрĕ те енчĕкне хыпашласа пăхрĕ. Укçине енчĕкрен кăларса пăхсан, ни вилĕ, ни чĕрĕ пулса кайрĕ. Ун аллинче пурĕ те икĕ тенкĕ те хĕрĕх пус çеç... Çтаппан ухмаха ернĕ пек çӳçне тăпăлтарасшăн аллисене пуçĕ çине хурсан, ăна тепĕр кĕтменлĕх çапса хуçрĕ. Пуçĕ шакла. Вăл чĕтревлĕ аллисене янахĕ тăрăх шутарса антарчĕ, вĕсем те çап-çарах. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр...» — йынăшса ячĕ Çтаппан. Вара вăл каç мĕн пулса иртнине йĕркипе аса илме тăрăшрĕ...
Богданов çĕр тенкĕ укçа тата çийĕнчи пиншакне хывса панă хыççăн вĕсем трактире кĕчĕç, Анчах кунта нумаях тытăнса тăмарĕç. Пĕрер черкке ĕçрĕç те тухса кайрĕç. Урамра Богданов, çăмăллăн çӳрекен извозчиксем тытса, крючниксене унта ларма хушрĕ. Хăй Çтаппанпа юнашар вырнаçрĕ.
— Хĕрлĕ хунар çутнă çĕре илсе кай! — хушрĕ извозчиксене. — Степа, тусăм... Санашкал паттăрсене эпĕ чунтан юрататăп. Çавăншăн сана кĕçĕр пĕр чăваш курман хăват кăтартăп. Эсĕ çакна çеç ан ман: манпа чухне ялан ăнăçлăх пулĕ!
Çтаппан кăмăлĕ çичĕ хутлă пĕлĕт çине хăпарчĕ. Илюш пек чаплă вырăс ним йĕрĕнмесĕр чăвашпа калаçса пынине урăх кам курнă! Богданов ун вăйĕпе усă курса нумай укçа выляса илни кĕвĕçтермерĕ ăна, пăшăрхантармарĕ те.
Кĕçех вĕсем параднăй алăк тăрринче хĕрлĕ хунар çутнă икĕ хутлă чул çурт тĕлне çитрĕç. Извозчик лашине тăратрĕ:
— Сударь, çитрĕмĕр!
— Çитрĕмĕр-и? Паттăрсем, шапаç! Чалкă пама вăхăт!— кăшкăрчĕ Богданов.
Çтаппаншăн алăк тăрринче хĕрлĕ хунар пурри ниме те пĕлтермерĕ, ытти крючниксем, Богданов вĕсене ăçта илсе килнине çав самантрах тавçăрса, сăмах хускатрĕç:
— Илюша, мĕн шырама илсе килтĕн кунта?
— Мĕн курман эпир кунта?
— Хăраса ӳкрĕр-и? — ахăлтатса кулчĕ Богданов. — Ан хăрăр, çисе яраймĕç. Чăхсем хурчкана çисе янине этем ăрăвĕ курман-ха. Эпĕ сире паян тĕлĕнмелле хăват кăтартăп! Хăвăр çеç маххă ан парăр.
Намăс çуртĕнче вĕсене пĕр ушкăн хĕрарăм хаваслăн кĕтсе илчĕ. Богданов вĕсемпе тем пăшăлтаткаларĕ те, музыка кĕрлесе кайрĕ. Хĕрарăмсем ташлама тытăнчĕç. Унтан крючниксем хĕрарăмсемпе мăшăрăн-мăшăрăн пулса таçталла саланчĕç. Çтаппан патне те пĕр çамрăк хĕрарăмĕ çыхланчĕ. Çтаппан ăна сирсе ярасшăнччĕ, — пултараймарĕ. Эрехпе анкăминкĕленнĕ тăнпуçĕ хирĕçлеймерĕ...
Хулпуççийĕнчен силленине туйса вăрансан, Çтаппан хăлхине хĕрарăм сасси пырса кĕчĕ.
— Тăрăр! Тăрăр!
Çтаппан куçне уçрĕ те пирус йăсăрлантарса тăракан çамрăк хĕрарăма курсан: «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ăçта эпĕ? Ку мĕнле хĕрарăм?» — тăна кĕреймен пирки аса илме тăрăшса шухăшларĕ.
— Сире унта юлташусем кĕтеççĕ. Кайма вăхăт. Çтаппан сасартăк хăй ăçтине тата кунта мĕнле майпа килсе лекнине тавçăрса илчĕ те шыçса хĕрелнĕ куçĕсемпе çамрăк хĕрарăм çине тинкерчĕ. Унăн асаилĕвĕнче çамрăк хĕрарăм чуна илĕртекен хавас кăмăллăскерччĕ. Халь куç умĕнче сивлек те кичем хĕрарăм тăрать. Акă вăл, йĕрĕннине пытармасăр, пукан хыçĕнче çакăнса тăракан улача йĕме илсе Çтаппан умне пăрахрĕ. Çавнашкалах пиншака ывăтса пачĕ. Çтаппан халь çеç хăй çарамассине астуса пĕрре вĕриленсе, тепре сивĕленсе кайрĕ, «Мĕн турăм эпĕ?..»
Çтаппан ĕштеленсе пиншакне тăхăнчĕ. Урине сырчĕ. Кайма тăрсан, хăнăхнă йăлипе аллине кĕсйине чиксе пăхрĕ. Укçа енчĕкĕ ытла та çӳхе лекнипе шартах сикрĕ. Вăл васкаса енчĕкне кăларса пăхрĕ те чĕри тапма чарăнчĕ. Енчĕкре икĕ тенкĕ те хĕрĕх пус çеç. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ытти укçа ăçта?» Çтаппан аптăранă енне ытти кĕсйисене хыпашласа пăхрĕ. Урăх пĕр пус тупаймарĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...