Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Эй, аппа! Эсĕ вилнĕ пулĕ тесе чун юлманччĕ! «Кам вилни çинчен калаçаççĕ кунта?»—халь те лайăх тăна кĕрсе çитеймерĕ хĕрарăм, Анук сăмахĕ çине хуравламасăрах куçне хупрĕ. Çав самантрах ун умне урнă кашкăр пек сиксе пыракан урхамах çитсе тăчĕ. Вăл йăванса кайрĕ... Малалла мĕн пулнине астумасть.
— Ăçта эпĕ?
— Ой, аппа. Ан пăшăрхан, тархасшăн. Эсĕ кунта... пӳртре... Анчах аманмарăн-и? Нимĕн те ыратмасть-и?
Ыйткаласа çӳрекен Анук пулăшнипе ура çине тăчĕ. Ал-ли-урине сиктеркелесе илчĕ те:
— Çук, аманман пулас... Ыратнине туймастăп, — терĕ.
— Мухтав турра... Лаша çынна таптамасть тесе ахаль каламаççĕ-мĕн!
— Ман çумра хутаç пурччĕ.
— Аппа, каçар, тархасшăн. Хутаç сана йăтма кансĕр-ленипе эпĕ ăна урамах хăварнăччĕ. — Анук васкаса пӳртрен чупса тухрĕ.
Ыйткаласа çӳрекен, пĕччен юлсан, ури-аллисене татах сиктеркелесе пăхрĕ. Аманманнине ĕненсе лăплансан, пӳрт ăшчиккинчи япаласене сăнама тытăнчĕ. Кăмака çăварĕ пек чӳрече. Вăл ирĕксĕрех ассăн сывларĕ: «Мĕнле пурăнаççĕ-ши кунта?» Малалла сăнаса çаврăннăçемĕн вăл сĕтел хушшинче кантăк пек таса кăвак куçĕсемпе хăй çине пăхса ларакан ачана курса тĕлĕнчĕ. Ку ача ăна тĕнчен тĕттĕм кĕтессине çутатма шăтса ӳснĕ чечек пек туйăнса кайрĕ. Кăмăлĕнчи кичемлĕхне сирчĕ. Вăл ачана алла тытса кăлаçтарса пăхасшăн пулчĕ. Лешĕ ютшăнса макăрма пултарассине аса илсе, вырăнтан хускалмарĕ.
Анук хутаçа илсе кĕрсе ыйткалаканпа юнашар хучĕ.
Ванюк амăшĕ еннелле хăлаçланчĕ.
— Савнă папаçăм... — çепĕççĕн чĕнсе, ачана алла тытрĕ Анук. — Мĕнле, аппа, нимĕн те ыратмасть-и?
— Çук, нимĕн те ыратмасть... Мана пăхма тăрăшнăшăн чун-чĕререн тав тăватăп!
— Эй, аппа, эпĕ тав тумалăхах нимĕн те туман. Юрать-ха, ху чĕрĕ. Эсĕ сиккелемесĕр вытнине курсан хăранăччĕ. Вĕлерчех пулĕ-çке куна терĕм.
— Чăнах, хам та тĕлĕнетĕп. Урхамах турех ман çине сикрĕ. Ăраскал пӳрнинчен хăтăлас çук тесе ахаль кала-ман иккен. Эпĕ никама чăрмантармасăр чиперех хам çулпа утса пыраттăм. Таçтан... такам... — Миххана тивĕç ят тупса парайман пирки шухăшне каласа пĕтереймерĕ палламан хĕрарăм.
— Вăл этем мар, аппа. Çавăнпа ăна Сехмет тесе чĕнеççĕ.
— Сехмет тетĕн? — хĕрарăм куçĕнче темĕнле тавçăру хĕлхемĕ выляса илчĕ.
— Вăл кашни ӳсĕрĕлмессерен урхамахĕ çине утланса тухать те çынсене пистерсе çӳрет. Турă ан хуштăрах унпала тĕл пулма. — Анук Михха хăйне мăшкăллама хăтланни çинчен те пĕлтересшĕнччĕ. Палламан çын умĕнче чĕрере мĕн пуррине уçса пани килĕшӳсĕррине аса илнипе шарламарĕ. Хускатнă сăмахне вĕçлесшĕн хушса каларĕ: — Уншăн чару çук. Турă ăна ытла та ирĕке янă.
— Ав мĕнле усал сехмет вăл, Янаш Миххи текенĕ...—чĕринчен сивлесе сăмах хушрĕ ыйткаласа çӳрекен.
— Эс ăна пĕлетĕн-и вара?
— Кăштах чухлатăп, йăмăкăм.
— Апла инçетрисемех мар-и, тен, эсĕ? Хăш ялсем?
— Инçетрисем, йăмăкăм. Уй куçлă, вăрман хăлхаллă, тенĕ. Çапла, илтсеттĕм ун пирки.
Анук ăна сăнасарах пăхрĕ те пит-куçĕпе сасси çĕтĕк-çурăк тумĕпе пĕрре те килĕшӳллĕ маррине асăрхарĕ.. Вăл çамрăк та илемлĕ иккен.
Самант хушши вĕсем шарламасăр ларчĕç. Вара ыйт-каласа çӳрекен сăмах пуçарчĕ:
— Çемье ăçта сирĕн?
— Çемье?.. — терĕ те Анук шухăша кайрĕ. Упăшкине курас килнипе тунсăхласа çитнĕ чĕри каласа пама çĕнчĕ, ăстăнĕ хирĕçлерĕ.
— Эсир ывăл ачупа иксĕрех пурăнатăр-и вара? — тепĕр хут ыйтрĕ хĕрарăм.
— Çук, ати те пур, — иккĕленнине сирсе хуравларĕ Анук.
— Халь ăçта тата вăл?
— Хусана кайнă. Пирĕн вăрлăх çук... Кĕçех акма тухаççĕ. Укçа ĕçлесе тупайрăп-и тесе кайрĕ те. Паян-ыранах таврăнмалла ĕнтĕ, ăнсăртран хускалнă калаçăва вĕçлесшĕн ним пытармасăр каласа пачĕ Анук.
— Упăшку ăçта тата?
— Упăшка.. çук ман... — салхуллăн хуравларĕ Анук.
— Çав тери çамрăклах тăлăха юлма ĕлкĕртĕр-и?
— Пĕлетĕп... — урăх сăмах тупайман енне татса хучĕ вăл, икĕ куçĕнчен куççуль юхса анчĕ.
— Йăмăкăм... — хумханса çепĕççĕн чĕнчĕ ыйткаласа çӳрекен. — Сирĕн пурнăçăрта темле инкек пулса иртни палăрать. Каласа пама кăмăл тумăр-ши? Эпĕ те пĕрле хуйхăрса сирĕн чĕрене çăмăллатам...
— Ман упăшкана... паян сана чуть çеç вĕлереймен сехмет пĕтерчĕ...
— Мĕнле апла?
Анук Микулапа Михха хушшинче пулса иртнĕ ĕçсем çинчен йĕркипе каласа пачĕ. Ыйткаласа çӳрекен пĕр сăмахне те çĕре ӳкермесĕр итлесе ларнипе, Анук хуйхи ун чĕрине те тивсе, вăл макăрмалла е ассăн та пулин сывламалла темеллеччĕ. Анчах ыйткаласа çӳрекенĕн хăй сăмах панă пек Анукпа пĕрле хуйхăрас вырăнне куçĕнче темле вăрттăн савăнăç хĕлхемĕсем çиçсе илчĕç. Анук сăмахне вĕçлесенех ыйтрĕ вăл:
— Сирĕн упăшку халь ăçта çӳрет?
— Пĕлместĕп... Килтен тухса кайнăранпа та ним сас-хура çук... Сехмет ăна тытса Çĕпĕре ăсатнă терĕ...
— Эсир ĕнентĕр-и вара?
— Ĕненмесен мĕн тăвас тетĕн? Сывă пулсан ку таранччен...
— Итлĕр-ха, йăмăкăм... Упăшкун, тен, тус-йышсем пур.., Тен, вăл вĕсемпе пĕрле чиперех ĕçлесе пурăнать...
Анук куççуллĕ куçĕсемпе ыйткаласа çӳрекен çине пăхрĕ. Микулан тус-йышĕ пулма пултарасси çинчен вăл хăй тĕллĕн çеç чухне те сахал шухăшламанччĕ. Чĕри вут çинчи пек çуннă самантра хулара пурăнакан ырă кăмăллă вырăссем пуррине аса илнĕ, вĕсем Микулана пулăшасса та шаннă. Анук кун çинчен каласа пама та хатĕрччĕ. Упăшки асăрхаттарса хăварнисене аса илсе:
— Инçетри çулта, ют çынсем хушшинче, мĕн тус-йышĕ пултăр пирĕн? Тата унашкал çынсем пулăшнипе чиперех çӳресен, хăй çинчен пĕр сăмахпа та пулин пĕлтерĕччĕ ĕнтĕ, — терĕ.
— Ку тĕрĕсех, йăмăкăм... Анчах сехмет каланине те ĕненме кирлĕ мар. Вăл суять...
— Мĕнле суять...
— Ман шутпа, сирĕн упăшку сывах, шанăçлă вырăнта ĕçлесе пурăнать пек туйăнать. Тĕнче ырă этемсĕр мар, теççĕ. Ăна та çав ырă этемсемех пулăшса вырнаçтарчĕç-и, тен... Хыпарламан тесен те сăлтавĕ пур. Ăна вут тивертекен тесе айăплани çинчен хăвăрах каласа патăр вĕт.
Ыйткаласа çӳрекенĕн витĕмлĕ сăмахĕсем Анук чĕринчи сурана юсакан эмел пекех туйăнчĕç.
— Çапла-и, тен, аппа... Кунашкал та пулĕ... — Килĕшрĕ вăл. Çавăнтах: — Эй, аппа, сăмаха пула йăлтах манса кайнă, ман яшка пиçнĕччĕ. Халех антарса çийĕпĕр, —терĕ. Вара сĕтел çине пашалу хучĕ, яшка антарчĕ.
Ыйткаласа çӳрекен тепĕр хут чĕнессе кĕтмерĕ, сĕтел хушшине ларчĕ. Унта ыраш пашалу çеç выртнине курсан ыйтрĕ:
— Эсир яшкана çăкăрпа çиместĕр-и вара?
Анук самантлăха çухалса кайрĕ. Анчах умĕнче ыйткаласа çӳрекен çеç ларнине аса илсен, часах хăйне алла илчĕ, ним пытармасăр каласа пачĕ:
— Эпир çăкăр пĕçерменни нумай пулать ĕнтĕ... Ыйткаласа çӳрекен сĕтел хушшинчен тухрĕ. Ку Анука пăшăрхантарчĕ. Лешĕ хутаçне тытнине курсан, Анук тӳсеймерĕ:
— Аппа, ма ху çăкăрна кăларасшăн? Пашалу сан валли те çителĕклĕ, — терĕ.
— Эпĕ мĕн тăвасса пĕлмесĕрех чарма ан хăтлан-ха, йăмăкăм, — хирĕçлерĕ те вăл, хутаçне илсе, сĕтел хушшине ларчĕ. Унтан булка кăларса ача еннелле тăсрĕ.
— Ванюк, булка ме!
«Ман ача ятне ăçтан пĕлет вăл? Тата ыйткаласа çӳрекенĕн булка ăçтан тупăнчĕ-ха?» —тĕлĕнсе шухăшларĕ Анук.
Ванюк булка çинелле ăмсанса пăхрĕ пулин те çийĕнчех илме хăймарĕ.
— Ванюк! Тыт, тыт! —татах сĕнчĕ хĕрарăм.
— Кирлĕ мар, аппа... Пирĕншĕн çимĕçе ан таткала, тархасшăн.
— Мĕн таткални пултăр-ши? Эсĕ луччă ачупа туслаштар-ха мана. Ав мĕнле ăслă вăл... Тепри пулсан паçăрах ярса тытĕччĕ. Вăл амăшĕ ирĕк парасса кĕтет.
Ванюк амăшĕ хушсан тин, аллине тăсса, булка илчĕ.
— Ку хутаçра ун валли кучченеç те пулма кирлĕччĕ... — Анука тĕлĕнтермĕше, хутаçĕнчен темиçе булка, кăнахвет, премĕк кăларса сĕтел çине хучĕ.
— Аппа, мĕн тăватăн эсĕ!
— Нимĕн те мар, хаклă йăмăкăм... Ку кучченеç пĕтĕмпех ывăлупа иксĕр валли. Анчах ман хутаçра урăх япаласем те пулма кирлĕччĕ... — ыйткаласа çӳрекен хутаçĕнчен мечĕк кăларчĕ: — Ванюк, пăх, эпĕ мĕн илсе килнĕ сан валли!
Ванюк аллисемпе мечĕк еннелле хăлаçланчĕ. Амăшĕ урлă сак çинчен антарсан, тăватă уран мечĕк хыççăн чупрĕ.
Анук ку хĕрарăм ыйткаласа çӳрекен маррине пĕлчĕ ĕнтĕ. Анчах кам-ши?.. Турă çырлахтăр, пĕлтĕр Ванюк валли хаклă парнесем парса янă вырăс хĕрарăмĕ мар-ши? Анчах ун çинчен уççăнах калама хăйман пирки шарламарĕ.
Ванюк хаваслăн ахăлтатса мечĕке кустарма тытăнчĕ. Ыйткаласа çӳрекен, хутаçĕ патне таврăнса, тетте хуткупăс кăларчĕ те турткаласа сасă турĕ. Ванюк куна илтсенех выляма чарăнса кăшкăрчĕ.
— Ав мĕнле каччă эсĕ... Кил, кил! Хуткупăс ме! Ванюк, тăватă уран упаленсе пырса, аллине тăсрĕ. Ыйткаласа çӳрекен аллинчен тетте хуткупăса илсе турткаларĕ.
— А-а-е-е!.. — терĕ.
— Ав мĕнле маттур каччă эсĕ... Хăвах хуткупăсне каласа, хăвах юрлатăн! Куншăн мĕн парам-ши сана? Тăхта, хутаçра ман тата тем пулма кирлĕччĕ... — Ыйткаласа çӳрекен ача костюмĕ, кĕпе, пушмак кăларчĕ те Анука тыттарчĕ. — Хаклă йăмăкăм, эсĕ кӳрентĕн курăнать. Çавăнпа ним шарламасăр ларатăн. Ан кӳрен-ха, ку хутаçра сан валли те кучченеç тупăнĕ, — тесе çӳçеллĕ кĕшемĕр тутăр, икĕ кĕпелĕхпе саппунлăх сатин тата пушмак кăларса Анук арки çине хучĕ.—Ку пĕтĕмпех сан валли. Ку парнесене сире чунтан юратакан мăшăру Николай Степанович парса ячĕ...
Анук чĕри савăклăн вăркăшма тытăнчĕ. Ним иккĕленмелли те çук, ун умĕнче нихçан асран кайми вырăс хĕрарăмĕ. Ванюк çуралсанах ăна валли парне пани...
— Евдокия Ларионовна! — тинех ятĕнчен чĕнчĕ Анук.
— Эпĕ, хаклă Анна Александровна!
Икĕ хĕрарăм — пĕри вырăс, тепри чăваш — тăвансем пек ыталанчĕç. Анук куçĕнчен хаваслă куççуль юхса анчĕ. Дусьăна чуптăва-чуптăва ӳпкелерĕ:
— Савнă Евдокия Ларионовна... Мĕншĕн малтанах паллаштармарăн?
— Йăмăкăм, каçар тархасшăн... — çепĕççĕн те хаваслăн хуравларĕ Дуся. Малтанах хама кирлĕ киле кĕнине тĕплĕн пĕлме тăрăшрăм. Пĕлсе ĕненсен вара савăнăçĕ тата пысăкрах пултăр тесе шутларăм.
Дуся каланисене Анук илтнĕ-илтмен пек пулчĕ. Халь унăн чĕри упăшки çинчен пĕлес ĕмĕт-шухăшпа çунать.
— Ăçта вăл? Мĕнле пурăнать?
— Пĕтĕмпех каласа парăп, йăмăкăм. Пĕтĕмпех каласа парăп.
IX
Анукпа Дуся вырăн çинче çĕр хутах калаçса выртрĕç. Ăçта-ăçта çитсе перĕнмерĕç-ши вĕсем? Мĕн-мĕн çинчен сăмах хускатмарĕç-ши? Дуся малтанах Микула пурнăçĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Анук Микула кайнăранпа хăйсем мĕнле пурăнни тата ялти хыпарсем çинчен пĕлтерчĕ. Унтан Дуся рабочисемпе вĕсен ачисен пурнăçĕ çинчен, хулара та ялти пек чухăнсем тара ӳкиччен ĕçлесе те выçлăн-тутлăн, теприсем ĕçлемесĕрех пуйса пурăнни çинчен каласа пачĕ. Михха пек пуянсемшĕн мĕншĕн чару çуккине тата, ĕмĕр тăршшĕпе кунашкал ан пултăр тесе, рабочисем революцилле юхăм пуçарнине ăнлантарса пама тăрăшрĕ.
Дуся каланисене Анук питех ăнланаймарĕ пулин те, унăн нушапа тарăхса пиçнĕ чĕрине хула çыннисем ытла та çывăх тăваннăн туйăнчĕç.
Тул çутăлса килнĕ май вĕсем тур амăш иккунине хирĕç кĕтсе илес сăлтавпа Анук Хусана пырасси çинчен калаçса татăлчĕç. Вара Дуся хăй кунта пулнине, упăшки укçа тата хаклă парнесем парса янине никама та пĕлтерме юраманнине астутарчĕ.
Уйрăлас умĕн Анук çӳпçинчен мăйăр хутаççи кăларса Дусьăна тыттарчĕ.
— Кирлĕ мар, кирлĕ мар! Луччă ывăлна катса çитер!
— Аппа, эсир пирĕншĕн ырă тунине çырлахтарма урăх нимĕн те çук. Анчах ку мăйăра эпĕ чи хаклă хăна килсен парнелеме усранă.
— Апла тесен мĕн тăвас ĕнтĕ... Тавтапуç... Ку хаклă парнене эпĕ Николай Степановича çитерсе савăнтарăп!
— Çук, çук, аппа... Ана пĕр пайне çеç пар. Ытти упăшкупа иксĕре валли пултăр! — Анук çупçерен виçĕ питшăлли кăларчĕ, иккĕшне Дуся еннелле тăсрĕ: — Аппа, тыт-ха. Пĕри хăвна валли... Тепри Леонид Сергеевич валли манран парне пултăр.
— Кирлĕ мар, йăмăкăм.. Ан таткала!
— Аппа, тыт, тархасшăн. Ку питшăллисене эпĕ хĕр чухнех тĕрлесе тунăччĕ те хаклă çынсене парнелес шутпа сыхласа усранăччĕ.
— Тавтапуç, савнă йăмăкăм!
— Тав тумалăхах ним те парнелеймерĕм-ха. Эсир пире ырă тунине эпир нихçан та тӳлесе татас çук.
— Йăмăкăм... Хамăр хушăмăрта кам ытларах е сахалрах парнеленине шутламасан та юрĕ. Акă, телейсене тупсан, пирĕншĕн те хаваслă хĕвел çутăлса килсен, пуриншĕн те лайăх пулĕ.
— Турă пулăштăрччĕ, аппа... Куна Микулана пар, — тепĕр питшăллине те тыттарчĕ Анук.
— Хаваспах паратăп. Ĕнтĕ кайма та вăхăт. Ирхи пăра-хута ĕлкĕресчĕ, — тесе, Ванюк çине пăхрĕ Дуся. Лешĕ аллисене вырăн анлăшĕпех саркаласа çывăрать. Тути çинче хаваслă кулă пĕрчисем выляççĕ. Хăйпе юнашар — мечĕкпе тетте хуткупăс. Выртсан та вĕсенчен уйрăласшăн пулмарĕ вăл. Дуся хуллен пырса Ванюка чуптурĕ.
— Маттур ывăлĕ çинчен каласа парсан, Николай Степанович мĕн тери савăнĕ ĕнтĕ!
— Каласа пар, аппа... Пĕтĕмпех каласа пар. — Дусьăна çенĕке тăратса хăварса, Анук урама чупса тухрĕ. Унта никамах та çуккине курса каялла таврăнчĕ.
— Апла, урам хушши пушах. Тухма та юрать. — Анук Дусьана пристане çитиччен ăсатасшăнччĕ, лешĕ килĕшмерĕ.
Вĕсем çенĕкрех уйрăлчĕç.
Пӳрте кĕрсен Анук уçă ларакан çӳпçи патне пычĕ. Унти пир тăрăхĕсем хушшинче Дуся парса хăварнă укçа выртать. Анук вĕсене тепĕр хут тыткаласа пăхрĕ. Тĕлĕкре мар, чăн пурнăçра унăн аллинче çирĕм пилĕкшер тенкĕлĕххи иккĕ, вуншар тенкĕлĕххи икĕ хут укçа. Мĕн-мĕн илме пулмасть-ши ку укçапа? Лавĕпех çăнăхпа вăрлăх, лашапа ĕне те илме пулать.
Укçисене каялла хурсан, кăштах та пулин канса илес шутпа Анук вырăн çине выртрĕ. Анчах тем чул тăрăшсан та çыварса каяймарĕ. Лаша, ĕне тата сурăх туянсан пурнăç мĕн таран аван пуласси канăç памарĕ ăна. Анук вырăн çинчен тăчĕ. Алăкăн-тĕпелĕн уткаларĕ. Пĕр ĕçне пăрахса тепĕрне тытма хăтланчĕ. Алли пыра пĕлмерĕ. «Пĕрех хутчен Ванюк вăрантăрччĕ. Унпа выляса кăмăла лăплантарăттăм», — шухăшларĕ вăл. Ывăл ачи çав-çавах лăпкăн та тутлăн çывăрать. Анук юлашкинчен ларас-тăрас килмен пирки шыв пур çĕртенех витрисене йăтса çăл кутне кайма тухрĕ. Чĕри ытла та савăккипе урам тăрăх пуçне мăнаçлăн каçăртарах утса пычĕ. Ан тив, Энĕшкасси çыннисем тĕлĕнччĕр. Хальччен вĕсем Анук пуçне усса çӳренине çеç курнă вĕт.
Вăл килне те çакнашкалах хавас таврăнчĕ. Ачи часах вăранас çука аса илсен, Лукарье патĕнчи заклада кайса илме шут тытрĕ. «Юрать-ха, хаклă парне закладрине Евдокия Ларионовна пĕлеймерĕ. Пĕлнĕ пулсан, намăса ăçта хумаллаччĕ-ши?» — эрленсе шухăшларĕ. Вара çӳпçинчен вунă тенкĕлĕх укçине кăларса илчĕ те кайма тухрĕ. Вырăс хĕрарăмĕпе калаçнă хыççăн нихçан чухламан вăй-хăват пуррине туйнипе Миххана тĕл пуласран та хăрамарĕ. Вырăс çыннисемпе танлаштарса пăхсан, Миххана çын вырăнне те шутлами пулчĕ.
Анук пырса кĕриччен кăштах маларах Лукарье патне Мавра килсе кайнă та, ĕнер упăшки Анук патне кĕни çинчен пĕлтерсе, ун кăмăлне пăтратса хăварнă.
Упăшки ют хĕрарăмсем хыççăн çӳреме юратнине Лукарье хальчченех пĕлнĕ. Анчах кунашкал пĕтĕм ял куçĕ умĕнчех ют хĕрарăм патне кĕрессе кĕтменччĕ. Çитменне, кам патне кĕнĕ-ха? «Ман çул çинче каллех Анук... Ан тив, эпĕ Миххана юратмастăп пултăр, Çапах эпир унпа арлă-арăмлă. Вăл ман упăшкана туртса илме тапăнни чĕрçине хапха тăрне çакнă пекех намăслă...»
Лукарье çакнашкал шухăшсемпе тăвăлланса ларнă вăхăтра Анук килсе кĕчĕ:
— Инке, аван-и?— терĕ хавассăн.
Ку ытла та кĕтмен çĕртен сиксе тухнипе Лукарье çухалса кайрĕ. Кăштах тăна кĕрсен, чĕри йăвашланчĕ. «Ĕнер çеç ман упăшкапа явăçнă пулсан, паян мĕнле хăйса килчĕ-ха? Çук, вĕсен хушшинче нимех те пулайман. Вăл ахăртнех Михха тапăнни çинчен каласа пама килчĕ пулĕ?» — шухăшласа илчĕ вăл.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...