Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXVII сыпăк


Хритун мучи утар пӳртĕнчи вĕллесене резина трубкăпа итлесе пĕтерчĕ. Пур вĕллесенчи хуртсем те пĕр тикĕссĕн вăйсăр сасă параççĕ. Типĕ çулçă пек кăштăртатни те, уйрăм хуртсем сăрăлтатни те илтĕнмерĕ. Ку вăл, паллах, лайăх. Типĕ çулçă пек кăштăртатсан, пĕлсех тăр, хуртсем выçă. Уйрăм хуртсем сăрăлтатни ама çуккине систерет. Пĕр сасă та илтĕнмесен — йыш пĕтнĕ вара. Хритун утарта ĕçлеме пуçланăранпа хĕлле хурт йышĕ пĕтсе ларни пулманпа пĕрех. Маларахри çулсенче кăна пĕр-ик вĕлле вăйсăр тухнăччĕ. Унтанпа чип-чиперех. Çапах та ку утарçăн пурнăçĕ тип-тикĕссĕн, лăпкăн шуса пынине пĕлтермест. Хритун мучин пурнăçĕ, хăй сăмахĕпе каласан, йĕп çинчи пекех. Хĕлле те, çулла та, çуркунне те, кĕркунне те — кирек хăçан та канăç çук унăн. Вăл яланах: «Мĕнле-ши, пурте чиперех-ши, йĕркеллех-ши?» — тесе шухăшлать. Яланах ăна пĕр-пĕр кĕтмен инкек килсе тухассăн туйăнать. Пĕрмаях темскер туса çитермен пек, темскер сахалрах, начартарах пек туйăнать ăна. Паян та мучи çавăн пек шухăш-кăмăл аптратнипех утар пӳртĕнчи вĕллесене тепĕр хут тĕрĕслерĕ. Çав канăçсăрлăха пулах Хритун яланах утарта пурăнать. Малтан, çич-сакăр çул каярах, кунта хуралçă пурччĕ. Çав сакăр вунă çулхи Левук асатте вилнĕ хыççăн Хритун кунта урăх хуралçă илсе килме шутламарĕ.

— Арăмпа иксĕмĕр хуртне те пăхăпăр, хуралне те тăрăпăр, — терĕ вăл правленире.

Хритун сăмахĕпе килĕшрĕç. Çапла вара ку утарта халь виçĕ çын вырăнне икĕ çын çеç. Апла пулин те ĕçсем начарланма мар, вăйлансах пыраççĕ.

Хритун мучи хурт-хăмăр пăхма ăнсăртран, кĕтмен çĕртен тытăннă. Пĕр çулĕнче вăл киле валли хăрăкрах юман каскасем туяннă. Вĕсене вăрмантан турттарса килнĕ. Пĕр каскин хăвăлĕнче, — ак тамаша! — пыл хурчĕсем пурăннă иккен. Вĕсем вилмен те. Хритун çав пыл хурчĕсене пухса вĕллене ярать. Çакăнтан вĕсем хурт усрама пуçлаççĕ. Ку ĕç тахçанах пулнă. Ун чухне Хритун вăтăра тин çитнĕ. Çав пĕр пуç хуртран кайран вĕсен çирĕм пуçа çитнĕ. Хритун ылтăн çунатсене чăннипех те хытă кăмăлласа çитет, хăйĕн пĕтĕм пурнăçне вĕсемпе çыхăнтарать. Хурт-хăмăр ĕрчетесси — тахçанах ĕнтĕ Хритун мучин пĕтĕм пурнăç тĕллевĕ, савăнăçĕ, хуйхи-суйхи. Çав пĕр-пĕрне хисеплекен, харсăр, туслă, паттăр, мухтавлă хуртсене мучи хăй ачисене юратнă пекех юратать.

— Пурте йĕркеллĕ, — мăкăртатрĕ мучи утар пӳрчĕн алăкне питĕрнĕ май. Кăшт тăхтасан вăл сăнчăрти çăмламас Макар Макарович патне пычĕ. Лешĕ тӳрех çӳлелле сикрĕ те малти урисене утарçă кăкăрĕ çине хучĕ, ăслă хăмăр куçĕпе мучие тинкерчĕ. Хăй хӳрине суллать, çапкалать.

— Мĕн тумалла-ха? Мĕн кирлĕ, Макар Макарович? Йытă тем калас пекех ачашшăн çукаланать, сăмсипе

Хритун мучие питĕнчен чуптуса илесшĕн тата çӳлерех сикме хăтланать.

— Ан хăтлан! Ун пек юрамасть! — пӳрнипе юнать ăна мучи.

Макар Макарович — ик уран тăрса ывăннипе-ши? — мучирен самантлăха уйрăлать, унталла-кунталла пăхкаласа илет, вара каллех ялт сикет те малти урисене, паçăрхи пекех, Хритун кăкăрĕ çине хурать.

— Ах, шельмă! Ну, йăпăлчăк та эсĕ! Айта кай, кай лерелле. Мĕншĕн каймастăн-ха? Пĕччен çӳресе ывăнтăн-и?

Юлашки вăхăтра мучи кашни кунах хăй çăмламас йыттипе çапла чылайччен калаçать. Пĕчĕк ачапа пакăлтатнă пекех пакăлтатать. Ыйтса пĕлем пекки, темскер ăнлантарам пекки, ятлам пекки тăвать. Йытти вăл калаçнине яланах ним шарламасăр, лăпкăн итлет. Лисук ялтан таçта инçене тухса кайни Хритун мучин кăмăлне чылаях хуçрĕ. Ăна хăй пурнăçĕнче, килте темскер çитмен пек туйăнакан пулчĕ. Çавăнпах-и, тен, халĕ вăл яла та час-часах таврăнмасть. Мĕн курмалли пур унта ман, киле çитсен кам çине пăхса савăнмалла тет пулас. Кунсăр пуçне килте ăна пурте, пурте хăй хĕрĕ çинчен аса илтереççĕ.

— Çитĕ ĕнтĕ, çитĕ! — пуçĕнчен саврĕ вăл йыттине. Çак вăхăтра Макар Макарович хăвăрттăн мучи çумĕнчен хăпрĕ те пĕтĕм вăйпа тепĕр еннелле ыткăнчĕ, хавассăн вĕрсе ячĕ.

— Э-э, карчăк çитрĕ иккен, — алкум умнелле утрĕ Хритун.

Акă вĕсем çăматă çумĕнчи юра шăпăрпа шăлчĕç те пӳрте кĕчĕç. Нанил тутăрпа çыхса пӳремеч, икĕ кукăль илсе килнĕ.

— Ялта пурнăçсем чиперех-и? — ыйтрĕ Хритун.

— Чиперех-ха.

— Вилекен те, çуралакан та çук-и?

— Уçăп Иванĕн арăмĕ йĕкĕр ача туса панă терĕç. Иккĕшĕ те ывăл пулмалла. Чим-ха, э-э, калама астуман эп сана. Ну, мĕнле мунча кĕрсе савăнтăмăр эпир. Вĕри, ирĕк.

— Çапăнмалли лапка пекки пур-и унта?

— Пур. Картлашки çӳлех хăпарать. Хăш картлашки çине ларма кăмăл пур, çавăнта хăпарса лар. Чи çӳлти картлашка çине пĕри те хăпараймарăмăр. Сывлама та çук унта...

— Эппин, чаплă?

— Питĕ чаплă.

Нанил пӳремечне, кукăлĕсене кăмака умĕнче ăшăтрĕ те сĕтел çине каса-каса хучĕ.

— Çи-ха, старик.

— Çиес-ши вара? — сĕтел хушшине вырнаçрĕ мучи.

— Мунчине хамах хутса патăм, — пĕлтерчĕ Нанил. — Хĕллехи вăхăтра аппаланса пăхам-ха. Килте ларсан çавах кун иртмест. Утарта иккĕн ĕçлемелли хальлĕхе курăнмасть. Çапла-и, старик?

— Çапла пулмасăр.

Мучи кантăр вăрри пӳремечне çинĕ май арăмĕ çине пăха-пăха илет. Урăх мĕнле те пулин хыпар пĕлтермест-ши тет пулас. Нанил малти тенкел çинче ним хускалмасăр тенĕ пекех ларать. Хăй хĕрлĕ кĕпепе, кăвак саппунпа.

— Пĕччен çини лайăх мар капла. Кил, эсĕ те çырткаласа пăх, Нанил.

— Маншăн ан кулян-ха эсĕ. Эпĕ тутă.

Хритун татах арăмĕ çине тинкерет, татах мĕн те пулин каласса кĕтет. Çапла ларсан-ларсан мучи тӳсеймерĕ:

— Мĕнле унта, Лисукран хыпар çук-и? — терĕ.

— Ай-ай! Хам мĕн каласа пама килнине те манса кайнă-çке. Эй, тăн-пуç. Темскер, япалана манма пуçларăм çак. Чиксех килтĕм-ха эп ăна. Кунтахчĕ вăл, — хĕвĕнчен хыпалансах конверт туртса кăларчĕ Нанил. — Акă ĕнер каçпа пырса пачĕç.

Мучи çиме пăрахсах çырăва ярса тытрĕ, вулама пуçларĕ. Хритун алли чĕтренипе хучĕ чăкăр-чăкăр, чăкăр-чăкăр туса сикет, силленет. Çумĕнчи арăмĕ, шăннă чухнехи пекех, аллисене кăкăр умне хĕреслетсе тытрĕ. Упăшкин сăнĕ улшăнса пынине Нанил аванах сисрĕ. Хритун хурланчĕ те, савăнчĕ те.

— Çырăвне пит аван çыраççĕ-ха вĕсем, — калаçрĕ мучи. — Халь апла Кăнтăр Курильскра пурăнаççĕ. Хули хитре тет иккен. Çĕнĕ çуртсем нумай лартнă тет. Малтан яппунсем хуçаланнă унта. Хĕрĕх пиллĕкмĕш çулта çеç илчĕç ăна пирĕн. Ай-ай инçетре пурăнаççĕ çав...

— Утравне мухтаççĕ-ха хăйсем.

— Мухтаççĕ. Çав тери илемлĕ ешĕл утрав теççĕ. Унăн тăвĕсем те, айлăмĕсем те пĕтĕмĕшпех вăрманпа витĕннĕ имĕш. Пихта, чăрăш, лиственница ӳсет, вырăнĕ-вырăнĕпе çулçăллă вăрмансем те пур тесе пĕлтереççĕ. Лисук хăй хула çумĕнчи совхозра ĕçлет.

— Анчах, каттăршнăй, çанталăкĕ путсĕр тет çав. Кунне вунă хут та улшăнать тет.

— Мĕн тăвас тетĕн, океан хĕрри.

— Тата, Хритун, вулкан текенни тухмасан юрĕччĕ те.

— Менделеев вулканĕпе Головник вулканĕ сӳнмен тет-ха.

— Мĕн тума каймалла пулнă-ши çавăнта ухмахăн. Эй туру.

— Тимĕ ĕнтĕ... Хăйĕн кăмăлĕ.

— Çапах та хамăр ача-пăча вĕт-ха вăл пирĕн. Ялта каччă çук пек тухса тарчĕ. Уншăн çунаканни кунта та пайтахчĕ-çке. Пракка тесен Пракка та паян кунчченех ӳрĕк-сӳрĕк çӳрет. Начарланса кайнă. Хам та хĕрхентĕм. Чим-ха, сăнӳкерчĕкне куртăн-и эс? Канвертра сăнӳкерчĕкĕ те пурччĕ.

— Лекмерĕ-çке алла.

— Пур, пур.

Мучи сăнӳкерчĕкне туртса кăларчĕ. Унта Лисукпа упăшки лараççĕ. Хăйсем иккĕшĕ те ăшшăн кулаççĕ. Ним те хирĕçлеймĕн, телейлĕ мăшăр!

Хритун мучи алăри сăнӳкерчĕкĕ çине нумайччен тинкерсе ларчĕ. Вара çырăва каллех конверт ăшне пуçтарса чикрĕ.

— Ашшĕ, мĕнле-ши пирĕн? Çĕн хăтапа тăхлачăна чĕнсе кăштах хăна тумалла мар-ши? — сăмах хушрĕ Нанил.

— Чĕнсе пăхмалла пуль.

— Апла салат туса сăра юхтарасчĕ манăн.

— Ун пек вăрăма каймасть-и? Салатне хальлĕхе камран та пулин кивçен ил.

— Çук, ĕлкĕретпĕр. Малтан хăйсем чĕнеççĕ-ха вĕсем пире. Хатĕрленсе çитнĕ тет. Паян-и, ыран-и — йыхравçă персе çитмелле. Кирле Микули саккуна пĕлекен çын. Малтан камăн хăна тумаллине чухлать.

— Микула хăй йĕркеллĕ те. Кĕрӳ теплерех пулĕ ĕнтĕ.

— Улмуççинчен улми инçене ӳкекен марччĕ те.

— Эс каланă пек пултăрах. Ай-ай, çав Праккана кăмăллаттăм та эпĕ. Ĕç тухмарĕ.

— Пăхман хĕвеле епле пăхтарăн, Хритун... Çи-ха эсĕ кукăле. Ашăлла çи.

Кантăк умĕнчи çĕмĕрт çине чакак килсе ларчĕ. Чак! чак! туса çухрашни пӳрте аванах илтĕнет. Хритун мучи çак кайăка ытла та юратмасть. Халĕ каллех ун çинчен тарăхса шухăшларĕ вăл. Тĕнчере чакак пек «ним шухăшсăр», айван кайăк урăх пур-ши, çук-ши? Нихçан та ăслă çӳремест вăл. Йывăç çине ларсан та урлă-пирлĕ сиккелет, тем пăхать, тем шырать. Вĕçнĕ чухне те ытти кайăксем пек ĕретлĕ вĕçмест, темле пысăк, çӳллĕ хум çинче сулкаланса, ывтăнса пынă пек ана-ана улăхать, чӳхенет. Тăраткаланчăк тĕклĕ çерçи те ун пек ухмахла çӳремест-çке. Никам та тăн кĕртекен çук пулмалла çав хура çуната.

Чакакĕ çавах пӳрт умĕнчен каймарĕ, чак! чак! та чак! тутарчĕ.

— Кăш-ш! Шуйттан кайăкĕ! Çак тăрпалтайăн чĕптĕм ăс та çук пуль. Кăш! — çухăрчĕ мучи.

Çав вăхăтра чӳречерен лайăхрах тинкерчĕ те Хритун телефон çулĕ тăрăх пĕр лав чуптарса килнине курчĕ. Ăçта каять-ши ку лав? Кам-ши? Ку еннелле Пуянкассине е Элпуçне кăна çӳреççĕ-çке. Çав ялсене камăн каймалли килсе тухнă-ши? Çичçырма тĕлне çитсен лаша майĕпен пыракан пулчĕ. Шалашка çуна çинче хăяккăн выртакан çын тăрса ларчĕ, аçам çухине антарчĕ. Унтан лавне сасартăк Çичçырма катинелле пăрчĕ.

— Пĕри килчĕ пулмалла, — алăк патĕнчи пиншакĕ патне утрĕ утарçă.

— Ăçта килчĕ?

— Лявкка юппине пĕр лав кĕчĕ-ха. Тем кала та, ырăпа çӳрекен çын мар вăл. Эп ăна!

— Кĕрт тăрăх епле ишсе çитетĕн эс унта? Çăматту ăшне кунчинчен юр кĕрет.

— Пурпĕрех çитес пулать.

Хритун сарă кĕрĕк пиншакне, мулкач тирĕнчен çĕлетнĕ çăмăл та ăшă çĕлĕкне тăхăнчĕ. Вара васкасах тухса кайрĕ.

Тӳпене талккишпех шупка хăмăр пĕлĕт, юр тĕслĕрех пĕлĕт карса илнĕ. Вăл тĕнчене пусса, тăвăрлатса тăнă пек курăнать. Çав пĕлĕт çĕр çинчи юрпа пĕрлешсех кайнă тейĕн. Пĕтĕм тавралăха сивĕ, нӳрлĕ юр, пĕлĕт, пăс хупăрласа илнĕ пек туйăнать. Сывлăш та юрлă, пăрлă çурхи шыв манерлех, кăкăра шăнтать, çан-çурăма çӳçентерет.

Мучи ката тăрăх шĕшкĕ, йĕлме, çĕмĕрт, ăвăс турачĕсене сире-сире пычĕ. Хĕллехи ĕшнен тунсăхлă шăплăхĕнче тăхрансем сас пани, йывăç çине ларнă юр лăстăртатса персе анни илтĕнет. Çырма хĕррипе мулкач сиккелесе çӳренĕ. Чăтлăхрах тĕлте шăши юс йĕрĕсем пур.

Лявкка юппине çитсен мучи çуна йĕрне часах шыраса тупрĕ. Вăл çырма хĕррипе пырать-пырать те ăвăслăха кĕрсе каять. Хритун çуна йĕрĕ тăрăх чăтлăхалла çул тытрĕ. Лявкка юппинче чи çӳллĕ те яштака ăвăссем. Вĕсем çуллахи тӳлек каçсенче çав тери кăмăллăн, чун-чĕрене пырса тивмелле шĕпĕлтетеççĕ. Вĕсен шавне утарçă кĕç-вĕç макăрса ярас пек пăлханса итлетчĕ. Уйăхлă таса каçсенче Хритун юриех çакăнта, ăвăслăха, килсе тăратчĕ. Нумайччен-нумайччен тăратчĕ вăл. Çулçăсем çатăлтататчĕç, çатăлтататчĕç. Вĕсем тахçан çамрăк чухнехи юлташсене, телейлĕ каçсене аса илтеретчĕç. Вĕсем тĕнче илемĕ çинчен, пурнăç хаваслăхĕ çинчен каласа паратчĕç. Вĕсем аслă уй-хирпе, ешĕл курăкпа, çутă çăлтăрпа пуплетчĕç.

Хритун ăвăслăха шаларан шала кĕчĕ, пĕшкĕне-пĕшкĕне пăхрĕ, итлерĕ.

«Ну, ку путсĕр этеме ăс паратăп-ха. Пăх-ха эсĕ ăна, мĕн хăтланать вăл, мĕн шухăш тытнă. Вăрмана касса тустарасси ансат вăл, ӳстерме йывăр. Вăт ăçта çити кĕнĕ-ха, шеремет. Тытас çук, курас çук терĕ пуль. Эх, пĕтмен этемĕ!» — мăкăртатрĕ мучи.

Инçех те мар качлаттарса касни илтĕнчĕ. Мучи чун-чĕри сӳлетсе кайрĕ. Йывăçăн мар, хăйĕн ӳт-пĕвĕ ыратнă пек туйăнчĕ.

— Кам унта? Мĕн касатăн эс! Чарăн! — çухăрса ячĕ Хритун. Унăн сасси ĕшне тăрăх хаяррăн янăраса кайрĕ те таçта, аслă вăрман хĕррине, çитсе илтĕнчĕ. Мучи чупнă çĕрте чупса, утнă çĕрте утса ăвăслăх варринчи çӳрен лаша патне çитсе тухрĕ. Унтан инçех те мар пĕр сарлашка, тĕреклĕ çын хĕрсех ăвăс кутне пуртăпа касать.

— Чарăн, эсрел çăпати! — тепĕр хут кăшкăрчĕ мучи.

Леш, аçамне хывса юр çине пăрахнă çын, çаплах качлаттарать. Уншăн пулсан кăшкăрни те, хуралçă килсе тухни те ним те мар тейĕн. Турпассем ывтăнаççĕ кăна. Вĕтĕреххисем юр çийĕн кусса çырма тĕпнеллех анаççĕ.

— Мĕн, хăлхасăр-и эс?

— Хăлхаллах-çке, — ярт тăсăлса тăчĕ Улатти.

— Кам хушнă сана кун пек иртĕхсе çӳреме? Намăс мар-и сана? Халех лашуна çавăр та тасал ĕшнерен...

— Ма васкас. Тасалăп-ха, — Улатти татах касма тытăнчĕ.

— Эс мĕскер? Каланине те итлеместĕн-и?

— Ан чăрмантар, Хритун пичче. Касам-ха.

— Шуйттан этемĕ! Иçмасса, чи вăрăм, чи яштака ăвăса касать-çке.

— Мана чи яштаки кирлĕ.

— Сана тем те кирлĕ пуль. Тухса кай часрах.

— Юрĕ, юрĕ. Ытлашши ан тулаш, мучи. Эп çакна çеç, — çаплах ахлата-ахлата касрĕ Эльба салтакĕ.

Турпассем аяккалла пуля пек, снаряд ванчăкĕ пек ыткăнаççĕ. Çӳллĕ ăвăс чĕтренет, силленет. Вăл мучие пулăшма чĕннĕ пекех, тилмĕрнĕ пекех сисĕнет. Хритун ним тума та аптрарĕ, çамки çине тар тумламĕсем тухрĕç, ури чĕтрерĕ.

— Чарăнатăн-и эс, чарăнмастăн-и? Мĕн, ахаль калаççĕ тетĕн-и? Ытла та путсĕр çын-çке эс. Ял ухмахĕ!

— Аплах ан вăрç-ха, Хритун пичче. Пĕр ăвăсне каснипе тĕнче пĕтмĕ. Кунта епле йăвă ӳснĕ вĕсем.

— Шухăшласа пăх-ха, арпа пуç. Кашни пĕрер касма пуçласан мĕн пулса тухать? Ĕшнерен кăрлăк матти те юлмĕ. Тьфу! Сан пек путсĕр çын курман эп тĕнчере!

Мучи калама çук тарăхрĕ пулин те кун пек ахаль çеç кăшкăрашса тăнипе Улаттие ним те тума çуккине ăнланчĕ. Вара Эльба салтакĕпе юриех йăвашрах калаçма пуçларĕ.

— Айта хăтланах эппин, — терĕ вăл. — Сана этем ывăл-хĕрĕ тăна кĕртес çук.

Ун хыççăн мучи темле чеен пăхса уткаласа çӳрерĕ-çӳрерĕ те Улатти патне çывăхах пырса:

— Табак пур-и сан? Турттар-ха, — терĕ.

— Улаттин пурте пур, — пурттине пăрахрĕ Эльба салтакĕ. Вара тĕрĕллĕ енчĕк туртса кăларчĕ: — Туртса ярар-ха эппин...

Чикарккă авăрласа тивертнĕччĕ кăна — Хритун мучи

Улаттин вăрăм авăрлă пурттине ярса тытрĕ те хаяррăн кăшкăрса ячĕ:

— Халĕ çывăха та ан кил ман пата! Хирĕçсе-туса тăратăн пулсан хамăнне хам пĕлĕп. Айта çак самантрах тухса кай ĕшнерен! Халех кай. Халех!

Эльба салтакĕ шанк хытса тăчĕ, ним калама та аптрарĕ.

— Кай теççĕ сана! Ха, тупăннă эсремет! Хăрамастăп тетĕн пуль. Вĕрентĕпĕр сана! — мучи чăннипех хаярланса çитрĕ. — Халех каймасан çунуна, сӳсмен пăявне веçех касса ваклатăп.

Улатти вăйăран вăкăр тухасса сисрĕ пулас, ăшшăн кулса ячĕ.

— Ан вăрç-ха. Итле...

— Итлеместĕп. Ан та калаç, ан та калаç.

— Эпĕ правлени хушнипе килнĕ кунта.

— Ан суй. Пурпĕрех ĕненес çук сана.

— Чăннипе калатăп. Акă хучĕ, — Улатти шăлавар кĕсйинчен пĕр лӳчĕркенчĕк хут татки туртса кăларчĕ. — Ме, вула.

— Çывăха ан кил! Ан кил. Куратăн-и, алра мĕн, — пурттине çĕклерĕ Хритун.

Улаттин ирĕксĕрех чарăнса тăма лекрĕ. «Мĕн пулса тухать-ха капла? Вăт тупрăм хама валли инкек», — шухăшларĕ Эльба салтакĕ.

— Ку ăвăса телевизор антенни тума касатăп эпĕ. Бригадир ячĕ мана. Пĕлессӳ килсен калам: телевизорне ху патна, утара, лартаççĕ.

— Ай-ай-ай! Эсĕ хăвна çеç чее тетĕн пуль. А нуккă халех тасал. Унсăрăн! Ут тетĕп! Ут! Ут!

— Ĕненмесен ав çуна çине пăх эппин. Телевизор аппарачĕ те унтах. Чĕркесе хунă ăна. Улăм айĕнче. Айта кăтартам, — Улатти çуна патнелле яртлаттарчĕ.

■ Страницăсем: 1 2