Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXVII сыпăк
Мучи çуна çинче, чăнахах та, темле пысăк коробка пуррине курчĕ. Ăçтан пĕлен? Тен, кирлĕ ĕçпех çӳрет пуль Улатти. Ĕненме сăлтавĕ те пур, Эльба салтакĕ халиччен нихçан та кун пек сăтăр туса, кӳрентерсе çӳремен. Хритун кăмăлĕ кăштах çемçелчĕ, çапах та вăл Улатти пурттине хăй аллинчех çирĕппĕн тытса тăма шутларĕ.
Малалла тем хăтланатчĕç вĕсем — пĕлме йывăр. Анчах çак самантра тăвайккинчен Алексеевпа Пракка йĕлтĕрпе чашкăртса анчĕç.
— Ну, хатĕр-и сан, Улатти?! — кăшкăрчĕ Пракка.
— Нимĕн те хатĕр мар, Эльба!
Çакăн хыççăн тин Хритун мучи ĕненчĕ, вĕсем тăваттăн хăвăртах çав яштака ăвăса касрĕç те турачĕсене иртсе çуна çине тиерĕç.
— Кăçал тăрăшрăн эс, Хритун пичче, пыл нумай илтĕн, — терĕ Алексеев.
— Аптрамаллах пулмарĕ-ха.
— Çавăнпа телевизор лартса парас тетпĕр.
Ĕшнери йывăçсем темле çултан аташнă шухă çил çапăнса кĕнипе кăшт чĕтренсе, пăшăлтатса илчĕç. Пĕр уйăп хурлăхлăн шимп-шимп тăвать. Юр ăшĕнчен кăшт анчах пуçне кăларса ларакан упа сарри халĕ те симĕссĕн курăнать-ха.
Çав кун, чăнахах та, утар пӳртне телевизор лартса пачĕç. Хритуншăн ку тĕлĕнмелле савăнăç пулчĕ. Нанил хăнасене çăка вăрри чейĕ ĕçтерчĕ, типĕтнĕ кăмпа шаритлесе пачĕ.
— Ĕнтĕ ман старикĕн хут кайрĕ, — терĕ вăл хĕпĕртесе.
— Пурнăç урапинчен ӳксе ан юлтăр. Тĕнчере мĕн пулса иртнине веçех пĕлсе тăтăр. Итлетĕр, куртăр. Хитре майрасене пăхса савăнтăр.
— Апла ухмаха ерсе каймасан юрĕ-ха ку.
— Шанатăн-и ăна? — кулчĕ Алексеев. — Пирĕн колхозри утарçăсем пит шанчăклах мар вĕсем. Авă Нӳшкасси патĕнчи утарта Муçей мĕн хăтланчĕ. Çимĕк кунĕ çакăн патне арăмĕ пĕлĕмсем, кукăльсем пĕçерсе каять. Эрехпе сăрине те илме манмасть. Ара, хăй упăшки-çке. Хайхи çитет утара тĕттĕм пуласпа. Йытти Муçей арăмне палланă. Ним те вĕрмен. Кĕрсе тăрать Укахье пӳрте. Унта Муçейпе Нӳшкасси Ульхи «тав сана» та «тав сана» тесе сăра ĕçсе лара параççĕ тет. Ульхана Муçей арăмĕ аран хăваласа кăларса янă. Лешĕ пӳртрен тухсан та чӳречерен пырса пăхать тет.
— Сивĕ çăл утарĕнчи Палюк та епле шар курчĕ, — сăмах хушрĕ Улатти. — Унăн ĕнине çавăтса кайрĕ-çке леш майра.
— Мĕнле пулнă çав Палюкăн? — тĕпчерĕ Нанил. — Те илтмен эпĕ ун çинчен, те илтсе маннă...
— Мĕнле пултăр ĕнтĕ, — кашăкне хучĕ Алексеев. — Вăрçă вăхăтĕнче темле эвакуированнăй майра тупса янă вăл. Малтан чиперех пурăннă. Майри сăнран чаплăччĕ. Яштака пӳллĕ, кăн-кăвак куçлă. Палюкран нумай çамрăкчĕ вăл. Паллах ĕнтĕ, вăхăтлăха, тем нушта килсе тухнăран çеç паллашнă вăл Палюкпа. Кайран, шеремет, Палюк ĕнине çавăтнă та тухса юхнă.
— Ара, халĕ кама юратас тесен юратма ирĕк ĕнтĕ, — терĕ Нанил. — Ĕлĕкхи пек ашшĕ-амăш илсе пани курăнмасть. Хĕр вăрлас йăла çук. Çапах та, шутласа пăхăр-ха, чипер пурăнман çынсем, тем, ӳссе-нумайланса пынă пекех туйăнаççĕ вĕсем.
— Çук аплах мар-çке.
— Мĕн аплах марри унта. Ĕлĕк качча кайсан венчет тунă та унталла-кунталла никам та пăркаланман. Хальхи çыннăн нимрен те шикленес, хăрас йăла çук. Хăш-пĕр хĕрарăмсем çын упăшкине туртса илме те хатĕр. Арçыннисем те аптрасах тăмаççĕ. Хăй юлташĕн арăмнех уйăрттарни те пур. Акă Армуш Мишши Тихăн Петтинчен чăр çилампах арăмне туртса илчĕ-çке.
— Ун пекки пулкалать вăл. Миките Тимукĕ те, — калаçăва хутшăнчĕ Хритун.
— Чăнах, çемье çирĕплĕхĕ хавшарĕ халь, — хăйĕннех печĕ Нанил.
Алексеев ăшшăн кулчĕ те çирĕппĕн:
— Тĕрĕс мар, — терĕ. — Ĕлĕкхи çемье çирĕплĕхĕ турăран, упăшкаран, намăсран хăранинче пулнă. Çавăнпа çеç чăмăртанса, çыхланкаласа тăнă ун чухнехи çемье. Вăл халь-халь сирпĕнсе каяс снаряд пекех, тапса тухас сăра пички пекех тăнă. Ачасем çуралсан çав пĕчĕк мăнкăлтăксем кăна пичке кăшăлне çирĕплетнĕ. Халĕ, тен, чăнахах та, уйрăлакансем ытларах та пуль. Çапах та вăл ун пек кичем шухăш патне илсе пымалли сăлтав мар. Халь никам та упăшки е арăмĕ пусмăрне, мăшкăлне тӳссе пурăнасшăн мар. Май çук тăк, чун туртмасть тĕк — пăрахать те каять. Хальхи çемье вăл — чăн-чăн килĕштерсе пурăнакан çемье.
— Эй, — алне сулчĕ Нанил, — темле юратса мăшăрланнисем те кайран пĕтĕм яла ура çине тăратаççĕ.
— Чăннипе юратсан апла пулмасть, — хирĕçлерĕ Алексеев.
— Акă аякка кайма кирлĕ мар. Улаттиех илер. Вăл Елянпа пурăннă чухнех Хреççипе çӳрет тетчĕç, — калаçăва малаллах тăсасшăн пулчĕ Нанил.
— Тĕрĕс, Нанил аппа, — килĕшрĕ унпа Улатти. — Пулнă ман ун пек çылăх. Анчах çав çылăхшăн паян кун та тарăхса çӳретĕп. Чĕрене халĕ те темскер хĕсет, пăчăртать. Хама хам çак таранчченех ятласа пурăнатăп: «Мĕн хăтлантăн эс, Улатти салтак? Мĕн хăтлантăн, шуйттан чĕппи!» — тетĕп. Елян умĕнче намăса кĕтĕм çав. Ах, каçартăрах ĕнтĕ, тăпри çăмăл пултăр.
— Манăн çапах та, Алексеев юлташ, татах калас килет, — тӳсеймерĕ Нанил.
— Эй, çак карчăкпа! Ватăла киле ăсран тайăлчĕ-и ку, — мăкăртатрĕ Хритун.
— Чиперех пуплет-ха вăл, — пӳлчĕ ăна Алексеев.
— Шухăшла-ха, мĕншĕн туйсем çинчен мантăмăр эпир?
— Çук-çке, манман-çке, Нанил аппа.
— Çапах та йĕркеллĕ туй тунине курман-ха эп ку яхăнта. Туя кайсан хăшĕсем ĕçме кăна васкаççĕ. Лӳксе тултараççĕ те — пулчĕ вĕсен.
— Унта колхоз председателĕ те, Алексеев юлташ та пырса кĕмеççĕ. Туй пуласса пĕлсен таçта мур шăтăкнех тарса пытанаççĕ. Çамрăксене ăс пама пымалла сирĕн. Ма пымастăр-ха эсир? Эрех ĕçсе çӳрет тесе каласран хăратăр-и? — ыйтрĕ Хритун.
— Чăнах, çаплах пулать пуль, — кулчĕ партбюро секретарĕ. — Малашне ас тăвăпăр. Акă Пракка авлансан ура хуçсах ташлатăп. Кала, хăçан авланатăн эс, Пракух? Ватта юлсан типпе юлать теççĕ. Сыхлан.
— Эй, маншăн ан кулян-ха эс, — алне сулчĕ бригадир.
— Мĕнле «ан кулян»? Саншăн пăшăрханмасан — камшăн пăшăрханас ман. Ну, хăçан туй пулать санăн?
Пракка тăчĕ те тумланма пуçларĕ.
— Каяр!
Тепĕр виç-тăватă минутран хăнасем çуна çине ларчĕç те ялалла вĕçтерчĕç.
Алексеев шап-шурă юр хупланă анлă уй-хире пăхкаласа пынă май утар пӳртĕнчи калаçу çинчен шухăшларĕ. Тĕлĕнмелле! Мĕн çинчен кăна сăмах вакламашкăн тивмест-ши ял çине тухсан? Мĕнле кăна сăмах-юмах пуçланса каймасть! Тĕрĕс ĕнтĕ, ялти çамрăксенчен хăш-пĕрисем пурнăç çине, çемье çине, юрату çине кăшт çăмăлраххăн пăхни те сисĕнет. Ялан план çинчен, тыр-пул çинчен, аш-какай, сĕт-çу çинчен шухăшланипе, вĕсене нумайрах тăвасшăн çуннипе тепĕр чухне ун пек-кун пек çуталсах тăман ыйтусем çинчен манни те пулкалать. Ара, пĕр-пĕр Мирун е Сантăр арăмĕнчен уйрăлнăшăн халиччен колхоз председателĕпе партком секретарьне никам та «мунча кĕртсе», «вĕлтренпе çапса» курман-ха. Анчах çав «мунча» тени кăш-каш кирлех те пулмалла. Малта пыракан бригада е колхоз ятне илес тесен колхозниксен çемйине те çирĕплетсе, вăйлатса, паттăрлатса пымалла. Тĕлĕнмелле! Ку таранччен туйран, менелник ĕçки-çикинчен мĕншĕн пăрăнса çӳренĕ-ха Алексеев? Анчах туйра çамрăксене ăшă сăмах калани, вĕсене саламлани, вĕсемпе пĕрле савăнни мĕн тери ырă та пархатарлă! Çав ăшă сăмах ĕмĕрлĕхех асра юлать.
Телефон юписем пĕрин хыççăн тепри тăра-тăра юлаççĕ. Вĕсем патĕнчен иртсе кайнă чухне юпа у-у! тесе улани пĕр самантлăха кăна илтĕнет. Вара каллех шăп. Партком секретарĕ Улаттие çурăмĕнчен çапрĕ.
— Мĕнле, пурăнатпăр-и пурнăçа?
— Тĕнче пĕтмест! — çирĕппĕн каласа хучĕ Улатти.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...