Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXXI сыпăк


Улатти ывăлĕсем, Ванюкпа Петĕр, тахçанах йăнкăртатаççĕ. «Атте, физкультура шăлаварĕ илсе пар-ха», «Атте, физкультура шăлаварĕ пулмасан урока кĕртмеççĕ», — теççĕ. Ĕнер ĕçрен килнĕ чухне, çула май, Улатти пĕчĕк мăкшăсен çăварĕ хупăнтăр тесе лавккана кĕчĕ, çав шăлавара туянма шутларĕ. Анчах шăлаварсене сутса пĕтернĕ иккен. Улатти вара хура сатин туянчĕ. Шăлаварĕсене çав каçах Татюк çĕлесе пачĕ. Ирхине ашшĕ ачисене шăлаварсене тăхăнтартса пăхрĕ. Йĕркеллех.

— Ну, аван-и? — ыйтрĕ вăл Ванюкран.

— Аван пуль, — уткаласа кăтартрĕ ачи.

— Нуккă, физкультура тунă чухнехи пек, урусене çĕклесе пăх-ха. Вăт, вăт, пултаратăн. Сана физкультурăпа мĕн лартса панă?

— Мана-и? Халĕ ним те лартман-ха. Шăлаварсăр лартмасть вăл.

— Санăн, Петĕр, мĕнлерех тата?

— Мана «тăваттă» лартрĕ. «Пиллĕк» те лартатчĕ пуль те, школьнăй формăпа пулнăран чакарчĕ. Эпĕ «пиллĕк» илетĕпех... — мăн кăмăллăн каларĕ Петĕр.

— Эй, мухтанчăк! Эс çеç илетĕн пуль «пиллĕк»? Мана та лартса парать ак. Дневника кăтартса кăчăк тăвăп ун чухне! — унран юласшăн пулмарĕ Ванюк.

— Тен, лартса памасан?

— Тен, парсан?

— Тен, памасан?

— Тен, парсан?

Ванюкпа Петĕр кĕçех пĕр-пĕрне тĕккелесе илме пуçлатчĕç, ашшĕ пӳрнипе юнаса ĕлкĕрчĕ. Çав пӳрнене курсан иккĕшĕ те шăпăрт пулчĕç. Вара вырăнĕсене типтерлерĕç те çăвăнма утрĕç. Петĕр, пĕр аллине курка тытнăскер, питне тепĕр аллипе, кушак пекех, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сăтăрчĕ. Хăрах ывçине шыв кăшт та лекмест, малтанах тăкăнса пĕтет.

Улатти хăйĕн парка та çирĕп ӳсекен ачисем çине тинкерсе пăхрĕ. Кăмăллă, ырă вĕсем. Çапах та амăшсĕр ӳсни кăштах сисĕнет çав. Мĕн пытармалли пур, вĕсем кирлĕ-кирлĕ маршăнах тавлашса кайма хатĕр. Пĕркун ав Витюк веçех каласа пачĕ. «Атте, атте, — терĕ вăл чупса пырса. — Паян Ванюкпа Петĕр питĕ хытă тӳпелешрĕç. Иккĕшĕ те йĕчĕç. Эпĕ те хăрарăм». Улатти ун чухне ачисене чылаях ятланăччĕ, хытарнăччĕ. Унтанпа пĕр кана сас-хура ним те çукчĕ-ха. Паян тем пулчĕ вĕсене, ашшĕ умĕнчех хирĕçме пăхрĕç. Улатти пăтă çинчи çу куçне пысăклатрĕ:

— Çийĕр, çийĕр. Çиекен путек вилмен тет, — хистерĕ вăл ачисене.

— Эсĕ ху ма çиместĕн, атте? — ыйтрĕ Ванюк.

— Темшĕн ирхине апат анмасть манăн.

— Ма анмасть вара?

— Ахалех.

— Ахаль мар-çке. Кала, атте.

— Эсир хирĕçнĕшĕн, — хăй сисмесĕр тенĕ пекех каласа хучĕ Улатти.

— Апла пулсан эпир тек нихçан та хирĕçместпĕр, — терĕ Ванюк.

— Пĕрре те, пĕрре те тавлашмастпăр, — хушса хучĕ Петĕр.

— Атте, атте, тетĕп, эпĕ ӳссен, пĕлетĕн-и, кам пулас тетĕп? Эпĕ салтак мар, космонавт пулатăп, — пĕлтерчĕ Ванюк.

— Эпĕ те, — унран юласшăн пулмарĕ Петĕр.

— Эпĕ те, — хуллен каларĕ Витюк.

— Юрать-юрать, — савăнчĕ Улатти. — Çийĕр-ха лайăхрах. Апат çинĕ чухне калаçмаççĕ ăна.

Пĕр самантлăха пурте шăп пулчĕç. Картишĕнче качака макăрни илтĕнчĕ. Вăл малтан алкум вĕçĕнче, ун хыççăн чӳрече умне пырса хыттăн макăрма тапратрĕ. Ун сассине илтсе кăмака айĕнчен шап-шурă икĕ путек сиксе тухрĕç те иккĕшĕ те пĕр харăс мекеклетме пуçларĕç. Хăлхана çурас пек янăратаççĕ. Улатти тӳссе лараймарĕ, урине тăрăс! тапрĕ. Пĕчĕк путексем каллех тĕпĕрт-тĕпĕрт туса кăмака айне кĕрсе çухалчĕç. Эльба салтакĕн ĕçе кайиччен качака та сумалла-ха, путекĕсене те тăрантармалла. Килте хĕрарăм çукки пур çĕрте те, пур çĕрте те сисĕнет.

Ачасем каллех шăкăлтатса кайрĕç.

— Эпĕ Марс çине чи малтан çитетĕп, — тутине чаплаттарчĕ Ванюк.

— Эпĕ Венера çине! — терĕ Петĕр.

— Эпĕ... Эпĕ аякка мар, Нар сăрчĕ çине кăна, — каларĕ пĕчĕк Витюк.

— Эпĕ Марс çинче качакасем ĕрчететĕп.

— Эпĕ Венера çинче лашасем усратăп.

— Эпĕ... Эпĕ Нар сăрчĕ çинче — мулкачсем.

— Эпĕ Андриян Николаев пек Индие те каятăп.

— Эпĕ... Эпĕ Андриян Николаев пек космонавт хĕре качча илетĕп...

Ванюк çапла каланине илтсен Улатти ахăлтатсах кулса ячĕ.

— Ну, сирĕнпе! Тем те пуплетĕр пуль эсир. Вăт, Эльба! Одер! Висла!

— Эпĕ... Эпĕ... — хăй калаймасăр юлнăшăн пăшăрханчĕ Витюк. — Анне пулсан тем те тăваттăмччĕ... Анне çук çав...

Улатти сасартăк кулма чарăнчĕ. Кашăкне хучĕ те кăмака умнелле утрĕ. Вара качака сума тухрĕ. Ачисем те апат çисе тăранчĕç. Икĕ ачи шкула кайма васкарĕ.

Нумаях та вăхăт иртмерĕ — Улатти Витюка кӳршĕ çыннисем патне леçсе хăй тракторĕ патне кайрĕ.

Март уйăхĕ. Йывăç турачĕсем хура сăнлăн, уйрăммăнах уççăн курăнса тăраççĕ. Акă çул хĕрринчи хурăнăн мĕн чухлĕ вĕтĕ-вĕтĕ турат... Вĕçнех, чи вĕçнех çитсен çинçе пралук пек, хĕлĕх пек курăнаççĕ вĕсем. Çулла та, кĕркунне те, шартлама хĕлле те çав йывăçăн турачĕсем çапла йышлине курмастăн. Мĕнпурĕ те март уйăхĕнче курăнать вăл, март уйăхĕнче... Çутă кăвак тӳпе айĕнче, çутă кăвак тӳпе çумĕнче. Кулач пичĕ пек хытнă юр куллен çĕкленекен хĕвел çутипе йăлтăртатнă чухне. Улатти йывăçсем март уйăхĕнче кăтра турачĕсене кăнт çĕклесе ларнине сăнама, пăхма килĕштерет. Çав кăтра туратсем çийĕн çивĕч çил юхса иртсен сан умăнта тем çӳллĕш хăмăр хум выляса тăнă евĕр туйăнса каять.

Улатти хурăнсем, йăмрасем, тирексем çине пăхса пынă май хăй пурнăçĕ, савăнăçĕ, хуйхи-суйхи çинчен шухăшларĕ. Эх, йывăçсем! Эх, хĕвел, уçă çил, шурă юр! Сирĕн çине кам кăна тинкермен пуль. Кам кăна сирĕн çине пăхса чун-чĕрине йăпатман пуль. Кам кăна сирĕнпе пăшăлтатса калаçман пуль. Эсир çыннăн ытарайми тусĕ, юлташĕ. Эсир çын юратнă чухне ун юратăвне мухтатăр, çын савăннă чухне унпа пĕрле савăнатăр, çын хурланнă чухне унпа пĕрле хурланатăр. Эсир çынна, вăл пурăннă чухне, ĕмĕр илемĕ çинчен юрласа вăй паратăр. Эсир çынна, вăл вилсен, унăн тăпри умĕнче пăшăлтататăр, хĕрхенсе йĕретĕр.

Улатти шухăшлать, шухăшлать. Унăн паян пурин çинчен те, пурин çинчен те шухăшлас килет.

— Аха, хăех килет, — илтĕнчĕ Улаттие диспетчер сасси.

— Çитрĕм! — çирĕппĕн каларĕ Эльба салтакĕ. — Мĕнле приказ?

— Приказ çапла: станцăна минераллă удобрени тиеме тапса сикес пулать. Халех чĕрт тракторна. Живо-два!

— Есть, диспетчер юлташ! — Улатти тракторĕ патне чупнă пекех кайрĕ.

Нумай та вăхăт иртмерĕ — сарай умĕнче двигатель кĕрлени илтĕнчĕ. Вăл сасса илтсен пӳрт çумĕнче хĕвел ăшшинче табак туртса ларакан çынсем ура çине тăчĕç, туртса пĕтереймен табак тĕпĕсене сура-сура пăрахрĕç. Кусем, хăшĕ-пĕри, минераллă удобрение трактор çуни çине тиеме каякансем иккен. Хăшĕ-пĕри — станцăна харпăр хăй ĕçĕпе çитсе килме тухнисем. Вĕсем хушшинче Сентре Униçĕмĕ те пур. Вăл сăран пиншакпа, сăран карттуспа. Карттусĕ айĕнчен вăрăм сарă çӳç пайăрки усăнса тăрать. Униçĕм хăйĕн малти катăк шăлне ларттарнă иккен. Кулнă чухне халь çăварне пĕр хăрамасăрах уçать. Çак каччă, темле, кĕтмен çĕртен патварланнă. Унăн сасси те хулăнланнă. Униçĕм халь пысăк чан ăшĕнчи пек пум-пум-пум! тутарса калаçать. Халĕ ăна иртнĕ çулсенчи пек кăтăклама, пырса тĕкĕнме нимĕнле хĕр упраç та хăюлăх çитерес çук. Халĕ Униçĕм хăй хĕрсене тӳрех ача купи тума пултарать.

Улатти тракторпа кĕрлеттерсе килнине курсанах Сентре Униçĕмĕ икĕ аллине те çӳлелле çĕклесе, пӳрнисене вылянтарса Эльба салтакне хирĕç чупрĕ.

— Салам уй-хир патшине! Тĕнче пуçлăхне! — кăшкăрчĕ вăл.

— Салам! — кăшкăрчĕ Улатти те. — Ну, мĕнле эс, килмеллипех килтĕн-и? Ямаллипех ячĕç-и?

— Мĕскер тетĕн? Хытăрах кала!

— Килмеллех килтĕн-и тетĕп.

— Татăлсах. Права кĕсьере, хам тĕнчере!

Улатти тракторне чарчĕ те ун хыçне пысăк çуна кăкарма анчĕ.

— Аллуна пар, Улатти пичче. Сана курмасăр вилеттĕм вĕт. Сансăр кичем. Хамăр планета çинче темскер çитмен пек, кĕсьерен темскер питĕ хаклă япала тухса ӳкнĕ пек туйăнать.

— Эпĕ те сансăр тунсăхларăм. Эльба! Висла! Одер!

— Ну, малашне иксĕмĕр ăмăртса ĕçлеме тытăнăпăр... Мĕн çутă малашлăха çитичченех! Ун хапхи патне хамăр тракторсемпе çĕмĕрттерсе çитсе ша-ан! тутаричченех!

— Вăт, тĕрĕс калатăн. Пăхатăп та сан çине хам тăван çине пăхнă пек савăнатăп. Кил, шеремет ачи, чуптуса илер пĕрех хут. Эльба! — Улатти Униçĕме хăйĕн хулăн та шăнăрлă çирĕп аллипе пĕтĕм вăйпа ыталаса илчĕ, çӳлелле çĕклерĕ. Пĕр хутчен, икĕ хутчен, виçĕ хутчен çĕклерĕ. Униçĕмĕн сăран карттусĕ çул çине ӳксе пăлтăр-палтăр кусса кайрĕ, сарă çӳçĕ арпашăнчĕ, куçĕ çине анчĕ. Юлашкинчен Улатти хăйĕн шăртлă янахĕпе, пичĕпе хыттăн пăчăртанчĕ те Униçĕме ик-виçĕ хут чуптурĕ.

— Ай-ай, сухалу чикет! Яр! — кăшкăрчĕ, тапкаланчĕ Униçĕм.

— Аптрамасть. Вилместĕн! — аллинчен вĕçертрĕ ăна Улатти.

Çакна пăхса, курса тăракан çынсем ахăлтатрĕç, çухрашрĕç, алă çупрĕç.

— Вăт икĕ тус тĕл пулчĕ.

— Вăт пысăк Эльбăпа пĕчĕк Эльба!

— Паян пĕлĕт курăнмиччен ĕçмелле сирĕн!

— Чисти курăнми пуличчен мар, така тирĕ тĕслĕ курăнма пуçличчен ĕçсен те çитет...

— Эпĕ хам ĕмĕрте ĕçмеллине тахçанах ĕçсе татнă! Халĕ таса çăл шывĕсĕр пуçне ним те ĕçместĕп, — паттăррăн «çатлаттарчĕ» Улатти.

Пĕр самантранах трактор çунине кăкарчĕç, майлаштарчĕç, ун хыççăн станцăналла тапранса кайрĕç.

— Хăюллăнрах чуптар, Улатти! Пысăк хими! Минерал! — терĕ Униçĕм çуна çине хăпарса ларса.

Пысăк хими! Çакăн çинчен халĕ кашни колхозник, кашни çĕр çынни калаçать, сӳтсе явать, ыйтса пĕлет. Çакăн çинчен халь пурин те тĕплĕрех ăнланас килет. Сентре Униçĕмĕ ун çинчен механизаци училищинче чылай тĕшмĕртсе килнĕ пулас. Çуна çинчи çынсем çавăнпах ĕнтĕ чи малтан хими çинчен, çав япала халĕ яла та уй хапхине яри уçсах пырса кĕни çинчен, малашне Н20-па С04 тенине кăна мар, ун пек нумай-нумай формулăсене пуçра тытма кирли çинчен сăмахларĕç. Чи кайран вара никам çинчен те мар, сăран пиншаклă, сăран карттуслă Сентре Униçĕмĕ çинчен сӳтсе явма тытăнчĕç.

— Ну, Униçĕм, улталарăн эс пире. Чике тăршшĕ лартрăн, — терĕ колхозниксенчен пĕри.

— Ма? Мĕншĕн? — хăранă пекех ыйтрĕ Униçĕм.

— Ара, майра хĕрне качча илсе килеп теттĕн те. Халĕ ав пĕчченех персе çитрĕн...

Çак сăмахсене илтсен ытти çынсем те шавласа кайрĕç.

— Униçĕме майра хĕрĕ юратман тет ăна. Укçине хырса юлас шутпа çеç калаçнă тет. Ну, шăхăртнă тет мур илесшĕ...

— Пĕрре Униçĕме ресторана илсе кĕнĕ тенине эп те илтнĕччĕ. Çав майра хĕрĕ ăна та, кăна та заказ парать тет. Бифштекс. Антрекот. Иванкот. Семенкот. Шницель. Штепсель. Сардельки. Муртелки. Коньяк. Краковяк. Униçĕм çăвара карса çеç ларать тет. Ĕçсе çисен, хăна пулсан хĕрĕ ресторантан вăшт анчах тухса тарнă. Униçĕмрен вара вăтăр икĕ тенкĕ тăпăлтарса юлнă.

— Ой, вăйлă уçнă!

— Пĕтернĕ иккен сана, Униçĕм.

— Пĕрре чуптуса юлтăн-и хăть хĕрне?

— Униçĕм хĕрсене ку таранччен пĕрре те чуптуса курман-çке. Улаттие çеç чуп тунă.

— Айта, пуплешĕр, пуплешĕр, — хирĕç нимĕн те каламарĕ Униçĕм.

— Кӳренетĕн-им? Чăн сăмахăн суййи çук, шур сурăхăн хиври çук теççĕ. Çав хĕр ăна тепрехинче театра илсе кайнă. Вун çичĕ мороженăй илсе çитерчĕ тет ăна Униçĕм. Хăй комеди курнă чухнех макăрса ларать тет укçи пĕтнĕшĕн.

— Çав хĕр Униçĕмĕн ялти çуртне те суттарасшăн пулнă теççĕ. Мĕн ятлăччĕ çав хĕр санăн? Аннушка ятлăччĕ-и? Перрон тăрăх уткаласа çӳренине курнăччĕ эпĕ. Аннушка тутине мăкăртса пыратчĕ...

— Эй, ун пек усăк туталлипе мĕн тумалла.

— Айта мĕн калас килнине пурне те калăр, — сăран карттусне пусарах лартрĕ Униçĕм.

Çамрăк тракторист нимĕн чухлĕ те кӳренмерĕ. Мĕншĕн кӳренес-ха? Çул çинче кулмасăр, шӳт тумасăр вăхăт иртмест. Çапах та çак çынсен сăмах-юмахĕнче кăштах тĕрĕслĕх те пур. Униçĕм училищĕне вĕренме кĕрсен малтанхи çулĕнчех пĕр Аннушка ятлă хĕрпе паллашнăччĕ. Анчах, çук, Униçĕме нимĕн чухлĕ те улталайман Аннушка. Вăл çамрăк тракториста хуларах хăварасшăн пулнă. «Ялти пурнăç пурнăç-и вăл? Кунта çичĕ сехет ĕçле те, ыттине хăвăн ирĕк — ăçта каяс килнĕ, çавăнта кай, никам та чармасть, никам та айăпламасть!» — тенĕ. Çав хĕр Униçĕме тилмĕрнĕ, йăпăлтатнă, выртса макăрнă, киле кĕртесшĕн çуннă. Хваттерĕ пысăк пулнă вĕсен: ваннăй, газ. Апла пулин те Униçĕм тăван уй-хирех туртăннă. Ăна тăван уй-хирех илĕртнĕ. Вăл тăван уй-хиртен уйрăлма пултарайман. Мĕнле калаççĕ-ха, унăн кăвапи ялтах пулнă.

Тепĕр сехетрен трактор им-çам склачĕ умне, чугун çул хĕррине, çитсе чарăнчĕ. Кунта черет те пур иккен. Çавăнпа район центрне курса çӳреме, унта-кунта кĕрсе тухма та вăхăт тупăнчĕ. Çакна пĕлсен çынсем, Мазай мучин мулкачĕсем пекех, тĕрлĕ еннелле тапса сикрĕç. Улатти хăй те магазинсем патнелле сулăнчĕ. Унăн пуçĕнче пĕр шухăш туха пĕлмест. Вăл Татюка хăй ячĕпе парне — пĕр кăмăллă кĕпе илсе парасшăн. Эльба салтакĕ пĕр магазинран тепĕр магазина кĕчĕ. Хăйне çав тери килĕшекен кĕпе çавах тупаймасть. Хăшĕн тĕсĕ кăмăла каймасть, хăшне юратмалла çĕлетмен. Раймагра Улатти çапах та хăйне кирлине тупрĕ-тупрех. Ку вăл — вĕтĕрех куçлă-куçлă, хăмăр кăвак тĕслĕ кĕпе. Çĕлессе те ăна тăп-тăп, типтерлĕ çĕленĕ. Улатти ăна пĕрре пăхсах килĕштерчĕ.

— Аранах алла лекрĕ-ха ку, — пăшăлтатрĕ Улатти, вара кĕпене хаçатпа темиçе хут чĕркесе çыхрĕ.

— Мĕн туянтăн? — ыйтрĕ унтан Униçĕм.

— Нимех те мар, — малалла утрĕ Улатти. Вăл раймагран тухрĕ те хуллен шăхăркаласа чугун çул еннелле пăрăнчĕ.

Тӳпере çаплах пĕр пĕлĕт татки те çук. Хĕвел паçăрхи пекех кăмăллăн кулать, кулать.

Хуралтăсем çумне каçхине шăнса хытнă пăр чĕлхисем çемçелсе, ирĕлсе çĕре чăнкăр-чанкăр! персе анаççĕ. Акă им-çам склачĕ çумĕнчи пăр чĕлхи Улатти çывăхнех персе анчĕ. Унăн ванчăкĕсем таçта çитичченех ывтăнчĕç. Инçех те мар ачасем выляса çӳреççĕ. Вĕсем пăр чĕлхисене штык пек тытнă та пĕр-пĕрне хăвалаççĕ, çухрашаççĕ, вăрçăлла выляççĕ. Эльба салтакĕ вĕсем çине чылайччен пăхса тăчĕ. Улатти хăй те ача чухне çавсем пек вăрçăлла вылянине аса илчĕ.

Пĕр урамран тепĕр урама шавласа чупатчĕç, пахчаран пахчана каçса таратчĕç. «Шуррисемпе хĕрлисемччĕ» ун чухне. Халĕ ав «совет салтакĕсемпе фашистсем». Иртнĕ вăрçăн мĕлки çаплах шуса çӳрет иккен. Çаплах сыхланса юлнă.

— Эх, хăçан пĕтĕ-ши çак вăрçăлла вылясси! — хăй тĕллĕн калаçрĕ Улатти. — Айта, ачасем çеç выляни нимех те мар. Тĕнчере вĕсем кăна мар, пысăккисем те, тăнлă-пуçлă çынсем те вăрçăлла выляма чарăнмаççĕ-ха. Выляççĕ, выляççĕ. Хăçан пĕтĕ-ши ку мыскара? Хăçан чăннипе тăна кĕрсе çитĕç-ши тĕнчери çынсем?..

Унччен те пулмарĕ — Улатти çывăхне каллех тепĕр пăр чĕлхи татăлса ӳкрĕ. Чанкăр-р! туса саланса кайрĕç ун çĕмрĕкĕсем. Ачасем çаплах шавларĕç, чупрĕç, «тăшмансем» çине атакăна çĕкленчĕç. Эльба салтакĕ хăйсем Орел патĕнче «тигрсене», «пантерăсене» çунтара-çунтара янине, çумри юлташĕсем пĕрин хыççăн тепри ӳкнине, пĕтĕм тавралăх çунса, силленсе, арпашăнса, арканса тăнине аса илчĕ. Умри тăшмансемсĕр пуçне нимĕн те, нимĕн те курăнмастчĕ ăна. Хĕвел те, пĕлĕт те, çуртсем те, умри уй-хир те курăнмастчĕç. Çав самантра ун çумĕнчен пурте çухалнăччĕ. Тăван çĕршыв кăна çумраччĕ, юнашарччĕ... Улатти ачасем çине татах пăхрĕ те çав тери шăппăн паçăрхи пекех:

— Выляççĕ, выляççĕ... — терĕ.

Станцăра пăравуссем кăшкăртни илтĕнет, тепловозсем калле-малле çӳреççĕ. Вакунсене шăнкăр-шанкăр тутарса аяккарах илсе каяççĕ, унтан теприсене тĕксе килеççĕ. Пур çĕрте те пурнăç шăвать, утать, хускалать, уçă сассипе калаçать.

Улатти сасартăк хăй еннеллех темле пĕр-пĕччен вакун пĕр сассăр тенĕ пекех хыттăн шуса килнине курчĕ. Мĕнле вакун ку? Чарăнать-и вăл, чарăнмасть-и? Вакун хăй составĕнчен уйрăлсан, ирĕке туйнă пекех, вирлĕрех те вирлĕрех шума тытăнчĕ. Унăн халĕ пĕчченех таçта инçете тарас, çухалас килчĕ пулас. Халĕ ăна, урса, шухăланса кайнăскере, нимĕн те, нимĕн те чарас çук. Вăл чугун çула пӳлсе хунă хăма таткине çăтăр-çатăр сирсе ывăтса юрлă лини тăрăх акăш-макăш ыткăнчĕ. Çак вăхăтра Улатти акă мĕн асăрхарĕ. Çав халиччен поезд çӳремен юрланнă лини варринче пĕр çăмламас çĕлĕклĕ, пысăк çăматăллă ача лăпчăна-лăпчăна ларса мĕн вăй çитĕшне тем кăшкăрать, аллисемпе хăлаçланать. Мăнтарăн, вăййа майăн хăй ăçта тăнине те, таврара мĕн пулса иртнине те сисмест пулас. Вакун килет, килет, çывăхрах, çывăхрах. Çынсем çухрашма пуçларĕç. Ачана часрах пăрăнма хушаççĕ. Вăл çавах нимĕн те ăнланмасть-ха. Хавассăн сиккелет. Кулать. Улатти темле хаяр вăй-халпа тӳрех ача патне вăркăнчĕ. Акă вăл ун патне çитет, çитет. Вакун та çитет, çитет. Тĕнче. Пурнăç. Хĕвел. Арçын лини варринчи пăр çине ӳкнĕ ачана ярса тытрĕ. Ана çĕклесе илчĕ те хыттăн аяккалла тĕксе ячĕ. Çак самантра... Çак самантра те тем çине такăннипе, те ури шунипе Улатти сулăнса кайрĕ. Хыттăн сулăнчĕ. Вăл ӳкес мар тесе тепĕр еннелле хирĕлчĕ. Хирĕлчĕ, çук, ĕлкĕреймерĕ. Эльба салтакĕ лини çине лаш урлă тăсăлса выртрĕ. Хаярланнă вакун çав самантрах ун урлă каçса кайрĕ.

■ Страницăсем: 1 2