Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXXI сыпăк


Çынсем пур енчен те чупса пычĕç, çĕлĕкĕсене илчĕç. Темле хĕрарăм шари çухăрса йĕрсе ячĕ.

Тĕнчере вара çав-çавах хĕвел кулчĕ, çав-çавах йывăçсем хăйсен пин-пин турачĕсемпе сенкер пĕлĕт айĕнче тӳлеккĕн ларчĕç. Вĕсем патĕнчен çав-çавах çурхи вичкĕн çил пăшăлтатса иртрĕ. Пăр чĕлхисем вăхăт-вăхăтпа çав-çавах чăнкăр-чăнкăр туса пере-пере анчĕç. Тĕнчере нимĕн те, нимĕн те улшăнмарĕ. Çак станцăри çак йывăр трагеди вĕçĕ-хĕррисĕр аслă тĕнчешĕн пулсан ытла та пĕчĕк япала кăна, пулнă хыççăнах манăçа тухакан япала кăна. Çак трагеди тĕнчешĕн пулсан — хăйăр пĕрчи вĕçсе ӳкнĕ пек çеç. Пулнă çын, кĕрешнĕ, çапăçнă, тăрăшнă — халĕ вăл çук. Тек вăл çак аслă, çутă тĕнчене нихçан та, нихçан та килеймест. Тек вăл çакăнти çынсене нихçан та, нихçан та кураймасть. Ăна нимĕн те, нимĕн те кирлĕ мар.

Улаттие Анаткаса суперфосфат миххисем çине хурса илсе кайрĕç! Хăй çуралнă яла юлашкинчен хăй тракторĕпех таврăнчĕ вăл. Улатти тракторне Сентре Униçĕмĕ тытса пычĕ. Кĕрлерĕ трактор. Кĕмсĕртетрĕ! Аслати пек хăватлăн кĕмсĕртетрĕ! Униçĕм малалла, умри çутă çул çине хăюллăн тинкерчĕ. Çав çул çурхи хĕвел çутинче йăлтăртатса, çиçсе курăнать. Çав çул Униçĕме ахаль çул пек кăна мар, пурнăç çулĕ пек, чăн-чăн хĕрӳ пурнăç çулĕ пек туйăнчĕ. Ун çинче ав малтан Улатти тытса пынă трактор йĕрĕ те пур. Палăрмалла тарăн йĕр. Ун тăрăх Униçĕме трактора тытса пыма çăмăлрах, шанчăклăрах.

Тепĕр кунне те çанталăк уяр тăчĕ. Питĕ уяр. Хирте таçти инçетри, питĕ аякри те курăнать. Улаттие Тене сăрчĕ çинчи çĕнĕ масара арăмĕпе юнашар пытарчĕç. Масар çинче партком секретарĕ Алексеев сăмах каларĕ.

— Улатти чăн-чăн çын, чăн-чăн юлташ пулнă. Унăн телейĕ — ял-йыш телейĕ, çĕршыв телейĕ, тĕнче телейĕ пулнă. Унăн хуйхи-суйхи — ял-йыш хуйхи-суйхи, çĕр-шыв хуйхи-суйхи, тĕнче хуйхи-суйхи пулнă. Улатти чун-чĕри темле асап тӳссен те хытса, пирчесе, чулланса ларман. Унăн чĕри ачаш та ырăччĕ, хĕвел пек ăшăччĕ. Çав вăхăтрах Улатти тивĕçлипе хаярччĕ, шухăччĕ. Унăн кăмăлĕ тӳп-тӳрĕччĕ, çăл шывĕ пек тасаччĕ. Унта, кăвар çинчи пекех, нимĕнле çӳп-çап та çукчĕ. Улатти ял-йышшăн, Тăван çĕршывшăн кĕрешрĕ. Улатти таса юр пек таса чунпа пурăнчĕ. Таса чунпах вилчĕ. Вăл тĕнчене, çынсене юрататчĕ. Темле, ытармалла мар юрататчĕ. Шухăшлама, савăнма, хурланма пĕлетчĕ. Улатти пурнăçĕ, хăй калашле, сплошной атака! Унăн пурнăçĕ — вĕçĕ-хĕррисĕр штурм, наступлени. Эпир ăна шӳт туса, çав вăхăтрах хисеплесе Эльба салтакĕ тесе чĕнеттĕмĕр. Улатти, чăнах та Эльба хĕррине çитнĕ, тăшмансене хирĕç татти-сыпписĕр, урса кайса çапăçнă. Колхозри çитменлĕхсене пĕтерме те Улатти хаяррăн, çилленсе кĕрешрĕ. Канлĕ çывăр, хаклă юлташ, тус-тăван. Канлĕ çывăр Эльба салтакĕ. Эсĕ хӳтĕлесе, эсĕ вилĕмрен çăлса хăварнă ачасем сан ĕçне малалла илсе кайĕç, чи пысăк, чи çутă телей патне çитиччен...

Улатти вил тăпри çине çӳллĕ юман юпа лартрĕç. Ун çине пĕр сăмах кăна çырнă, пысăк сас паллисемпе çырнă. Юпа çинче пĕр сулмаклă, манми сăмах: «Улатти».

Владимир Петрович кĕтмен çĕртен вилни ялти çынсемшĕн пуриншĕн те йывăр, сисĕнмелле çухату пулчĕ. Ялта темскер çитмен пек, кичемленнĕ пек туйăнчĕ. Çак йывăр инкек хыççăн Татюк сахалтарах калаçма пуçларĕ, унăн сăнĕ сисĕнмеллех туртăнчĕ. Çапла пулин те Татюк пĕр куççулĕ те кăтартмарĕ. Улатти вилнине илтсен малтан та, çăва çинче те хăйне çирĕп тытрĕ. Кайран Сентре Униçĕмĕпе калаçнă чухне çĕнĕ хыпар пĕлни Татюка чăтма çук хыттăн пырса çапрĕ. Улатти кĕсйинче, вилнĕ чухне, куçлă-куçлă хитре кĕпе пулнă иккен.

— Эй, мăнтарăн çынни... — хăй тĕллĕн калаçрĕ Татюк.

Сарăмсăр вилнĕ Улатти тăлăх ачисене бригада çыннисем хăйсем пăхса ӳстерме пулчĕç. Çак хыпар Татюка савăнтарчĕ. Çапах та çепĕç чун-чĕреллĕ Татюк кунпах килĕшсе лармарĕ. Вăл Улатти ачисем патне, вĕсен килне пурăнма куçрĕ. Унăн çав ачасене ашшĕ пекех харсăр та паттăр туса çитĕнтерес килчĕ. Çакна тума Татюка пĕр хăй çеç пултарассăн туйăнчĕ. Унсăрăн, ăçтан пĕлен, вĕсем патне каллех Хреççи иленĕ. Ачасене ун аллине парса пăсма юрамасть, юрамасть.

Тĕнчере çаплах кун иртет те çĕр иртет. Тĕнчере çаплах хĕвел тухать те хĕвел анать. Тĕнчере çаплах пурнăç вĕрет, хăватлăн, мухтавлăн сывлать.

■ Страницăсем: 1 2