Çĕрĕ


«Хама-хам эп çĕрĕ пек туяттăм...»


Мĕншĕн çук-ши ман асамлă çĕрĕ?

Денис Гордеев сăввинчен

 

Хама-хам эп çĕрĕ пек туяттăм —

Аллунти пĕр пĕчĕк çĕрĕ пек.

Çуттăм пурччĕ, пурччĕ сумлă ятăм,

Çĕрĕ çĕтрĕ — тупăнчĕ инкек.

 

Манран çутă халĕ каçхи уйăх,

Ир шевлийĕ темтĕр çутăрах.

Эпĕ саншăн ĕнтĕ тĕксĕм тутăх,

Кирлĕ мар та кивĕ пĕр хăрах.

 

Кирлеми мĕн тутăр çухалмасăр?

Кам упратăр киввине вăрах?

Çĕрĕ çукшăн пӳрнĕре ан касăр —

Таçти мар, çумри вĕт хаклăрах!

Кĕмĕл çĕрĕ


Савни панă кĕмĕл çĕрĕ

Çук ман шĕвĕр пӳрнере.

Тутăхмарĕ, кивелмерĕ,

Выртать çĕнĕ çӳпçере.

 

Савни пачĕ — парне пачĕ

Улăх урлă утнă чух.

Ытарма çук капăр каччă.

Анчах халĕ ялта çук.

 

Кĕмĕл çĕрĕ çӳпçере.

Каччă вăрçă хирĕнче.

Пиçмоносец килсе тăтăр,

Тăтăшах çыру хăвартăр.

 

Эпĕ хам ăна каларăм:

Çапăç, чунăм, паттăрла!

Çирĕп сывлăх халалларăм.

Хушрăм хăвăрт таврăнма.

 

Тăшмансенĕн пĕтмелле!

Кĕçех каччă килмелле!

Унчух манăн кĕмĕл çĕрĕ

Пур чухне те алра çӳрĕ!