Кӳкеç


Автобуспа


Автобусĕ пĕр хашкарĕ,

Пĕр вĕçтерчĕ çивĕччĕ.

Сывă пулах, Шупашкарĕ,

Эпир тепре киличчен!

 

Сывă пулăр, çыннисем,

Пăхса тăрса юлăрах.

Паян сиктĕр çĕнĕ çемĕ

Ман хаваслă юрăра.

 

Хула юлчĕ хыçала,

Сăрт хыçне пытанчĕ.

— Ларса куртăм, кăçалах,

Ларасса шанманччĕ... —

 

Кулать, сухалне сирсе,

Ман çумри мучийĕ.

Умра — вĕçсĕр уй-хирсен

Ылтăнланнă çийĕ.

 

Умра — вĕçсĕр çут инçет,

Инçете куç шăвăнчĕ.

Çут хĕвелĕн çуттинче

Тĕлĕрет çĕршывăмçăм.

 

Тĕлĕрмест вăл, ешерет,

Чечекре çĕршывăм ман!

Хаваспа тулать чĕре,

Пăхса пырса ывăнмăн.

 

Ыраш хумĕ уй урлах

Кусать, ăçта çитет-ши?

Мĕн чул жнейка та çурла

Ĕççине кĕтет-ши?

 

Çип пек тӳрĕ çулпала

Вĕçтеретпĕр çиллĕ.

Уяр тăрă çу — лĕпех,

Çут хĕвелĕ çӳллĕ.

 

Ак, вăрманĕ. Ак, Кӳкеç...

Апашран иртетпĕр-и, —

Хыçра урасем ӳкеç,

Лашине хĕртет пĕри.

Малалла

Полина


Куçусем — тӳпери çăлтăрсем,

Йăл куллу чĕрене илĕртет.

Ах, Полина, Полина — чечек.

Эс каятăн иккен инçете.

 

Пушанса юлать аслă Кӳкеç.

Тунсăхлать эс çуренĕ урам.

Ах, Полина, Полина — чĕкеç,

Кайиччен эп сана мĕн калам?

 

Юрруна асăнмалăх хăвар,

Шăрантарччăр хĕрсем таврана.

Ах, Полина, Полина, каçар,

Ăсатма тухаймастăп сана.

 

Ĕмĕтӳ çитсе пытăр ялан.

Пул телейлĕ — ак манăн пехил!

Ах, Полина, Полина, ан ман:

Хушăран Кӳкеçе аса ил.