Ункă


Ӳкерчĕк


Ункă шывĕ тăрă-тăрă,

Тутлăн, шăппăн тĕлĕрет.

Шыв çинче илемлĕ, йăрă

Пĕр чĕкеç вĕçсе çӳрет.

 

Илеме туйса хăюллăн

Кайăк чăпăрт чуп тăвать.

Тĕлĕкре ачашшăн кулнăн

Юхăм пичĕ пăч путать.

«Алла тытаттăм картă...»


Муззафар бей шофера

 

Алла тытаттăм картă,

Ишеттĕм караппа:

Покшаш та Ункă, Атăл,

Босфор та Гибралтар!

 

Босфор та Дарданеллă,

Таçта — пач кунта мар! —

Лăпкă Дона манерлă

Юхатчĕ Амаксар.

 

Ачалăхра халлантăм,

Çӳрерĕм сахал мар.

Покшаш çинчен эп антăм,

Салам! Румель хисар!

 

1997, çу, 25.

Румель хуралĕн çул хĕрринчи туппи çинче.

 

1997, çу, 24.

«Кăвак хир урлă карăнайрĕ...»


Тимĕрçĕ Кермăнне

 

Кăвак хир урлă карăнайрĕ

Туйри пек пĕкĕ-асамат,

Хĕвел шăнкрав пек çакăнайрĕ

Çав пĕкĕрен. Унтан самант —

Вăл каçăхса кайса янрарĕ,

Вĕркешрĕ вĕршĕн те хăлат,

Пукшаш та Ункă ирĕк кайрĕç

Çарансене парса хăват.

Пирĕн сыппа та сиплĕх çитрĕ,

Вăй кĕчĕ ывăннă чуна.

 

1958, çĕртме, 14.

Казак улăхĕ.