Аталану


Куç умĕнчех Тăван çĕршыв тĕрекĕ...


Куç умĕнчех Тăван çĕршыв тĕрекĕ

ӳссе пыни — йăлт килнĕ хамăртан.

Çак çĕнелӳ пĕлтерĕшне пĕрре те

манассăм çук: вăл тухмĕ асăмран.

Эпир те халь çеç ешĕлччĕ калча пек:

хăçан-ши пучахлантăмăр? Кунта

пуçа ватса, ма шухăшлас-ха япăх?

Çĕн пурнăç калчисем сан аллунта.

Аталану саккунĕ — ак ăçта вăл

тĕп вăрттăнлăх: хăйне пăхăнтарса

çынна, çĕре улăштарма ăста вăл:

лăпланмĕ чарăну палли лартса.

Пăхăнмасан, хăвна та чĕрĕллех

пытарăн эсĕ ун саккунĕпех.

Мала утма, çĕн ӳсĕмсем тума...


Мала утма, çĕн ӳсĕмсем тума

хистет пире аталану саккунĕ.

Тăван çĕршывăн сар хĕвеллĕ кунĕ

хушать янравлă йĕркесем тупма.

Тупайăп-и? Иккĕленмесĕр калăп:

тупатăпах. Çунатлă шухăшсен

ытамĕнчен сире паратăп алă:

эй, тытăр! Тен, ĕненмĕç-и хăшсем?

Ман ĕненӳ çуралнă нишлĕ сассăр,

Çук, сиктермен ăна эп утьăкка.

Çиçсе выртман çул-йĕрĕм яп-яка —

çухатусем те тӳснĕ пуç усмасăр.

Ан тив, хам утăм сассине, туссем,

кашни йĕрке пусăмĕнче илтем.