Вĕрене


Асран тухми кĕрхи вĕренесем!


Асран тухми кĕрхи вĕренесем!

Вĕçсе ӳкет сар çулçă вăштăр-вăштăр.

Каçпулттипе тӳпе кĕренленсен,

кунта такам çӳрет пек чăштăр-чăштăр.

 

Никам та мар вăл, çил ачи анчах

вĕренесен сар чатăрне сиресшĕн.

Кумса çӳрет кунта ăшталансах:

тен, манăн шухăш сассине илтесшĕн?

 

Тен, эпĕ хам çуралнă кил-çуртра?

Çуталчĕ тейĕн вăрттăн витĕр çутă.

Çунать пек курăнман пин-пин çурта —

пуçри сăвва чĕнет алри шур хутăм.

 

Тӳлек те çутă вĕренелĕхре

Хуплу пек хулăн романсем те вулăн!

Каçхи тĕтре çеç хĕрлĕ кӳлĕре

çӳрет упаленсе темччен салхуллăн.

 

Пит хăтлă çурт пек туйăнать умри

Тӳлек те ăшă, сарă вĕренелĕх.

Сукмак çинче те кĕркунне тупри —

кавирпеле палас выртать пек меллĕ.

 

Пуçа устарчĕ тунсăхлă сăмах:

кăштах лăплан-ха, çил ачи, ан ашкăн!

Кунта чĕнсе килсемччĕ тусăма

паласпала кавир çинче утмашкăн.

«Шурă хурăн çăвать кăтрине...»


Шурă хурăн çăвать кăтрине,

Сывлăмпа çăвăнать вĕрене.

 

Шăпчăк юрăç юрлать юррине,

Çут хĕвел хăпарать тӳпене.

 

Тӳпере чечек пек пĕлĕтсем,

Ман умра куç тулли чăн илем.

 

Çĕклет ман кăмăла çак илем,

Çуратать савăк юрă чĕрем.

 

Мĕн тери Чăваш çĕрĕ хитре,

Çак илем пурăнать чĕрере.

 

01.05.2007

«Кашни каçах тухатăп та куратăп...»


Кашни каçах тухатăп та куратăп

Пĕччен ларан çап-çапрăк хурăна.

Куçне шăлса макăрнине туятăп,

Чунтан-вартан шеллетĕп эп ăна.

 

Çуркуннепе кăна унта ӳсетчĕ,

Пĕр вĕрене хавассăн кашласа.

Шур хурăна савса алне çупатчĕ,

Кашни ирех савса-саламласа.

 

Усал çилсем таçтан килсе вĕрсессĕн,

Хăй пĕвĕпе хӳтлетчĕ вĕрене.

Йывăрлăхра пĕри пуçне пĕксессĕн,

Тепри ăна паратчĕ хăй вăйне.

 

Анчах çулла инкек килсе, ав, тухрĕ,

Такам кăкларĕ çак вĕренене.

Çавăнтанпах пĕччен ларать çав хурăн,

Çавăнтанпах тăкать вăл куççульне.