Илем


Илем çинчен


Чăвашсемшĕн сарă тĕс илемлĕ,

Вырăссемшĕн хĕрлĕ тĕс хитре.

Теприсем хура тĕспе киленнĕ...

Кам мĕне савать вĕт тĕнчере!

 

«Сарă» кун — илемлĕ пулнăран,

Хура тинĕс те илемлĕ тинĕс.

Вăл илемлĕ пулнăран — «хура».

Тĕнчере пурнать те çĕр, те пин тĕс!

 

Тĕрлĕ енлĕхре тĕнче çĕнелĕ.

Тĕрлĕ çыншăн тĕрлĕ тĕс хитре.

Тĕрлĕ тĕслĕрен тĕнче илемлĕ.

Тĕсĕ тĕрлĕ те — илем пĕрре.

«Шурă хурăн çăвать кăтрине...»


Шурă хурăн çăвать кăтрине,

Сывлăмпа çăвăнать вĕрене.

 

Шăпчăк юрăç юрлать юррине,

Çут хĕвел хăпарать тӳпене.

 

Тӳпере чечек пек пĕлĕтсем,

Ман умра куç тулли чăн илем.

 

Çĕклет ман кăмăла çак илем,

Çуратать савăк юрă чĕрем.

 

Мĕн тери Чăваш çĕрĕ хитре,

Çак илем пурăнать чĕрере.

 

01.05.2007

«Çĕр çинче илем нумай...»


Çĕр çинче илем нумай...

Пĕлĕтре вĕçме çук май.

Вĕçĕттĕмччĕ эп пĕрмай,

Ах, анчах, çитмест ман шай.

 

Пĕлĕтре, теç, пур çăтмах...

Маншăн вăл пустуй сăмах.

Ĕненекен çын — ухмах,

Ĕненменни — эп, хамах.

 

Çĕр çинче вăл, ыр кĕтес,

Ыр çĕре ыртан çитес.

Пурнăçа пир пек тĕртес,

Мĕншĕн ăл усса пĕтес?

 

Пурăннă чух çеç илем, —

Тесе калать ват килем, —

Пурăнатăп, çук чирлем,

Тăтăр аякра — вилем.

 

Вулакан, пуçна ан тай,

Пурнăçшăн кĕреш хăв май.

Телей парĕ сана пай,

Илем кӳрĕ чыс... сăпай...

 

Раштав, 2000.