Кĕпе


Сар кĕпе


Сар кĕпе анне çĕлерĕ:

Аркăллă, пиçиххипе.

«Сан çинче ятуллă», — терĕ,

Саврĕ ăшă куллипе.

 

«Сарă кайăк эсĕ, — терĕ, —

Вĕçен тейĕн уй-хирпе».

Чĕрçи çинче чĕвĕлтетрĕ

Хĕрĕм пуканийĕпе.

 

«Сарă лĕпĕш эсĕ, — терĕ, —

Чечен, йăрăс — пӳ-сипе».

Аннесемшĕн хăйсен хĕрĕ —

Ялан хитре сăнĕпе.

Чи тутлă çимĕçлĕ çеçкеçĕм


Эп Сан валли кĕпе çĕлетĕп

Тур панă чунăм çиппинчен.

Ырми-канми ăна тĕрлетĕп,

Сĕвем тухмасть чун йĕппинчен.

 

Çут тĕнчене манса ĕçлетĕп —

Тĕлĕннипе çут тĕнчерен.

Шавлатăп, савăнап, кĕрлетĕп —

Хумсем чӳхеннĕн тĕрлĕрен.

 

Тăван чĕлхеçĕм — ман кĕпеçĕм,

Çут тĕнчере пĕрре кăна.

Чи тутлă çимĕçлĕ çеçкеçĕм

Хăват парать — тулса юна!

 

Вăл пулмасассăн — эпĕ юнсăр,

Эп — тăлăх, хуçăлнă турат.

Ĕмĕрлĕхех юлатăп чунсăр —

Шутлатăп та — чĕре сурать!

 

Вăл пур чухне — эп чĕрĕ, сывă,

Ман ятăм та хитре — чăваш!

Çавна пулах кăварлă сăвă,

Нихçан пулман эпир йăваш!

 

Мĕн ачаран çакна пĕлетĕп,

Çакна шанатăп виличчен!

Чĕлхе валли кĕпе тĕрлетĕп —

Тур панă чунăм çиппинчен!

«Сан кĕпӳ йăран çинчи...»


Сан кĕпӳ йăран çинчи

Чечекрен те кĕренрех,

Ирхи Атăл тӳпинчи

Шуçăмран та хӳхĕмрех.

 

Хаклă Тусăм! Ху вара

Вĕсенчен те хитререх.

Эсĕ манăн умăмра

Çиçекен телей пекех.