Кулă


«Сап-сар чечек çине пит тĕлĕнсе пăхса...»


Сап-сар чечек çине пит тĕлĕнсе пăхса,

Пĕр виççĕри ача кулать ахăлтатса.

 

Мĕскер вăл тупнă-ши тĕлĕнмелли унта?

Вăл кулнине курса, ăш туйăм ман чунта.

 

Ача куллипеле çак çутă тĕнчене

Куратăп Çӳл Тӳпе телей пилленине.

 

Туятăп эпĕ те хамра çут ăраскал,

Тен, пырĕ чăннипех те пурнăç халь кал-кал.

 

Кулсам татах, кулсам, ача, ахăлтатсах

Телей те ăраскал санпа çӳреччĕр яланах.

 

09.05.2007.

Йĕс шăнкăрав пек хĕр кулли


Пуйăс иленнĕ перронта —

Пĕр хĕвĕшусĕр тĕлпулу.

Ним улшăнман, йăлт вырăнта,

Калăн, пулман та уйрăлу.

 

Йăлтăртатсан та çăлтăрла

Неонĕпе витринăсем

Сăрă паян ирхи хула,

Кăмăлсăр тĕлпулакансем.

 

Ăмăр та сăрă пĕлĕтсем

Сĕртĕнчĕç çӳллĕ çуртсене.

Татăкланса çĕтĕлнĕçем

Йĕпхӳллĕн ӳкрĕç ман çине.

 

Тăрук янăрарĕ çывăхра

Йĕс шăнкăрав пек хĕр кулли,

Ак ĕнтĕ çиçрĕ чунăмра

Вăй илнĕçем хĕвел шевли.

 

Янăрасассăн хĕр кулли

Сирĕлчĕç ăмăр пĕлĕтсем.

Халь сар хулам ик куç тулли,

Кăмăллă сăнлă ентешсем.

Чун илемĕ — кулăра


Пурнăç — интереслĕ пулăм,

Тумхахсем пулсассăн та.

Ун парни, туссемĕр, — кулă,

Вăл — асамлăхпа пĕр тан.

 

Кул, этем. Кичем пулсассăн

Хурланма кăштах тăхта.

Ан сывла пĕр вĕçĕм ассăн,

Ан туслаш эс тунсăхпа.

 

Кулăрах çав çын илемĕ,

Чун пуянлăхĕ — унра.

Кам кăна унпа киленмĕ,

Ку вара — паха мулран!

 

Такăрланĕ пурнăç çулĕ,

Кĕç çемçелĕ кăмăлу.

Йăл кулсам, тен, хирĕç кулĕ

Пурнăçри ăраскалу!

Санăн ăшă куллу


Ман çине пăхса йăл култăн эс —

Самантрах çĕкленчĕ манăн кăмăл.

Сан куллу чĕремшĕн кучченеç

Пулчĕ, тейĕн, ăшă та пит çăмăл.

 

Сан çине эп пăхрăм савăнса,

Шухăшсем пăтранчĕç сапаланчăк.

Куçусем çиçни тунсăхласа

Пуçăмра çуратрĕ пысăк шанчăк.

 

Кăкăрта çуралчĕç кĕвĕсем,

Чунăмра сар кайăксем юрларĕç.

Чĕвĕлтетрĕç çепççĕн вĕсем,

Чĕрем тапрĕ саннипе пĕр харăс.

 

Куçăмсем тинкерчĕç çӳлелле,

Пăлхантарчĕ аслатин кĕрлевĕ.

Тăвăл витĕр санпалан пĕрле

Ман вĕçессĕм килчĕ кăйкăр евĕр.

 

Пар, пикеçĕм, эсĕ аллуна,

Тĕршĕн ман çума халех ачашшăн.

Тутунтан çине-çинех сана

Чуптăвасшăн эп, пăшăлтатасшăн.