Сăвă


Атте пехилĕ


Аттене, Яковлев Александр Яковлевича, асăнса 35 çулта сăвă çырма пуçăннă хĕрӳнтен

 

Çук... Итлеймерĕн сăввăма пĕртте.

Тен, эпĕ каярах юлса çуралнă?

Ĕлкĕреймерĕн... Каçарсам мана, атте...

...Тен, сăввăмсем кая юлса вăраннă?

 

Уявччĕ ун чухне: аннемĕр менелникĕ.

Салам сăмахĕсем — кашнин ыр кăмăл çук-им?

Пыраттăн ху та çитмĕл пиллĕкре, атте,

Утмашкăн сăрталла сан пурччĕ-ха хевте.

Куçпа пăхса витерлĕн пуçларăн аякран:

«Кун-çул иртет сисмесĕр. Ах, ачамсем, паян

Кĕрекере парасшăн эпĕ пил сире.

Чунри сăмахăмсем çитейччĕр ĕмĕре...»

Çапла вара кашнийĕншĕн явап эс тытрăн,

Туррăмăртан кашнин валли малашлăх ыйтрăн.

Унтан сăмах çаврийĕ çитрĕ ман тĕле —

«Илтсеччĕ-ха пĕрре, систернĕччĕ аннӳ —

Иккен, эс хушăран хайлатăн сăвă:

Парсамччĕ вуласа — ман тултăр кăмăл...»

Çав терĕш пуплесе вырнаçрăн меллĕн;

Куçса асамлăх тĕнчине — хĕлхемлĕн

Пĕр путрăн шухăша, унтан пуçна сулса,

Пĕр хăпартлантăн, кăмăллăн кулса...

Малалла

«Пухатăп сăвă шăрçине...»


Сăмах çине сăмах тиретĕп

Хам шухăшăм çиппи çине,

Ĕç пăрахсах ав ретĕн-ретĕн

Пухатăп сăвă шăрçине.

 

Чунри çанталăкăм кăра-и?

Хĕвел пăхать-и йăл кулса?

Йăлтах çĕн туйăмсем вăратĕ,

Вырнаçĕ сăвăсем пулса.

 

Мĕн-ма çыратăп-ши, калаймăп.

Саватăп ма юрра-сăвва?

Хуравлама эп пултараймăп

Нихçан та çакă ыйтăва.