Сехет


Сехет шаккани те юлать пурнăçра...


Сехет шаккани те юлать пурнăçра,

Ăшри тӳре ĕмĕт те шухăш.

Мĕскер-ши тухать-ха апла манăçа?

Сăмах-и? Шутлар-ха пĕр хушă.

 

(Аспа та чунпа тĕвĕленнĕ пулсан,

Ик чул хушшинче те ванаймĕ.)

Çук мар халлĕхе пуш сăмах салатан,

Пĕтмен-ха çак çĕрĕн айванĕ.

 

Пасар хакĕпе сутасла сăмахне

Эрешлĕн сĕреççĕ, сăрлаççĕ.

Пылпа пыллантарнă тути-çăварне —

Мухтав-халалсем салатаççĕ.

 

Пĕри е тепрн, ман пекки — айванни —

Ĕненнĕ те хунă хăп-хапăл.

Сăмах вăл — сăмах — çапсан ванманни,

Пулса юлмасассăн пуш хăвăл.

 

Сехет шаккани те юлать пурнăçа

Шуса, сăрхăнса вăхăт витĕр...

Ан юлтăр кăна пĕр сăмах манăçа:

Тĕнчешĕн тĕнче пек вăл килтĕр.

Анне сехечĕ


Туяннă-мĕн стена сехечĕ

«Ача укçи» илсен анне.

Кунне-çĕрне пĕлми ĕçлетчĕ

Васкатнăн вăхăта манне.

 

Хăй самаях сулмак пуканлă,

Тăват упа — çамки çинче.

...Халь ак, мăнтарăн, тупнă канлĕх —

Шап-шур каланккă хыçĕнче.

 

Çинçе вăчăринчен çаклатнă

Анне тем пысăкăш çăра.

Ăна вăл пулăшсах йăпатнăн

Хистенĕ ĕçлеме вăрах.

 

Ачалăха илмен-ши тетĕп

Унпа асамлăн питĕрсе?

Унта часах пырса кĕретĕп

Асилӳпе уçма пĕлсе:

 

Каллех шкула ирех васкатăп,

Çулла çӳретĕп кĕтӳре,

Темскер шыратăп та тупатăп,

Вĕçес кклет çӳл тӳпере...

 

Ак тамаша, такам юсанăн

Пуçларĕ шаккама сехет.

...Çук çав, ăш-чик вăркать те манăн

Чĕремçĕм хытăрах сикет...

«Чупаççĕ, ăмăртса васкаççĕ...»


Чупаççĕ, ăмăртса васкаççĕ

Сехетĕн шĕвĕр йĕпписем.

Канмасăр вăхăта туртаççĕ

Пушанаймасăр мĕскĕнсем.

 

Çеккунт, минут — сехет те иртрĕ,

Каç сĕмĕ анчĕ çĕр çине.

Кăвакарать çитес кун ирĕ —

Сисеймĕн талăк иртнине.

 

Кив кун — пулас кунпа çĕнелтĕр,

Çĕнтертĕр инкеке пехет.

Чуп, вăхăт, — ĕмĕр кĕскелсен те,

Тăсать-ха пурнăçа сехет.