Тус


Манăн тус


Сивĕ хĕл иртсе каять,

Ăшă çуркунне çитет.

Пĕтĕм вăрман чĕрĕлет,

Йывăç-курăк ешерет.

 

Ăшă енчен васкаса

Кураксем таврăнаççĕ.

Часрах йăва çавăрса

Чĕп кăларма васкаççĕ.

 

Çĕнĕ вĕллесем туса

Йăмра çине çакатăп.

Хамăн юрăç-туссене

Чăтăмсăррăн кĕтетĕп.

 

Кунран кунах ăшăтать,

Юр та ирĕлсе пĕтет.

Çеçпĕл чечекĕ тухать,

Чунăма савăнтарать.

 

Çут çанталăк илемпе

Эп киленсе утатăп.

Симĕс тумлă улăха

Акă тухса тăратăп.

 

Улăх тăрăх илемлĕ

Урхамах чупса килет.

Мана утлантарать те

Çӳле-çӳле вĕçтерет.

 

Çак урхамах асамлă,

Вĕçмешкĕн те пултарать.

Çĕр çине ансассăнах

Ун çуначĕ çухалать.

 

Лаша пĕрре тапсассăн

Ылтăн-кĕмĕл сирпĕнет.

Унăн пĕккийĕ çинче

Йĕс шăнкăрав янăрать.

 

Эпĕ çак урхамахпа

Питĕ çывăх туслашрăм.

Вăл ман пата килессе

Чăтăмсăррăн кĕтеттĕм.

 

Малалла

Кушак


Пурăннă тет пĕр кушак. Кушакăн пĕччен пулнипе тус тупас килнĕ тет. Акă кушак тус тупма каять. Тĕл пулать тет автана: «Автан, эсĕ ăçта каятăн?» — тет кушак. — «Тус шырама», — тет автан. Кушакпа автан туслашаççĕ. Уйăх иртсен кушак автанран ыйтать тет: «Эсĕ мĕн тума пĕлетĕн?» — тет те, автанĕ калать: «Авăтма пĕлетĕп», — тет. Автан хытă авăтса ячĕ те, кушакăн хăлхи çурăлса кайрĕ тет.

«Анне мана ачашшăн ыталатчĕ...»


Анне мана ачашшăн ыталатчĕ,

Эп ун чухне пиллĕксенчи ачаччĕ.

 

Кашни кунах эп аннепе пĕрлеччĕ,

Çу кунĕсем паянхинчен хитреччĕ.

 

Кун-çул мĕнне пĕлмен те, ăнланман та,

Туссем нумайччĕ, çукчĕ пĕр тăшман та.

 

Унтанпала çулсем килми ăсанчĕç,

Туссем сахал, тăшман вара йышланчĕ.

Туссене


Выç ларман — тата мĕн кирлĕ?

Ачасем те — куç тулли.

Пурăнмастпăр урлă-пирлĕ,

Çын çинче те — чи сумли.

 

Таччăн хупăнса ларатпăр

Пĕтерсен килти ĕçе.

Телевизорпа супатпăр, —

Ылмашать унпа веçех.

 

Пит сайра шăнкăравлатпăр,

Вăрăмланчĕ тейĕн çул...

Пĕр-пĕрне мансах пыратпăр —

Чун хытать е тимлĕх çук?

«Тусу хăвăнтан лайăхрах пултăр теççĕ...»


Тусу хăвăнтан лайăхрах пултăр теççĕ.

Çапла ĕмĕтпе тухрăм вăрăм çула.

Туссем ăçтарах пулнине пĕлеймесĕр

Çаклантăм пĕччен пит хаяр тăвăла.

 

Çӳл ту, çил çапсассăн, сăмахсăр йăпатрĕ,

Чармарĕ хысакĕ çумне тершĕнме.

Тавах чун çумми! Аслати тек хăратмĕ —

Пăрахрăм тинех эп сиксе чĕтреме.

 

Хӳтте тăратнишĕн нимех те ыйтмарĕ:

Çынна ыр туни — кивçенле пани мар.

Чăн-чăн юлташа пурнăçра суйламарăм —

Суя пулмасассăн парать пархатар.

«Мухтанчăклăх пирки шутла эс чир тесе...»


Мухтанчăклăх пирки шутла эс чир тесе,

Чăнах чирлеттерет вăл сан патна килсе.

 

Пылак эрех сыпса, пуçна кăшт минретсе,

Мухтанчăклăх чирлеттерет хăй ытамне илсе.

 

Çулу çинчи кашни çынра эс туслăх ан шыра,

Чăн-чăн тусна çухатăн çавă шыравра.

 

Ĕнер мĕн пулнине пĕччен чух аса ил,

Инçе çула кайсан, таса чунпа эс килне кил.

 

Чăн-чăн тусу кĕтет сана хăв килӳнте кăна,

Усал сăмахпала, тăван, ан кӳрентер ăна.

 

Хăв мухтанма пĕлнипеле ан курнăçлан,

Тусу ялан таса чунпа пулнипеле мухтан.

Асаплă чăтлăх


Йӳç асилӳллĕ кĕçĕр шăплăх,

Йывăрăшпе пусать... пусать...

Хĕл каçĕ — вĕç-хĕррисĕр чăтлăх,

Шеллевсĕр шухăш — хĕç-турат.

 

Пĕлетĕп лайăх: ĕçкĕм-тертĕм

Сĕм чăтлăха илсе кĕрет.

Туса сăлтавсăр кӳрентертĕм,

(Курка çеç лайăх ӳсĕре).

 

Пуç кăшт хĕрсессĕн ăсăм катăк,

Çыртма пĕлместĕп чĕлхене.

Халь çавăнпа ак тăрăнатăп

Эп çивĕч хĕç-турат çине.

 

Пăшăлтатать чун-чĕм, мăнтарăн:

«Куклен те чĕркуççи çине

Ыйт каçару, эп пуртă парăп...

Вăл кастăрах тăмсай пуçне».

 

Каçарĕ-ши кӳреннĕ тусăм

Ăсне çухатнă ухмаха?

Ах, мăраланчăк-çке пит шуçăм.

Хăçан-ши сирĕ чăтлăха?

Манăн тусăмсем


Ача садĕнчен киле

Хăвăртрах çитес килет.

Кантăкран сăна-сăна,

Туслă йыш кĕтет мана:

 

Çăмламас маттур Кампур,

Хăмăр куç, упа та пур,

Ав мулкач — Чипер хăлха,

Ват кушак — Хура чăлха.

 

Таврăнатăп та киле

Эп каç пулнă тĕлелле,

Ачашлатăп кашнине,

Ытарми тусăмсене.