Уяв


Юлашки уявçă


Пупсене, капиталистсене, кулаксене, пыршă-пакартасене, резинка пек сарăлакан хăмпусене савăнтаракан мункун çитес умĕн пирĕн ялта юлашки единоличник Эртем Ехреме икĕ пăт салатран сăра турĕ, сухан хуппи шывĕпе çăмарта хĕретрĕ.

Мункун кĕллине тăрса килнĕ хыççăн Ехрем лашине тăварчĕ те арăмне «Христос чĕрĕлнĕ» ятпа ыталаса чуптăвас шухăшпа пӳртелле васкарĕ. Анчах арăмĕ вырăнне пӳрт алăк хăлăпне çеç чуптуса илмелле пулчĕ: арăмĕ алăкне питĕрсех таçта тухса. кайнă иккен. Юрать — çăраççи ăçтине пĕлет-ха Ехрем. Уçса кĕчĕ.

Вăхăт нумаййине кура, Ехрем хырăмĕн тăпăрчă икерчи çиес килекен пулса кайнă. Анчах арăмĕ пĕçерсе хăварман.

Тип çăкăрах кавлеме тиврĕ.

Тĕпсакайĕнчен сĕтел çине пĕчĕк чăмпа сăра тухса ларчĕ. Сăра курки те тупăнса пычĕ. Пирвайхи сăра куркине, ахаль чухнехи пек, никампа чуптуса илмесĕрех ĕçме кичем пек туйăннăран, Ехрем тулли сăра куркине «Христос воскрес» тесе чуптуса илчĕ те сăрине пыр шăтăкĕ витĕр хырăмне ячĕ.

Виç-тăват курка умлă-хыçлăн тĕпленĕ хыççăн пӳрте хĕрлĕ питлĕ, çутă çӳçне кĕскен илтернĕ пионер — галстуклă ача кĕрсе тăчĕ. Унăн чакăр куçĕсем савăнăçлăи пăхаççĕ.

Малалла

Анне уявĕ


Сетел çинче çунать çеçке,

Кил-йыш питех хавас.

Аннен çуралнă кунĕ-çке, —

Мĕскер ăна сунас?

 

Сунатпăр сывлăхлă пулма,

Ĕçре ялан малта пыма.

Сунатпăр ыр телей курма,

Çут хĕвел пек, савса кулма.

Чӑваш Уявӗ


Микула çитсен — чăваш Уявĕ

Пуçланни ытарайми хитре.

Юратуллă туйăм-ĕмĕтре,

Кайăк пек вĕçни — чĕре хунавĕ.

 

Тĕрлĕрен те тĕрлĕ ташă-юрă

Ӳстермест-шим каçăн илемне?

Чечеклет Уяв чун хĕлхемне,

Савăнма пире хушать пуль Турă.

 

Ют яла çити каять шыв тăрăх

Çирĕп пӳллĕ çамрăксен сасси.

Питравччен пырать савăнасси!

Тыр-пула пухма васкатĕ шăрăх.

 

Кăсăя пек хӳхĕм пикесемшĕн

Яш чĕри çунмасть-шим вут пекех?

Халăх опери те ĕлĕкех

Илĕртӳллĕ пулнă чăвашсемшĕн.

 

Уявра çуралнă юратушăн

Кĕвĕлеççĕ шăпчăксем çĕрле.

Хĕпĕртеççĕ ял-йышпа пĕрле

Çамрăк чĕресем сăпайлă туйшăн.

 

Шуçăмччен кĕрлет Уяв сатуррăн

Анатри чăваш ялĕсенче.

Савăннă чух хитререх тĕнче!

Ах, Уяв, ан ватăл, ĕмĕр пурăн!