Журналист


Журналист поэзине кĕрет


1

Яла кĕрсессĕн, эп ăнлантăм:

Татах ак юлнă çĕрлене,

Татах йĕркеллĕ пĕр хыпар та

Хаçат валли хатĕрлеймен.

 

Татах яра куна ирттертĕм

Вĕри хир тăрăх çӳресе.

Татах ман ĕç кунне пĕтерчĕç

Шăнкрав пек саслă тăрисем.

 

Халь ак çĕрле. Кăшт лăпланасчĕ

Анчах та халь куç умĕнче

Çут çăлтăрсем хумханкалаççĕ

Çуллахи каçăн тӳпинче.

 

Статья тухмасть, тухмасть пăртак та,

Пуçланă очерк кӳлĕнмест.

Ак таврăнсан, татах редактор

Чĕнтерĕ хăйĕн пӳлĕмне...

 

2

Тăп-тăрă каç. Тӳпе таса.

Çӳретĕп эпĕ сăнаса.

Урам тулли — улма шăрши,

Туллин сывлать Тăван çĕршыв.

 

Çут çăлтăрсем — çунан ахах-çке! —

Тăраççĕ меллĕн чӳхенсе.

Чие тĕмисенчен пăхаççĕ

Чеен çеç сывлăм куçĕсем.

 

Сăртран анатăп. Чарăнатăп.

Тăрса тăнлатăп таврана:

Чĕрешĕн паллă серенада

Ял çийĕн лăпкăн ярăнать.

 

Мускав юрри юхать вĕри çеç

Садри янравлă рупортан.

Малалла