Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «О театре и о себе» кӗнекен тишкерӗвӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 07.10.2015 22:02 | 1425 хут пӑхнӑ
Культура

Кӑҫал Литература тата К.В. Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май елчӗк ҫыравҫисемпе тӗпчевҫисем сахал мар кӗнеке кӑларма май тупрӗҫ тесе пӗлтерет асӑннӑ районти тӗп вулавӑш. Пултаруллӑ сцена ӑсти Игнатий Молодов 110 ҫул тултарнӑ май А.А. Тимофеевпа Л.П. Молодова чӑваш халӑх артисчӗн Игнатий Молодовӑн вырӑсла асаилӗвӗсене «О театре и о себе» кӗнекере пичетлесе кӑларнӑ. Кӗнекен тишкерӗвне Елчӗкри культура ҫуртӗнче ирттернӗ.

«О театре и о себе» кӗнекери аса илӳсенче автор хӑй ҫинчен кӑна мар, чӑваш театрӗпе ӗҫ коллективӗ пирки уҫӑмлӑн та тӗплӗн каласа панӑ. Ҫавна май вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ академи театрӗн историйӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑрать тесе пӗтӗмлетет кун пирки вулавӑш.

СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев кӗнеке валли ум сӑмах ҫырнӑ, СССР халӑх артисткин Вера Кузьминапа Василий Митта ҫыравҫӑн асаилӗвӗсем те унта вырӑн тупнӑ.

Игнатий Молодов тӗрлӗ рольте вылянӑ самантсен сӑн ӳкерчӗкӗсене кӗртсе хӑварнӑ.

ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, кӗнекене пухса хатӗрлекен А.А. Тимофеев, СССР халӑх учителӗ П.Н. Чернов тата Игнатий Осиповичӑн пиччӗшӗн ывӑлӗ А.В. Молодов сӑмах илнӗ май кӗнекен калӑпӑшӗ пысӑках мар пулин те унӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртнӑ.

«О театре и о себе» кӗнеке тишкерӗвне 400 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Елчӗк районӗнчи шкулсенче вӗренекенсем, вӗрентекенсем, культура ӗҫченӗсем пулнӑ.

Сӑнсем (25)

#кӗнекесем, #вулавӑшсем, #Елчӗк районӗ, #хӑтлавсем, #Елчӗк

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем