Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Кӗҫтук Кольцов музейӗ ҫӗнелет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 02.11.2015 20:07 | 1738 хут пӑхнӑ
Персона Кӗҫтук Кольцов сӑвӑҫ
Кӗҫтук Кольцов сӑвӑҫ

Кӗҫтук Кольцов сӑвӑҫа, аслӑ лейтенанта асӑнса вӑл ҫуралса ӳснӗ Канаш районӗнчи Анат Сурӑмри ҫуртра 1995 ҫулта музей хута кайнӑ. Ҫакна тӑвассишӗн «Правда» ял хуҫалӑх кооперативӗн ертӳҫи Г.П. Степанов ҫине тӑни пирки вӑл ялти Константин Васильев район хаҫатне пӗлтернӗ.

Фронта кайиччен Кӗҫтук Кольцов «Сотсиалисӑмшӑн» хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ, сӑвӑсем шӑрҫаланӑ. Поэтӑ кун-ҫулӗ ҫамрӑклах Калерии ҫӗрӗнче татӑлнӑ.

«Шел те, музейӗн ӗҫлӗ кун–ҫулӗ вӑрӑма пымарӗ. Темшӗн ҫакӑн ҫине тимлӗн те яваплӑн пӑхаймарӑмӑр. Ҫулсем иртнӗҫемӗн вӑл юхӑнма, саланма пуҫларӗ», — тет музей пирки маларах асӑннӑ хастар.

Кӑҫал ҫулла Литература ҫулталӑкне халалласа паллӑ ҫыравҫӑсен ушкӑнӗ Анат Сурӑма килнӗ. Ку йышра С. Асамат, Л. Сарине сӑвӑҫсем, республикӑри Писательсен союзӗн ертӳҫи С. Павлов пулнӑ. Ку вӑхӑт тӗлне Кӑшнаруй ял тӑрӑхӗ музея кӑштах хӑтлӑх кӗртме ӗлкӗрнӗ пулнӑ-ха. «Анчах та тумалли ӗҫ нумай пулни куҫ кӗретчӗ», — аса илет вӑл вӑхӑта Константин Васильев.

Кӳкеҫри «РСБ Энергосетьстрой» ООО директорӗ А. Смирнов (вӑл хӑй те Анат Сурӑмра ҫуралса ӳснӗ) ҫине тӑнипе музей ҫумӗнчи юхӑннӑ хуралтӑсене ҫӗнетнӗ. Ентешсене ҫак ӗҫе хастар хутшӑнма хавхалантарнӑ вӑл. Паян музей тавра ҫӗнӗ парк хута кайнӑ. Ӑна ӗлӗкхине сӑнлакан карта тытса ҫавӑрнӑ.

#Кӳкеҫ, #астӑвӑм, #музейсем, #Канаш районӗ, #Анат Сурӑм

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем