Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: 43 сехет хушшинче — ҫӗнӗ кӗпер

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.11.2015 17:22 | 2008 хут пӑхнӑ
Тӗнчере

Ҫӗнӗ кӗпер тума мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ? Хӑш-чухне ҫак ӗҫе ҫулталӑкра тӑваҫҫӗ, тепӗр чухне темиҫе ҫул та иртсе каять. Ҫӗрпӳ патӗнчи М7 ҫул ҫинчи кӗпере тума мӗн вӑхӑт кирлине халь те татса параймаҫҫӗ. Суйлав умӗн уҫнӑскере тепӗр темиҫе кунтанах хупрӗҫ. Халӗ те туса ҫитереймен ӗҫсемпе тӑрмашаҫҫӗ, ҫынсем Мӑн Ҫавал урлӑ каҫас тесе хӑш-чух сехечӗпе пӑкӑра тӑраҫҫӗ.

Китайра вара нумай пулмасть ҫӗнӗ кӗпере 2 талӑк хушшинче туса лартнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем кивӗ 6 полосаллӑскерне сӳтме ӗлкӗрнӗ тата ҫӗннине вырнаҫтарса ҫулне сарма та. Ҫӗнӗ сакӑр полосаллӑ Саньюаньцяо (三元桥) кӗпере вырнаҫтарма вара китай рабочийӗсене 19 сехет ҫеҫ кирлӗ пулнӑ.

Паллах ҫак вӑхӑта ҫӗнӗ кӗпере проектлани тата кӗпер конструкцине хатӗрлени кӗмест. Вӗсене маларах тума ӗлкӗрнӗ. Кӗпер валли пурӗ 1300 тонна стройматериал кирлӗ пулнӑ. Саньюаньцяо кӗперӗ Пекинӑн виҫҫӗмӗш транспорт ункинче вырнаҫнӑ, вӑл Expressway аэропорта, Чшин Шун ҫула тата ункӑллӑ ҫула ҫыхантарать.

Тӗрлӗ ҫул-йӗре тата ҫуртсене хӑвӑрт хӑпартас тӗлӗшпе Китай унччен те палӑрнӑччӗ-ха. Тӗслӗхрен, 57 хутлӑ ҫӳлҫурта 19 кун хушшинче тунӑччӗ. Сӑмах май фирми те ҫаках. Кӗпере те ҫурта та тӑваканӗ — Broad Sustainable Building Co. фирма.

#Мӑн Ҫавал, #Ҫӗрпӳ, #Китай, #ҫул-йӗр, #тӗнчере, #кӗперсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://south-insight.com/node/217748
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем