Етӗрне районӗнчи Палтай ял халӑхӗ нумай пулмасть нимене тухрӗ. Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи шӑрӑха пӑхмасӑр ҫынсем пӗрле ӗҫе тытӑнса вырӑнти икӗ ҫӑла тасатрӗҫ.
Ҫанталӑкӗ кӑҫал питӗ шӑрӑх тӑрать, ҫумӑрӗ вара ҫумасть. Курӑк типет, саралать. Йывӑҫсем те ҫулҫӑ тӑкма пуҫларӗҫ... Пӗвесем те типсех пыраҫҫӗ, ҫавна май ял халӑхӗ ҫӑлсене те пулин тасатма шутларӗ. Иккӗшӗнче те шывӗ таса марччӗ, пурисем ҫӗрсе кайнӑччӗ.
Икӗ ушкӑна пайланса ял халӑхӗ кун хушшинче ҫӑлсене тасатрӗ. Пурисене те ҫитес вӑхӑтра туса пӗтерме шутлаҫҫӗ. Вӗсен хастарлӑхне кура ҫывӑхри ял ҫыннисен те хӑйсен ҫӑлӗсене тасатас шухӑш ҫураласса шанас килет.