Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх йӑлӑм енчи пушара тытса чарнӑ, вӑл малалла сарӑлассин хӑрушлӑх ҫук. Северный посёлок ҫыннисем (ҫав шутра Первомайскинче, Пролетарскинче пурӑнаканнисем те) хӑйсен килӗсене те таврӑна пуҫланӑ.
ИӖМ информацийӗ тӑрӑх ҫулӑм хальхи вӑхӑтра 10 гектарта алхасать. Ку вырӑн 53 тата 55 №-лӗ шурлӑ кварталсенче, Лебединое кӳлӗрен ҫӳрҫӗререх вырнаҫнӑ. Пушарпа 412 ҫын, 100 ытла техника кӗрешет. Лабораторисенчи тӗрӗслев тӑрӑх сывлӑшри углерод йӳҫекӗпе озот диоксид шайӗ юракан концентрацинчен иртмест.
«Сӑрҫум» заповедникри тата Улатӑр районӗнчи Кире вӑрман хуҫалахӗнчи пушарсене те тытса чарнӑ.
Ҫитес вӑхӑтра пушарпа кӗрешекенсен йышӗ майӗпен чакӗ. Пушарсене пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти сывлӑш та тасаласса шанмалла.