Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сӑрҫум

Республикӑра
Ҫулӑм алхаснӑ вырӑн. Ҫӑлкуҫ: pg21.ru
Ҫулӑм алхаснӑ вырӑн. Ҫӑлкуҫ: pg21.ru

Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче юсавсӑр пуйӑса пула «Сӑрҫум» заповедник ҫумӗнчи курӑк ҫунма пуҫланӑ. 12 сехет тӗлӗнче Улатӑр районӗнче чукун ҫулпа тавар тиенӗ тӗтӗм мӑкӑрӑлтаракан пуйӑс иртсе кайнӑ. Вут-хӗм сирпӗтнӗрен чукун ҫул ҫывӑхӗнчи курӑк тивсе илнӗ.

Тӑватӑ ҫухрӑм тӑршшӗнче ҫулӑма ҫичӗ вырӑнта тупса палӑртнӑ, вӗсене пӗтерме виҫӗ сехет кирлӗ пулнӑ. Юрать-ха ҫулӑм вӑрман таран ҫитеймен — ӑна сухаласа пӑрахнӑ лаптӑксем тытса чарнӑ.

Ҫулӑма алхасма касса пӑрахнӑ ҫамрӑк хунавсем те пулӑшнӑ иккен. Электриксем ҫутӑ линине вӗсенчен иртнӗ, анчах хӑйсем хыҫҫӑн тирпейлесе хӑварман — каснӑ хунавсене ҫавӑнтах пӑрахса хӑварнӑ. Типӗ курӑк ҫинчи ҫулӑма вӑй илме вӗсем питӗ аван пулнӑ.

«Сӑрҫум» заповедникри пушарпа кӗрешекенсем кӑҫал чукун ҫул ҫине ҫулӑма сӳнтерме виҫҫӗ ҫитнӗ.

«Чукун ҫул ҫинчи турттаракан хатӗрсем улшӑнаҫҫӗ. Час-часах эпир реактивлӑ самолетсем евӗр ҫула касса пыракан ҫӗнӗ локомотивсене куратпӑр, анчах, шел пулин те, хӑшпӗр чухне вут тивертекенсем пуйӑссем те иртеҫҫӗ», — пӗлтернӗ хӑйсен пӑшӑрханӑвне «Сӑрҫум» заповедникре.

Хальхи вӑхӑтра Горький чукун ҫулӗпе, тата пушар тухассинчен тимлекен органсемпе пӗрлехи ӗҫ ирттереҫҫӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/88599
 

Ҫутҫанталӑк Тӗпчев ӗҫне хутшӑннисем
Тӗпчев ӗҫне хутшӑннисем

Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗччен Улатӑр тӑрӑхӗнчи «Сӑрҫум» заповедник ӗҫченӗсемпе нимеҫӗсем (волонтерсем) шыв-шурлӑ вырӑнсене пӑхса тухнӑ, хӑнтӑр, шашкӑ, ӑтӑр тата ондатра шутне палӑртнӑ. Шутлав ӗҫӗ ӑслӑлӑх тӗпчевӗсем валли кирлӗ тесе пӗлтереҫҫӗ ӑна пуҫаракансем. Чӗрчунсен йышне палӑртас тӗллевпе ҫулсеренех ирттереҫҫӗ ӑна.

Кӑҫал «Сӑрҫум» заповедник ӗҫченӗсене Мускавран, Чулхуларан, Йошкар-Оларан, Шупашкартан ҫитнӗ нимеҫӗсем пулӑшнӑ. 3–5 ҫынран тӑракан ушкӑнсем патшалӑх инспекторӗсемпе пӗрле вӑрманти пӗчӗк юханшывсен хӗррисене куллен тӗпченӗ. Волонтерсем рейд мероприятийӗсене те хутшӑннӑ, Алтышево шкулӗнче вӗренекенсем валли ятарлӑ заняти те ирттернӗ. Ҫапла вара «Сӑрҫум» заповедникӑн Улатӑр участокӗнче хӑнтӑрсем пурӑнакан 60 вырӑна шута илнӗ. Вӗсен шучӗ пӗрешкелех тытӑнса тӑнине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/hantarsene-shutlana
 

Ҫутҫанталӑк Шырасан тупӑнать
Шырасан тупӑнать

Экологи хӑрушсӑрлӑхне хирӗҫле тӗллевпе республикӑн ҫутҫанталӑк министерстви акци ирттернӗ. Ют чӗлхерен кӗнӗ селфи сӑмах фотоавтопортрет тенине пӗлтерет.

Ҫӳп-ҫапа хирӗҫ акцие йӗркелекенсем пӗр-пӗр ҫӗрте ҫӳп-ҫап купаланса выртнине курсан ӑна ӳкерсе илсе министерствӑн электрон адресӗпе ярса пама ыйтнӑччӗ. Акци пӗр уйӑх тӑсӑлнӑ вӑхӑтра ҫынсем пурӗ 120 ытла сӑнӳкерчӗк ҫитернӗ. Фотосем саккуна пӑсса йӗркеленӗ 51 ҫӳп-ҫап вырӑнне тупса палӑртма пулӑшнӑ. Вӗсенчен ҫуррине халех пӗтернӗ ӗнтӗ. Ыттисене тавралӑха тирпейлемелли кӗрхи шӑматкунлӑх вӑхӑтӗнче пуҫтарма палӑртаҫҫӗ.

Акцие шкул ачисемпе студенстем уйрӑмах хастар хутшӑннӑ. Районсенче вара пуҫару ушкӑнӗсем те йӗркеленӗ. Вӗсем экологи тӗпчевӗсене тухса ҫӳренӗ.

Акцие хутшӑннисене пурне те «Сӑрҫум» заповедникӑн ҫутҫанталӑк музейне экскурсие илсе кайма палӑртнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ
«Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ

Виҫӗмкун Пӗтӗм тӗнчери заповедниксен тата наци паркӗсен кунӗ пулчӗ. Ӑна 1997 ҫулта Тискер ҫутҫанталӑка сыхлакан центр тата Тискер ҫутҫанталӑкӑн пӗтӗм тӗнчери фончӗ пуҫарнипе ҫирӗплетнӗ. Сӑмах май, шӑпах кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче, ку вӑл 1916 ҫулта пулнӑ, Байкал тӑрӑхӗнче пуҫласа патшалӑх заповедникне йӗркеленӗ.

Чӑваш Ен те уйрӑмах хӳтӗлемелли вырӑнсемпе пуян. Ун пеккисем 135 шутланаҫҫӗ, вӗсенчен 2-шӗ: «Сӑрҫум» ҫутҫанталӑк заповедникӗ тата «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ — федераци шайӗнчисемех. Хамӑр республика правительствин йышӑнӑвӗпе 95 вырӑна уйрӑмах сыхламалли территорисен шутне кӗртнӗ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен йышӑнӑвӗпе — 38-шне.

 

Ҫутҫанталӑк

Унта ҫитес тесен ачасен тем те туса кӑтартмалла. Тепӗр тесен, ытла темех те мар: ҫичӗ тапхӑртан тӑракан ырӑ ӗҫ. Вӗсем кашниех ҫутҫанталӑка ырӑ тӑвассипе ҫыхӑннӑскерсем пулмалла. Ансат ӗҫ шутне территорие тирпей-илем кӗртнине тата йывӑҫ лартнине кӗртме пулать. Кӑткӑсраххисен шутне — ҫутҫанталӑка упрамалли тата сыхламалли ҫинчен ыттисене те каласа кӑтартнине.

Конкурса Шӑмӑршӑ районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗпе Улатӑр районӗнчи «Сӑрҫум» заповедник пӗрле ирттереҫҫӗ. Конкурс тӗллевӗ пирки каланӑ май заповедникӑн пай пуҫлӑхӗ Александр Яковлев ҫутҫанталӑка сыхлассипе кӑҫалхи тӗллевлӗ ҫулталӑк пынӑ вӑхӑтра кӑна ҫине тӑни ҫителӗксӗр пулнине палӑртнӑ.

«Ҫутҫанталӑк патне тунӑ ҫичӗ утӑм» конкурса хутшӑнакансен ырӑ ӗҫсене ҫирӗплетекен ҫичӗ сӑнӳкерчӗк ярса памалла. Вӗсемшӗн сасӑлассине тӗнче тетелӗнче йӗркелӗҫ.

 

ҪУР
20

Шыв ҫулне уҫнӑ
 Вера Эверкки | 20.08.2013 17:49 |

«Сӑрҫум» заповедник ӗҫченӗсем Сӑр шывӗ тӑрӑх турист ҫулне уҫнӑ. Маршрут Сӑр урлӑ Явлей ялӗ ҫывӑхӗнче хывнӑ автоҫул кӗперӗ патӗнчен тытӑнса Кнеҫ ярӗ текен вырӑн патне ҫитет.

Маршрута уҫнӑ кун чарӑнса тӑмалли вырӑнсене тата ӗҫмелли шыв тӗлне палӑртнӑ. Илемлӗ вырӑнӗсем ҫав тӑрӑхра нумай-мӗн-ха, анчах ӗҫмелли шыв енчен вара хӗсӗкреххине палӑртнӑ. Маршрут тӑхӑр хутлӑ ҫӳллӗш ҫуртпа тан чӑнкӑ ҫыран патӗнче вӗҫленет. Унӑн тӑршшӗ 2 ҫухрӑма яхӑн-мӗн.

Сӑнсем (3)

 

Йӑлӑм енчи пушар. ИӖМ сӑнӗ
Йӑлӑм енчи пушар. ИӖМ сӑнӗ

Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх йӑлӑм енчи пушара тытса чарнӑ, вӑл малалла сарӑлассин хӑрушлӑх ҫук. Северный посёлок ҫыннисем (ҫав шутра Первомайскинче, Пролетарскинче пурӑнаканнисем те) хӑйсен килӗсене те таврӑна пуҫланӑ.

ИӖМ информацийӗ тӑрӑх ҫулӑм хальхи вӑхӑтра 10 гектарта алхасать. Ку вырӑн 53 тата 55 №-лӗ шурлӑ кварталсенче, Лебединое кӳлӗрен ҫӳрҫӗререх вырнаҫнӑ. Пушарпа 412 ҫын, 100 ытла техника кӗрешет. Лабораторисенчи тӗрӗслев тӑрӑх сывлӑшри углерод йӳҫекӗпе озот диоксид шайӗ юракан концентрацинчен иртмест.

«Сӑрҫум» заповедникри тата Улатӑр районӗнчи Кире вӑрман хуҫалахӗнчи пушарсене те тытса чарнӑ.

Ҫитес вӑхӑтра пушарпа кӗрешекенсен йышӗ майӗпен чакӗ. Пушарсене пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти сывлӑш та тасаласса шанмалла.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын