Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Тӗп Ваттисен канашӗ ыттисемпе тупӑшса ӗҫлесшӗн мар

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.01.2016 23:58 | 1694 хут пӑхнӑ
Республикӑра Пухура
Пухура

Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян Тӗп ваттисен канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унта темиҫе ыйту сӳтсе яврӗҫ: ваттисен канашӗн ӗҫӗ-хӗлне, йышне, положенине тата ыттине.

Уйрӑммӑн Руслан Сайфутдиновӑн, Олег Николаев депутатӑн доклачӗсене итлерӗҫ. Пухура Элтепер ҫумӗнче йӗркеленӗ Ваттисен канашӗн ӗҫне те сӳтсе яврӗҫ. Хӑшӗ-пӗрин шухӑшӗпе килӗшӳллӗн ҫак икӗ ваттисен канашӗ пӗр-пӗрне нихӑш енчен те ӗҫлеме чӑрмантармӗ. Пухӑннисен шучӗпе влаҫ тытӑмӗ тавра йӗркеленни ытларах экономика ыйтӑвӗсем тавра пуҫ ватӗ. Ҫавах та Виталий Станьял ертсе пыракан Ваттисен канаша те ҫак тӗлӗшпе ӗҫлеме никам та чарманни пирки каларӗҫ. Сахал мар сӑмах ваттисен канашне регистрацилесси пирки пулчӗ. Кун пирки вара шухӑшсем пайланчӗҫ. Пӗрисем регистрациленмеллех тесе пӗлтерчӗҫ пулсан, теприсем регистраци урлӑ тухманни ӗҫлеме нихӑш енчен те чарманни пирки каларӗҫ.

Пуху вӗҫнелле Виталий Станьял Ваттисен канашӗн ертӳҫине улӑштармалли пирки сӑмах хускатрӗ. Хӑй вырӑнне мӗнле те пулин хастар ҫынна тупас килчӗ ун, анчах пухӑннисенчен нихӑшӗ те ҫак йывӑр ҫӗлеме хӑйӗн ҫине илесшӗн пулмарӗ.

Пуху хӑйӗн ӗҫне Ваттисен канашӗн йышне ҫамрӑклатмалли пирки калаҫса татӑлса вӗҫлерӗ. Малашне ун йышӗнче шурсухалсем ҫеҫ мар, ҫамрӑксене те кӗртме шутларӗҫ.

#пухусем, #Ваттисен канашӗ, #наци вулавӑшӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем