Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Журналистсем сӗрме купӑспа та калаҫҫӗ, сӑвӑ та ҫыраҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 24.02.2016 17:08 | 1699 хут пӑхнӑ
Культура Эрбина Никитина сӗрме купӑспа калать
Эрбина Никитина сӗрме купӑспа калать

Пултаруллӑ ҫын пур енӗпе пултаруллӑ. Ҫакна Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн ӗҫченӗсем нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Каршлӑхри вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсен ҫуртӗнче пулнӑ чух кӑтартса панӑ. Шӑпа ҫавӑн пек ҫаврӑнса тухнипе ваттисен ҫуртне лекнисем патне хаҫатҫӑсем хӑйсен пичет кӑларӑмӗ тухма пуҫланӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалланӑ ыр кӑмӑллӑх акцине ирттернӗ май ҫитнӗ. Ватӑсене сума сунине ЧР парламенчӗн депутачӗ, Муркашри чӑх-чӗп хапрӑкне чылай ҫул ертсе пынӑ Николай Ванеркин та кӑтартнӑ — унта вӑл парнесемпе ҫитнӗ.

Хаҫатҫӑсем хӑйсемпе пӗрле чӗнсен Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Лариса Васильева та хирӗҫлемен: мучи-кинемейсене хӑйӗн ҫепӗҫ сассипе савӑнтарнӑ. «Республика» хаҫат тӗп редакторӗ Лидия Филиппова хӑйӗн чуна тивекен сӑввисене вуланӑ, Эрбина Никитина журналист сӗрме купӑспа чех композиторӗн Эденек Фибихӑн «Поэма» хайлавне каласа кӑтартнӑ.

#Муркаш, #Каршлӑх, #ваттисем, #МИХсем, #юбилейсем, #Муркаш районӗ, #концертсем, #Республика, #парнесем, #Муркашри чӑх-чӗп фабрики, #ваттисен ҫурчӗсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем