Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Муркаш мунициапллӑ округӗнчи Каршлӑхри ваттисен ҫуртӗнче Шупашкарти артистсен тӳлевсӗр концерчӗ пулӗ. Юрӑ-ташӑпа савӑнтараканнисем — Шупашкарти халӑхӑн сцаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрне ҫӳрекен ватӑсем.
Центрта тӗрлӗ музыка коллективӗ пур. Вӗсенчен пӗри — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Арланов ертсе пыракан «Надежда» ансамбль. Унта ҫӳрекен ватӑсем уйрӑммӑн та юрлаҫҫӗ, ушкӑнпа та. Вӗсене хулари тӗрлӗ мероприятие йыхравлаҫҫӗ, куракансем концерта кӑмӑлтан йышӑнаҫҫӗ.
Муркаш районӗнчи Шомик ялӗнчи психоневрологи диспансерӗпе асӑннӑ тӑрӑхри Каршлӑхри ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсен интернат-ҫуртне пӗрлештересшӗн.
Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ҫавӑн пек йышӑну проектне хатӗрленӗ. Унпа ӗнер Алёна Елизарова республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче паллаштарнӑ.
Реорганизаци хыҫҫӑн учрежденире ӗҫлекенсен йышне чакарӗҫ, ҫавӑ ӗҫ укҫишӗн уйӑракан укҫана ҫулталӑкне 2,2 миллион тенкӗ таран перекетлеме май парӗ.
Пултаруллӑ ҫын пур енӗпе пултаруллӑ. Ҫакна Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн ӗҫченӗсем нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Каршлӑхри вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсен ҫуртӗнче пулнӑ чух кӑтартса панӑ. Шӑпа ҫавӑн пек ҫаврӑнса тухнипе ваттисен ҫуртне лекнисем патне хаҫатҫӑсем хӑйсен пичет кӑларӑмӗ тухма пуҫланӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалланӑ ыр кӑмӑллӑх акцине ирттернӗ май ҫитнӗ. Ватӑсене сума сунине ЧР парламенчӗн депутачӗ, Муркашри чӑх-чӗп хапрӑкне чылай ҫул ертсе пынӑ Николай Ванеркин та кӑтартнӑ — унта вӑл парнесемпе ҫитнӗ.
Хаҫатҫӑсем хӑйсемпе пӗрле чӗнсен Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Лариса Васильева та хирӗҫлемен: мучи-кинемейсене хӑйӗн ҫепӗҫ сассипе савӑнтарнӑ. «Республика» хаҫат тӗп редакторӗ Лидия Филиппова хӑйӗн чуна тивекен сӑввисене вуланӑ, Эрбина Никитина журналист сӗрме купӑспа чех композиторӗн Эденек Фибихӑн «Поэма» хайлавне каласа кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |