Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Спринтра Татьяна Акимова — 12-мӗш

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 17.03.2016 17:49 | 1992 хут пӑхнӑ
Спорт Татьяна Акимова
Татьяна Акимова

Хальхи вӑхӑтра Ханты-Мансийскра биатлонистсен тӗнче чемпионачӗн тӑххӑрмӗш тапхӑрӗнче иртет. Халӗ кӑна хӗрарӑм спортсменсем спринт енӗпе тупӑшрӗҫ. 7,5 километра пӗрре выртса, тепре тӑрса персе ҫӗнмелли инҫӗше Раҫҫей командинчен ҫиччӗн старта тӑчӗҫ, ҫав шутра Чӑваш Енри биатлон шкулӗн воспитанникӗ Татьяна Акимова та пулчӗ. Пирӗн биатлонисткӑсем ҫӗнтерӳҫсӗсен пьедесталӗ ҫине хальхинче те (Норвегире иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче Раҫҫей спортсменӗсем пӗр медаль те ҫӗнсе илейменчччӗ) лекеймерӗҫ. Ҫапах та хальхинче пирӗн ҫӗршыври хӗрарӑм-спринтерсенчен ентешӗмӗр чи лайӑх кӑтартупа финиша тухрӗ. Вӑл пенӗ чухне йӑнӑшмарӗ. Ҫӗнтерӳҫӗрен, Финляндири Кайса Мякяряйненран, 45,7 ҫеккунт юлса 12-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Раҫҫейӗн ытти биатлонисткисенчен Анастасия Загоруйко — 18-мӗш (старта +1.00,7 минут кая юлса ҫитрӗ, перессипе 1 йӑнӑшрӗ); Дарья Виролайнен — 20-мӗш (+1.07,0 (1); Екатерина Юрлова — 32-мӗш (+1.35,5 (2); Екатерина Шумилова — 35-мӗш (+1.39,0 (1); Анна Щербинина — 62-мӗш (+2.37,3 (2); Светлана Слепцова — 67-мӗш (+2.56,2 (2).

Чехири чиперкке Габриэла Соукалова та перессипе пӗртте йӑнӑшмарӗ, анчах финиша пӗрремӗш тухма ӑна 3,1 ҫеккунт ҫитеймерӗ. Кунта ӑна Раҫҫейӗн спортсменкипе йӗлтӗрпе ӑнсӑртран ҫакланса ларни те кӑштах кансӗрлерӗ пулӗ. Норвегри Марте Олсбу — виҫҫӗмӗш.

#Норвеги, #Ханты-Мансийск, #ӑмӑртусем, #спорт, #биатлон

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем