Шупашкар хулинче пурӑнакан 43 ҫулти арҫын ултавҫӑ капкӑнне пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫакланнӑ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче вӑл машинӑн саппас пайӗсене сутакан пӗлтерӗве асӑрханӑ. «Сутуҫӑпа» ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн Шупашкар арҫынни ӑна 12 пин тенкӗ укҫа куҫарса панӑ, анчах тавара ӑна никам сутман.
Ултавҫӑ Ханты-Мансийск хулинче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пулнӑ. Ӑна тытса чарма пирӗн тӑрӑхри йӗрке хуралҫисем командировкӑна тухса кайнӑ. Ултавҫа унччен Челябинскри, Магнитогорскри тата Новосибирскри ҫынсене улталанӑ. Халӗ ӑна ирӗкрен хӑтарнӑ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан пӗтӗм хулапа ялта Чӑваш чӗлхи кунне тата ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне туса хунӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ − 2021» акци иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнчен паян пӗлтернӗ тӑрӑх, диктанта тӗрлӗ майпа ҫырнӑ. Паянхи куна пӗтӗмлетӳ ҫакӑн пек. Диктанта Чӑваш Республикинчи 6938 ҫын ҫырнӑ; Тутарстанри – 581; Пушкӑртстанри – 837; Чӗмпӗр облаҫӗнчи – 284; Ханты-Мансийскри – 12; Мускаври – 10;
Санкт-Петербургри – 4; Киров облаҫӗнчи – 1; Тюмень облаҫӗнчи – 1; Самарӑри – 1. 280 ҫын ҫырнӑ ӗҫӗсене Интернетпа ярса панӑ. Ҫапла вара, «Пӗтӗм чӑваш диктантне» пурӗ 8920 ҫын хутшӑннӑ.
Паян «Сургут—Мускав» рейспа ҫула тухнӑ самолетра пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Пӗр усал пассажира пула лайнерӑн маршрута ылмаштарма тивнӗ. Ҫула тухнӑ ҫав сынна штурм вӑхӑтӗнче тытса чарнӑ.
Сургутран ҫӗршывӑн тӗп хулине килекен самолет «Шереметьево» аэропортра анса лармалла пулнӑ. Анчах вӑл Ханты-Мансийск автономи оокругӗнчи Югорск хули ҫинче ҫаврӑнса илнӗ те каялла ҫавра Ханты-Мансийскра анса ларнӑ.
Самолета ҫапла тума пассажирсенчен пӗри Афганистана вӗҫме ыйтни хистенӗ. Ҫакӑн пирки Терроризма хирӗҫ ӗҫлекен наци комитетӗнче пӗлтернӗ.
Салонта шӑв-шав ҫӗкленӗ пассажир 41 ҫулта пулни паллӑ. Вӑл — Раҫҫей ҫынни. Право тытӑмӗнче ӗҫлекенсен куҫӗ тӗлне вӑл унччен те лекнӗ. Пӑтӑрмахшӑн арҫынна явап тыттарма пултараҫҫӗ.
Паян Ханты-Мансийскра биатлон енӗпе Раҫҫей кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Спринтерсем хушшинче Чӑваш Енри Вячеслав Акимов саккӑрмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ентешӗмӗр иккӗмӗш хут пенӗ чух пӗрре йӑнӑшнӑ. Йӗлтӗрпе чупас енӗпе унӑн хӑвӑртлӑхӗ 15-мӗш пулнӑ.
Акимова лайӑх пӗлекен Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ сезонта Слава чирленӗ. Ҫавна май чи лайӑх вунӑ спортсмен йышне лекни те аван тесе шухӑшлать вӑл.
Вячеслав Акимов Алексей Волкова, Раҫҫейӗн биатлон енӗпе пӗрлештернӗ командин экс-капитанне Максим Цветкова тата Павел Магазеев чӑваша хыҫа хӑварнӑ.
Ыран Вячеслав Акимов тата ытти спортсмен-биатлонист мега-масс-старта тухӗҫ. Мега-масс-старт вӑхӑтӗнче харӑсах 60 биатлонист тупӑшӗ.
Росприроднадзорӑн Юграри управленийӗн ертӳҫин тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Чӑваш Енри ҫынна шаннӑ. Федераци шайӗнчи надзор органӗн Ханты-Мансийск тӑрӑхӗнчи пуҫлӑхӗн тилхепине вӑхӑтлӑха тыттарнӑ этем Улатӑрта ҫуралнӑ. Вӑл — 50 ҫулти Вадим Скворцов.
Ҫӗнӗ должноҫ тивӗҫиччен Вадим Скворцов ҫак управлени ертӳҫин ҫумӗ пулса тӑватӑ ҫул ӗҫленӗ.
Вадим Скворцов 1985—2000 ҫулсенче РФ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче хӗсметре тӑнӑ. Кайран тепӗр тӑхӑр ҫул Раҫҫейӗн патшалӑхӑн хӑрушсӑрлӑх органӗсенче тӑрӑшнӑ. Унтан Улатӑр ҫынни тӳре-шара пулса тимлеме пуҫланӑ.
Вадим Скворцов 1990 ҫулта Краснодарти ҫар училищине вӗренсе пӗтернӗ, 1999 ҫулта — Стратеги тӗллевӗллӗ ракета ҫарӗсен ҫар академине. 2015 ҫулта ӑна РФ патшалӑхӑн граждан службин иккӗмӗш класлӑ советникӗ чинӗ ят панӑ.
Биатлона юратакансем чӑваш биатлон шкулӗн воспитанникӗн Татьяна Акимован спортри юлашки вӑхӑтри утӑмне сӑнасах тӑраҫҫӗ пулӗ. Тӗнче чемпионатӗнче пирӗн хӗрарӑмсем те, арҫынсем те савӑнтараймарӗҫ пулин те шанчӑк паракан спортсменсем пуррине шанма пулать. Ҫавсенчен пӗри — маларах асӑннӑ Татьяна Акимова.
25-ри Чӑваш Енри спортсменкӑна Пӗтӗм тӗнчери биатлонистсен союзӗ сезонти чи лайӑх ҫӗнӗ ҫын тесе хакланӑ. Кун пирки Раҫҫейӗн биатлонисчӗсен пӗрлешӗвӗ хыпарланине тӗпе хурса республикӑн Спорт министерстви пӗлтерет.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышне Татьяна Акимова кӑҫалхи сезонта лекрӗ. Тӗнче кубокӗн шайӗнче вӑл 12 хутчен тупӑшрӗ тата тӗнче чемпионатӗнче — виҫӗ хут. Ханты-Мансийскра иртнӗ Тӗнче кубокӗнче спринтра Татьяна Раҫҫей биатлонистскисенчен чи лайӑххи пулнине, финиша 12-мӗш ҫитнине, эпир пӗлтернӗччӗ.
Хальхи вӑхӑтра Ханты-Мансийскра биатлонистсен тӗнче чемпионачӗн тӑххӑрмӗш тапхӑрӗнче иртет. Халӗ кӑна хӗрарӑм спортсменсем спринт енӗпе тупӑшрӗҫ. 7,5 километра пӗрре выртса, тепре тӑрса персе ҫӗнмелли инҫӗше Раҫҫей командинчен ҫиччӗн старта тӑчӗҫ, ҫав шутра Чӑваш Енри биатлон шкулӗн воспитанникӗ Татьяна Акимова та пулчӗ. Пирӗн биатлонисткӑсем ҫӗнтерӳҫсӗсен пьедесталӗ ҫине хальхинче те (Норвегире иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче Раҫҫей спортсменӗсем пӗр медаль те ҫӗнсе илейменчччӗ) лекеймерӗҫ. Ҫапах та хальхинче пирӗн ҫӗршыври хӗрарӑм-спринтерсенчен ентешӗмӗр чи лайӑх кӑтартупа финиша тухрӗ. Вӑл пенӗ чухне йӑнӑшмарӗ. Ҫӗнтерӳҫӗрен, Финляндири Кайса Мякяряйненран, 45,7 ҫеккунт юлса 12-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Раҫҫейӗн ытти биатлонисткисенчен Анастасия Загоруйко — 18-мӗш (старта +1.00,7 минут кая юлса ҫитрӗ, перессипе 1 йӑнӑшрӗ); Дарья Виролайнен — 20-мӗш (+1.07,0 (1); Екатерина Юрлова — 32-мӗш (+1.35,5 (2); Екатерина Шумилова — 35-мӗш (+1.39,0 (1); Анна Щербинина — 62-мӗш (+2.37,3 (2); Светлана Слепцова — 67-мӗш (+2.56,2 (2).
Чехири чиперкке Габриэла Соукалова та перессипе пӗртте йӑнӑшмарӗ, анчах финиша пӗрремӗш тухма ӑна 3,1 ҫеккунт ҫитеймерӗ.
«Сывлӑх» фонд медицина ӗҫченӗсен шалӑвне палӑртнӑ иккен. Ун валли вӑл «Врач справочникӗ» мобильлӗ приложенипе усӑ курнӑ. Чӑваш Ен тухтӑрсене пӗчӗк шалу тӳлекен регионсен шутне лекнӗ.
Патшалӑх клиникисенче ӗҫлекен врачсен 23,6 проценчӗн ставки 10 пин тенкӗрен пӗчӗкрех-мӗн. 24 проценчӗ 10 пин тенкӗрен пуҫласа 15 пин тенкӗ таран шалу илнине пӗлтернӗ, 14 проценчӗн 15 пин тенкӗрен пуҫласа 20 пин тенкӗ таран тухать иккен. Сӑмах май, 50 пин тенкӗрен ытларах илекенсем те пур. Кун пек шалупа врачсен 4,1 проценчӗ мӑнаҫланаять. Коммерци организацийӗсенче ӗҫлекенсенчен ун чухлӗ илнипе 13,2 проценчӗ савӑнма пултарать.
Тухтӑрсен шалӑвӗпе чи лайӑх тӑрӑм — Мускавпа Мускав облаҫӗнче, Питӗрте, Якутскра, Ханты-Мансийскра. Ыйтӑма хутшӑннисенчен вӗсенче 11–20 проценчӗн ӗҫ укҫийӗ 50 пин тенкӗ ытла ларать. Чи пӗчӗк шалуллӑ тухтӑрсем Аҫтӑрхан, Волгоград, Воронеж, Пенза, Тула облаҫӗсенче тата Чӑваш Енпе Алтай крайӗнче иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |