«Сывлӑх» фонд медицина ӗҫченӗсен шалӑвне палӑртнӑ иккен. Ун валли вӑл «Врач справочникӗ» мобильлӗ приложенипе усӑ курнӑ. Чӑваш Ен тухтӑрсене пӗчӗк шалу тӳлекен регионсен шутне лекнӗ.
Патшалӑх клиникисенче ӗҫлекен врачсен 23,6 проценчӗн ставки 10 пин тенкӗрен пӗчӗкрех-мӗн. 24 проценчӗ 10 пин тенкӗрен пуҫласа 15 пин тенкӗ таран шалу илнине пӗлтернӗ, 14 проценчӗн 15 пин тенкӗрен пуҫласа 20 пин тенкӗ таран тухать иккен. Сӑмах май, 50 пин тенкӗрен ытларах илекенсем те пур. Кун пек шалупа врачсен 4,1 проценчӗ мӑнаҫланаять. Коммерци организацийӗсенче ӗҫлекенсенчен ун чухлӗ илнипе 13,2 проценчӗ савӑнма пултарать.
Тухтӑрсен шалӑвӗпе чи лайӑх тӑрӑм — Мускавпа Мускав облаҫӗнче, Питӗрте, Якутскра, Ханты-Мансийскра. Ыйтӑма хутшӑннисенчен вӗсенче 11–20 проценчӗн ӗҫ укҫийӗ 50 пин тенкӗ ытла ларать. Чи пӗчӗк шалуллӑ тухтӑрсем Аҫтӑрхан, Волгоград, Воронеж, Пенза, Тула облаҫӗсенче тата Чӑваш Енпе Алтай крайӗнче иккен.