Росприроднадзорӑн Юграри управленийӗн ертӳҫин тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Чӑваш Енри ҫынна шаннӑ. Федераци шайӗнчи надзор органӗн Ханты-Мансийск тӑрӑхӗнчи пуҫлӑхӗн тилхепине вӑхӑтлӑха тыттарнӑ этем Улатӑрта ҫуралнӑ. Вӑл — 50 ҫулти Вадим Скворцов.
Ҫӗнӗ должноҫ тивӗҫиччен Вадим Скворцов ҫак управлени ертӳҫин ҫумӗ пулса тӑватӑ ҫул ӗҫленӗ.
Вадим Скворцов 1985—2000 ҫулсенче РФ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче хӗсметре тӑнӑ. Кайран тепӗр тӑхӑр ҫул Раҫҫейӗн патшалӑхӑн хӑрушсӑрлӑх органӗсенче тӑрӑшнӑ. Унтан Улатӑр ҫынни тӳре-шара пулса тимлеме пуҫланӑ.
Вадим Скворцов 1990 ҫулта Краснодарти ҫар училищине вӗренсе пӗтернӗ, 1999 ҫулта — Стратеги тӗллевӗллӗ ракета ҫарӗсен ҫар академине. 2015 ҫулта ӑна РФ патшалӑхӑн граждан службин иккӗмӗш класлӑ советникӗ чинӗ ят панӑ.
Хамар ял // 1267.4.4136
2018.04.07 16:17 | |
Вал пирен йахташ мар вара. Хыпар пелтерешле мар енте. | |
Attila // 1313.03.6418
2018.04.07 17:05 | |
Е ун-та Югра теме Сургут ХантыМанси..Сургутра кампа калас,ан весен е ашше е амаше Чаваш с,ынни пулать!!!. ..чавашсем унта начальниксем нумай Сургутнефтегаз та Газпромра)))Анчах ку заслуга весенче . .лайах пуранчар...Роснефть заместительсем те чавашсем..весам ес,лёсс,е Шупашкарти чиновниксем пек кетсе лармасc,е "О приедет богатый дядя-лох из Сибири и подымет бедную Чувашию...тьфу на них. Стыдно даже за зажравшихся чиновников Чувашской Республики(позорных недоделанных) Чуваши вне предела диаспора не отдавайте деньги в Чувашию ,мы создадим другое Государство Чувашии со столицей в Ульяновске))) | |
Хамар ял // 1267.4.4136
2018.04.08 16:47 | |
Пур серте те хамар нацийен пайтасемшен (за наши интересы) керешмелле. Чаваш Республикисенче те - сине тарса, уйрамах. Хамар республикана сич ют сынсене памаллах мар! Эпир Чаваш Енче - 67-68 процент. Паллах, хуласенче - нумай чаваш вырасланса пырать. Шел пулин те, ялти те, хулари те хура халах шалти те, тулайри те политикана терес анланмасть сав. Пелу ситмест, хаюллах ситмест. Чуралах туйаме ашчикрен хестерсе каларттарман. ("По капле выдавливать из себя раба" ситмен-ха.) Чемпер тарахенче чавашсем чылай сахалтарах. Унта чавашсен теп хули пулмасть. Хастарсем сук мар пулсан та. Никам та сапла тума памасть. Пирен хамар республика пур! Ана хутелесе, уншан керешмеллех! |