Вӑрнар районӗнчи Ҫӗнӗ Кипек ялӗ «Металлург» спорт клубӗнче (Магнитогорск) вылякан Михаил Григорьев хоккеиста ҫӑкӑр-тӑварпа тата чӑваш сӑрипе кӗтсе илнӗ. Ҫав териех сумлӑн кӗтсе илнин сӑлтавӗ те пур — Михаилӑн ашшӗ ҫак ялта ҫуралнӑ иккен.
Михаила Ҫӗнӗ Кипеке ашшӗ, Петр Григорьев илсе килнӗ. Ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илме вӗсем патне район администрацийӗн пуҫлӑх ҫумӗ Валерий Прокопьев, оргпай пуҫлӑхӗ Алина Константинова, Кӗҫӗн Кипек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Волков тухнӑ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх ял халӑхӗ Григорьевсен ҫемьипе мухтанаҫҫӗ, вӗсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн савӑнаҫҫӗ.
Инҫетрен килнӗ хӑнасемпе ҫавӑн пекех Чӑваш Республики Элтеперӗ Олег Николаев та тӗл пулмалла.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 43 ҫулти арҫын ултавҫӑ капкӑнне пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫакланнӑ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче вӑл машинӑн саппас пайӗсене сутакан пӗлтерӗве асӑрханӑ. «Сутуҫӑпа» ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн Шупашкар арҫынни ӑна 12 пин тенкӗ укҫа куҫарса панӑ, анчах тавара ӑна никам сутман.
Ултавҫӑ Ханты-Мансийск хулинче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пулнӑ. Ӑна тытса чарма пирӗн тӑрӑхри йӗрке хуралҫисем командировкӑна тухса кайнӑ. Ултавҫа унччен Челябинскри, Магнитогорскри тата Новосибирскри ҫынсене улталанӑ. Халӗ ӑна ирӗкрен хӑтарнӑ.
РСФСР халӑх артисчӗ Алексей Красотин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл кун-ҫул кӗнекин 101-мӗш страницине уҫма ӗлкӗрнӗ. Юлашки вӑхӑтра артист йывӑр чирленӗ. Унӑн чӗри тапма чарӑнни пирки артистӑн кинӗ, Маргарита Красотина журналист, паян Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ярославль тӑрӑхӗнчи Приимково ялӗнче 1920 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗскер 100 ытла сӑнара калӑпланӑ. Ҫав шутра — чӑваш драматургийӗн вилӗмсӗр хайлавӗсенче те. Вӗсене Вырӑс драма театрӗнче вырӑсла куҫарса лартнӑ.
Пулас артист, сӑмах май, Киевра пилотсен, Иркутскра автомеханиксен шкулӗсенче вӗреннӗ. Шупашкара куҫса киличчен Чӗмпӗрти, Кӑнтӑр Сахалинскри, Тӗменти, Магнитогорскри театрсенче вылянӑ.
Петр Осиповӑн «Айтарӗнчи» Айтара Алексей Красотин епле калӑпланине вӑл вӑхӑтри куракансем астӑваҫҫӗ-тӗр. Е тата Ухсай Яккӑвӗн «Тутимӗрӗнчи» Чемее.
Алексей Красотинпа ыран, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче 10 сехетрен пуҫласа 11 сехет те 30 минутчен сывпуллашӗҫ.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Краснова паян юбилейне паллӑ тӑвать.
Светлана Николаевна — культурӑпа ӳнер институтӗнче актер ӑсталӑхӗпе режиссура кафедрин доценчӗ. Вӑл 1985 ҫулта Куйбышеври культура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫамрӑкскере направленипе Шупашкарти Агрегат савучӗн клубне ӗҫлеме янӑ. Светлана Краснова «Танц-клуб Модерн» хореографи коллективӗ йӗркеленӗ. Кайран вӑл ушкӑн халӑх коллективӗ ята тивӗҫнӗ. Тӗрлӗ ҫулта коллектив Мускава, Хусана, Магнитогорска, Нурлата тата ытти хулана конкурссемпе концертсене ҫӳренӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи хӑш-пӗр спектакль валли ташӑ лартнӑ.
2012 ҫултанпа Светлана Краснова хореографсене вӗрентет.
«Мир квартир» портал специалисчӗсем ҫурт-йӗр тара илме мӗн хака ларнине тишкернӗ. Хваттер тара илейменнисем пӳлӗм суйлаҫҫӗ. Вӑтамран илсен, хак 1,5 процент ӳснӗ.
Хаксем ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫӗршывӑн 39 пысӑк хулинче ӳснӗ, 31 хулара чакнӑ.
Севастопольте, сӑмахран, пӳлӗм тара илме халӗ 24,1 процент хаклӑрах ларать, Барнаулта – 18%, Пензӑра – 15%, Волгоградра – 14,2%, Мурманскра – 12,3%, Сочире – 12,1%, Якутскра – 12,1%, Белгородра – 9%, Аҫтӑрханта – 8,8%.
Хаксем Магнитогорскра хак 19,3 процент йӳнелнӗ, Тольяттире –13,4%, Краснодарта – 8,5%, Тверьте – 8% , Чуллӑ Ҫырта –7,7%, Шупашкарта – 7,3%, Хусанта – 5,2%. Мускавра 6,5 процент йӳнелнӗ, Мускав облаҫӗнче – 6,5%, Питӗрте – 4,6%.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артистки Тамара Красотина ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Кун пирки артистӑн кинӗ, Маргарита Красотина (ӑна чылайӑшӗ «Советская Чувашия» хаҫат журналисчӗ пулнипе пӗлет) Фейсбукра хыпарланӑ.
«Сцена ҫинчи унӑн дебючӗ кинори сюжет евӗр пулнӑ. Амур ҫинчи Благовещенск хулинчи театрта тӗп сӑнар рольне выляма 15 ҫулта тухнӑ», — тесе ҫырнӑ журналист. Ун чухне вӑл театр студийӗнче вӗреннӗ. Ҫамрӑк хӗр урине хуҫнӑ артист вырӑнне вылянӑ. Спектакле хулана пынӑ Рокоссовский маршал тата ҫар командованийӗ валли вылянӑ. Маршал ҫамрӑк артисткӑна пӗр курупкӑ канихвет парнеленӗ. Ҫав спектакль хыҫҫӑн ҫамрӑкскере Амурти облаҫ театрне йыхравланӑ. 16 ҫул харӑсах икӗ театрта ӗҫленӗ артисткӑ. Кайран Тӗменте, Магнитогорскра, Чӗмпӗрте, темиҫе вунӑ ҫул Шупашкарта тӑрӑшнӑ.
Унӑн мӑшӑрӗ, Раҫҫей халӑх артисчӗ Алексей Красотин театра ӗҫлеме Константин Рокоссовский пилленипе лекнӗ. Ку вӑл Польшӑра, Ҫарсен ҫурҫӗр ушкӑнӗн вырӑс театрӗнче пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пилӗк ҫултан Тамарӑпа Алексей тӗл пулнӑ. Легендарлӑ маршалпа иккӗшӗ те пӗр вӑхӑталла тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗл пулнинчен тӗлӗнсе каярах пӗрре ҫеҫ мар аса илнӗ.
Чӑваш Енри полицейски Шупашкарта пурӑнакан 65 ҫулти арҫынна тӑванӗн вил тӑприне тупма пулӑшнӑ. Ҫавӑншӑн арҫын Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ячӗпе тав ҫырӑвӗ шӑрҫаланӑ.
«Полицейские тавах. Вӑл ман пиччене (тен, шӑллӗ-ши. Брат тенӗ те. — Асӑрхаттарӑвӗ авторӑн) пытарнӑ вырӑна шыраса тупрӗ кӑна та мар, вӑл вилни ҫинчен калакан свидетельство дубликатне илме те пулӑшрӗ», – ҫырнӑ ҫырура.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти арҫын хӑйӗн тӑванне ӑҫта пытарнине пӗлесшӗн пулнӑ. Лешӗ ҫак ҫул пуҫламӑшӗнче чире пула вилнӗ. Ӑна Челепи облаҫӗнче пытарнӑ.
Вилнӗ арҫын вил тӑприне тупма пултарни — Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пуҫиле шырав управленийӗн ӗҫченӗ.
Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан арҫын Магнитогорскри йӗрке хуралҫисене ура ҫине тӑратнӑ. Ҫавскер асӑннӑ хулари Карл Маркс проспектӗнчи чарӑнура сирпӗтмелли хатӗр пуррине пӗлтерсе шӑнкӑравланӑ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ те хӑрушшши нимӗн те тупса палӑртман.
Пустуй шӑнкӑравласа минретекен арҫынна та часах тытса чарнӑ. Вӑл Вӑрнар поселокӗнче пурӑнаканскер пулнӑ. «Znak.com» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, 34-ри вӑй питти «Красное& Белое» экспедиторӗнче ӗҫленӗ. Арҫынна пакунлисем килӗнче тытса чарнӑ. Суя хыпарпа шӑнкӑравласа хуйхатнӑскер ӳсӗр пулнӑ. Мӗн тӑвас, ӳсӗр ҫыншӑн тинӗс те чӗркуҫҫи таран ҫеҫ теҫҫӗ те... 34-ри экспедитор тӗлӗшпе пакунлисем халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |