Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Плакат» издательствӑра «Пурӑн,
пирӗн Ҫеҫпӗл!» – «Живи, наш Сеспель!» сӑвӑ кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши —поэт-реформатор, силлабо-тоника сӑвӑ виҫине чӑваш поэзине кӗртнӗ сӑвӑҫ, драматург, прозаик, патшалӑх тата общество ӗҫченӗ.
«Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл!» – «Живи, наш Сеспель!» сӑвӑ кӗнекине Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта поэт ҫинчен вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи (Чӑваш Енри, Бурят Республикинчи, Мари Элти,
Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Оренбургпа Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Мускаври) тата Киеври 90 авторӑн сӑвви кӗнӗ.
Кӗнекене Лидия Филиппова поэт тата публицист пухса хатӗрленӗ, тӗп редакторӗ-консультанчӗ – чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер.
Лидия Ивановна сӑвӑ авторӗсене ҫеҫ мар, ҫӗнӗ кӑларӑма кун ҫути кӑтратма пулӑшнӑ меценатсене те: Ю.А. Попова, Ю.А. Зорина, О.В. Мешкова, Ю.М. Карпова, Ф.Н. Волкова, А.П. Князева, И.В. Клементьевӑна, Н.Е. Лукианова — тав тӑвать.
Кӗнекене Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хӑтлӗҫ.
РСФСР халӑх артисчӗ Алексей Красотин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл кун-ҫул кӗнекин 101-мӗш страницине уҫма ӗлкӗрнӗ. Юлашки вӑхӑтра артист йывӑр чирленӗ. Унӑн чӗри тапма чарӑнни пирки артистӑн кинӗ, Маргарита Красотина журналист, паян Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ярославль тӑрӑхӗнчи Приимково ялӗнче 1920 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗскер 100 ытла сӑнара калӑпланӑ. Ҫав шутра — чӑваш драматургийӗн вилӗмсӗр хайлавӗсенче те. Вӗсене Вырӑс драма театрӗнче вырӑсла куҫарса лартнӑ.
Пулас артист, сӑмах май, Киевра пилотсен, Иркутскра автомеханиксен шкулӗсенче вӗреннӗ. Шупашкара куҫса киличчен Чӗмпӗрти, Кӑнтӑр Сахалинскри, Тӗменти, Магнитогорскри театрсенче вылянӑ.
Петр Осиповӑн «Айтарӗнчи» Айтара Алексей Красотин епле калӑпланине вӑл вӑхӑтри куракансем астӑваҫҫӗ-тӗр. Е тата Ухсай Яккӑвӗн «Тутимӗрӗнчи» Чемее.
Алексей Красотинпа ыран, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче 10 сехетрен пуҫласа 11 сехет те 30 минутчен сывпуллашӗҫ.
Акӑлчансен «Свинка Пеппа» (чӑв. Пеппа сысна ҫури) мультфильмне чӑвашла куҫарнӑ. «Idel.Реалии» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра Эрсубай Янгаров пӗлтернӗ тӑрӑх, хастарсем хальлӗхе ҫичӗ серине чӑвашлатнӑ.
Мультфильма «YouTube» видеохостингра тата халӑх ушкӑнӗсенчи «Медиа-контент на чувашском языке» (чӑв. Чӑвашла медиа-контент) лапамра пӑхма пулать.
Мультфильма чӑвашла куҫарас ӗҫе Киевра ҫуралнӑ, вырӑс тата белорус юнӗллӗ Артём Федоринчик лингвист йӗркелесе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Шупашкарти Вӗренӳ институтӗнче ӗҫлет. Акӑлчан мультфильмне чӑвашла куҫарма Александр Блинов лингвист-полиглотӑн «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗ тавра пухӑннӑ хастарсем (тата тӗрӗсрех каласан, Блиновӑн «Ӑнӑҫу чӗлхи» чӗлхе шкулӗнче ӗҫлекенсем) самай пулӑшнӑ. Вӗсем текста та куҫарнӑ, сӑнарсене те чӑвашла калаҫтарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Ставрополь тӑрӑхӗнче регистрациленнӗ 41 ҫулти ӗҫсӗр арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 359-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑплама пултараҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын 2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Киева тухса кайнӑ. Унта вӑл Украинӑри Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ районӗнчи хирӗҫ-тӑрӑва хутшӑннӑ теҫҫӗ.
Киевҫ кайсан Украинӑри националистсен пӗрлешӗвне кӗнӗ. Ятарлӑ ҫар чаҫӗнче ҫар ӗҫне вӗреннӗ. Донецк облаҫӗнче «Генрих» ятпа перекен пулса ҫапӑҫнӑ-мӗн. Уншӑн ӑна укҫа тӳленӗ.
Украинӑра ҫапӑҫнӑ ҫынна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче наркотик сутнишӗн тытса чарнӑ. Вӑл Украинӑра ҫапӑҫни ҫавӑн чухне ҫиеле тухнӑ иккен.
Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |