Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл!» кӗнеке пичетленсе тухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.05.2024 12:57 | 1990 хут пӑхнӑ
Культура
Лидия Филиппова сӑнӳкерчӗкӗ
Лидия Филиппова сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Плакат» издательствӑра «Пурӑн,

пирӗн Ҫеҫпӗл!» – «Живи, наш Сеспель!» сӑвӑ кӗнеки пичетленсе тухнӑ.

Ҫеҫпӗл Мишши —поэт-реформатор, силлабо-тоника сӑвӑ виҫине чӑваш поэзине кӗртнӗ сӑвӑҫ, драматург, прозаик, патшалӑх тата общество ӗҫченӗ.

«Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл!» – «Живи, наш Сеспель!» сӑвӑ кӗнекине Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта поэт ҫинчен вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи (Чӑваш Енри, Бурят Республикинчи, Мари Элти,

Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Оренбургпа Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Мускаври) тата Киеври 90 авторӑн сӑвви кӗнӗ.

Кӗнекене Лидия Филиппова поэт тата публицист пухса хатӗрленӗ, тӗп редакторӗ-консультанчӗ – чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер.

Лидия Ивановна сӑвӑ авторӗсене ҫеҫ мар, ҫӗнӗ кӑларӑма кун ҫути кӑтратма пулӑшнӑ меценатсене те: Ю.А. Попова, Ю.А. Зорина, О.В. Мешкова, Ю.М. Карпова, Ф.Н. Волкова, А.П. Князева, И.В. Клементьевӑна, Н.Е. Лукианова — тав тӑвать.

Кӗнекене Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хӑтлӗҫ.

#Киев, #Мускав, #Чӗмпӗр, #Оренбург, #кӗнекесем, #сӑвӑҫсем, #Бурят Республики, #Мари Эл, #Пушкӑртстан, #Тутарстан, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем