Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Грот вӑраннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.09.2010 08:55 | 1439 хут пӑхнӑ
Гейзер айлӑмӗ
Гейзер айлӑмӗ

Гейзер айлӑмӗнче чи пысӑк гейзер, Грот ятлӑскерри, вӑраннӑ — шывпа пӑс пӗрӗхтерме пуҫланӑ.

 

Грот — ҫак айлӑмри чи пысӑк гейзер. Ӑсчахсем шутланӑ тӑрӑх айлӑмри каньонӑн лапамӗ ун вӑйӗпе йӗркеленнӗ. Ӑна айлӑм «патши» теҫҫӗ — ун ванни сарлака — 2х2,5 метр. Пӗрӗхтерме пуҫласан вӑл ҫӗр ҫумӗнчен 45 градус тайӑлса 60 тонна вӗри шыв сирпӗтсе кӑларать.

Грот хӑш вӑхӑтра ӗҫленине, ӑна тупнӑранпа 70 ҫул иртнӗ пулин те, ӑсчахсем тӳрремӗн калаймаҫҫӗ. Вӑл темиҫе уйӑхшар, темиҫе ҫул ӗҫлемесӗр выртма пултарать, ҫав вӑхӑтрах кунне темиҫе хут та шыв пӗрӗхтерейрет. Юлашки хут гейзер кӑҫал ака уйӑхӗнче вӑраннӑччӗ.

Грот вӑраннӑ самант яланах питӗ кӑсӑклӑ. Вӑл ӗҫлеме пуҫлани шыв пӗвене ҫурса кайнӑ евӗрех — таврара сас янарса тӑрать кӑна. Вырӑнти заповедник ӗҫченӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Грот вӑраннӑ хыҫҫӑн Гейзер ятлӑ юханшыва темиҫе тонна шыв вирхӗнсе тухнӑ — тепӗр самантранах юханшыв пылчӑкланнӑ, ун температури 40 градуса ҫитнӗ.

Хальхи вӑхӑтра гейзер каллах лӑпкӑ. Тепӗр хут хӑҫан вӑранасси, каларӑмӑр ӗнтӗ, паллӑ мар.

 

Гейзер айлӑмӗ Кронотс заповедникӗнче (1934 ҫулта йӗркеленӗ) вырнаҫнӑ, ӑна ЮНЕСКОн пӗтӗм тӗнчери ҫутҫанталӑк эткерӗн йышне кӗртнӗ. Айлӑмӑн пӗчӗк лаптӑкӗнче вӗри ҫӑлкуҫсен чылай тӗсне курма май пур. Кунта пурӑнакан хӑш-пӗр кайӑк-кӗшӗк урӑх ниҫта та пурӑнмасть, ҫӑк вырӑнта кӑна ӳсекен ӳсентӑран та кунта пайтах. 2007 ҫул пуҫламӑшӗнче айлӑм ҫине лапрапа пылчӑк юхса аннӑччӗ, Гейзер юханшыв пӗвеленсе ларнине пула чылай гейзер пӗтес хӑрушлӑх пурччӗ. Каярах вӗсенчен чылайӑшӗ вӑранчӗ, ҫӗннисен те ҫуралчӗҫ.

#Раҫҫейре, #ҫутҫанталӑк

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем