Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Тури Выла ҫынни ячӗпе — Ҫӗмӗрле районӗнче асӑну хӑми

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.05.2016 21:22 | 2368 хут пӑхнӑ
Персона Юманайри вӑтам шкулта — Севастиан Архиповӑн асӑну хӑми
Юманайри вӑтам шкулта — Севастиан Архиповӑн асӑну хӑми

Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманайри вӑтам шкулта виҫӗ кун каялла, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗн, педагогика ӗҫӗн ветеранӗн Севастиан Архиповӑн асӑну хӑмине уҫнӑ.

Митинга хутшӑннисем хушшинче поэтсем ҫыравҫӑсем, искусство ӗҫченӗсем, тӳре-шара, Севастиан Михайловичӑн тӑван-пӗтенӗ, ял ҫыннисем, ачалӑхри юлташӗ тата ыттисем пулнӑ.

Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов хисеплӗ педагога ырласа ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. Севастиан Архипов, чӑн та, кӑна тивӗҫ. Ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах ҫырнӑччӗ.

Аса илтеретпӗр, вӑл 1921 ҫулта Элӗк районӗнчи Тури Выла ялӗнче ҫуралнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри 7 ҫул вӗренмелли шкултан, Етӗрнери педтехникумран вӗренсе тухнӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай шкулӗнче пуҫламӑш класс вӗрентекенӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 1939 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫар ретне тӑрать. Вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин малтанхи кунӗсенчен пуҫласа юлашки кунӗсемчченех ҫапӑҫать, темиҫе хутчен те аманать. 1962–1981 ҫулсенче Севастиан Михайлович Юманайри вӑтам шкул директорӗ пулса ӗҫленӗ. 2014 ҫулхи раштавра вӑл вилнӗ.

#Етӗрне, #Штанаш, #асӑну хӑмисем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Элӗк районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Тури Выла, #Юманай, #шкулсем

 

Сӑнсем (25)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем