Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Куславккасен ӑсталӑхӗ — «6х7» галерейӑра

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.11.2010 17:24 | 1529 хут пӑхнӑ
Куравра
Куравра

Нумай пулмасть, юпан 30-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Куславккасен уявӗ иртни пирки эпир пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ҫак тӑрӑхпа ҫыхӑннӑ Шупашкарти тепӗр мероприяти ҫинчен «Хыпар» хаҫат пӗлтерет — Чӑваш Енӗн Халӑх пултарулӑх ҫуртӗнчи «6x7» ӳнер галерейинче Куславкка районӗнчи халӑх ӑстисен куравӗ уҫӑлнӑ.

Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре асӑннӑ район администрацийӗн социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Марина Солдатихина, ҫавӑн пекех курава тӑратнӑ хӑш-пӗр ӗҫ авторӗсем Любовь Скворцова тата Юрий Орлов хутшӑннӑ. Алӗҫ ӑстисене Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн Тав хучӗпе чысланӑ.

Галерейӑри ҫӗнӗ курав чӳкӗн 15-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Унта тӑм теттесемсӗр пуҫне картинӑсемпе тата хӑваран авса тунӑ карҫинккасемпе, ҫемҫе пукансемпе, чечек савӑчӗсемпе, ытти япалапа паллашма май пулӗ. Вӗсен авторӗсем — Юрий Орлов, Валентина Юсова, Елена Смирнова, Любовь Смирнова.

 

Ҫакна палӑртмалла: Куславкка районӗ ӑстасемпе пуян. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Ремесленниксен гильдин членӗ. Халӑх ӑстисен ӗҫӗсем районта ҫеҫ мар, республикӑра, ҫавӑн пекех Раҫҫейре те палӑрма ӗлкӗрнӗ. Чикӗ леш енчи туристсем чӑваш эрешӗллӗ теттесене, сувенирсене кӑмӑлласа туянаҫҫӗ.

Любовь Скворцова хӑйӗн ӗҫ опытне шкул ачисене парать. Вӑл ачасен ӳнер шкулӗнче вӗрентет. Унӑн тата ҫамрӑк ӑстасен ӗҫӗсем республика, регион, ҫӗршыв шайӗнчи куравсене хутшӑннӑ, дипломсемпе сертификатсене тивӗҫнӗ.

#Куславкка районӗ, #Шупашкар, #куравсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем