Тӗрӗксен паллӑ ӑсчахӗ Кашкар Махмучӗ ячӗпе ирттерекен Калавсен Пӗтӗм тӗнчери конкурсӗ кӑҫал 4-мӗш хут пулмалла. Ӑна икӗ ҫулта пӗрре иртет. Чӑвашра ӑна «ҪИП» (Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлешӗвӗ) пӗрлӗх йӗркелет.
Конкурс положенийӗпе килӗшӳллӗн калавсен теми ирӗклӗ, вӗсене ӑмӑрту жюрине ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ҫитермелле. Калав калӑпӗшӗ 1 пин сӑмахран пуҫласа 10 пин сӑмахран тӑма пултарать (А4 форматра 14-мӗш шрифтпа ҫапсан — 4–40 страница). Ӑмӑртӑва ку таранччен ниҫта та пичетленмен тата нимӗнле ӑмӑртусенче те ҫӗнтермен хайлавсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр автор 2 калав таран тӑратма пултарать.
Ӑмӑрту положенийӗпе тӗплӗнрех пирӗн сайтра паллашма пулать.
Пӗтӗм тӗнчери конкурсӑн чӑваш пайне сумлӑ тӳресем хак парӗҫ: филологи ӑслӑхӗсен докторӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Виталий Родионов профессор, Чӑваш наци конгресӗн хисеплӗ президенчӗ Атнер Хусанкай, Петӗр Эйзин сӑвӑҫ, Николай Ларионов ҫыравҫӑ, Чӗмпӗрти Чӑваш наци культура автономийӗн ӗҫтӑвком ертӳҫи Олег Мустаев.
Чӑваш тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисене 2016 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнче пӗлтереҫҫӗ, юпа–чӳк уйӑхӗсенче чыслама палӑртаҫҫӗ.