Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери 4-мӗш ӑмӑртӑвӗ

Аçтахар Плотников17.05.2016 11:094874 хут пӑхнӑ

Ӑмӑрту ҫинчен

Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ (штаб-хваттерӗ Турцире вырнаҫнӑ, ертӳҫи Якуп Омероглу Доктор, Доцент) икӗ ҫулта пӗрре — кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут — калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртӑвне ирттерет.

Кашкар Махмучӗ (1028–1126) — тӗрӗксен паллӑ ӑсчахӗ, «Тӗрӗк сӑмахӗсен пуххин» авторӗ. «Диван лугат ат-тӳрк» — тӗрӗк халӑхӗсен пӗрремӗш сӑмахсарӗ тата энциклопедийӗ. Унта эпир чӑвашсен авалхи йӗрӗсене тата Атӑл ҫинче пурӑннӑ умтапхӑрти фольклор тӗслӗхӗсене тупатпӑр. Тӗрӗк чӗлхин пӗрремӗш грамматикине те Кашкар хулинче ҫуралнӑ Махмут ҫырни паллӑ. Ҫавӑнпа унӑн ячӗ пур тӗрӗксем хушшинче те сӑваплӑ. Ҫакна ӑнланакан чӑваш ҫыннисем те унӑн халӗ Китайра вырнаҫнӑ вилтӑприне ҫитсе пуҫ таяҫҫӗ. Ҫавӑнпах тӗрӗк халӑхӗсен ҫыравҫисен калавӗсен Пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртӑвне те Кашкар Махмучӗ ячӗпе ирттереҫҫӗ.

Ӑмӑрту тӗллевӗ — тӗрӗк халӑхӗсен литературине, пайӑррӑн илсен — калав ҫырас ӑсталӑха аталантарасси, пултаруллӑ ҫыравҫӑсене хавхалантарасси, тӗнчене тухма пулӑшасси.

Чӑваш ҫыравҫисем ҫак Пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртӑва пуҫласа 2014 ҫулта хутшӑннӑ, ӑна Митта Хунти йӗркеленӗ, ӑмӑртӑва Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑхӗсен институчӗ (директорӗ Юрий Исаев) хӳтлӗхе илнӗ. Пӗтӗм тӗнчери виҫҫӗмӗш ӑмӑртӑвӑн чӑваш тапхӑрӗнче ун чухне «Durak» калавпа Илле Иванов ҫӗнтернӗ, Елена Мустаева (Чӗмпӗр) — иккӗмӗш, Евгений Турхан (Тутарстан) — виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑннӑ. Илле калавӗ Пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртура тӑваттӑмӗш хавхалантару парнине тивӗҫнӗ (1-мӗш вырӑнта — казах, 2-мӗш вырӑнта — тутар, 3-мӗш вырӑнта — азери ҫыравҫисем пулнӑ).

Ҫулталӑк каялла Чӑваш Енре йӗркеленнӗ «Ҫыравҫӑсен Ирӗклӗ Пӗрлӗхӗ» (ҪИП), Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ ирӗк панипе, Тӗрӗк тӗнчин ҫак пӗрремӗш тата халлӗхе пӗртен-пӗр литература ӑмӑртӑвӗн — калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери 4-мӗш ӑмӑртӑвӗн Чӑваш тапхӑрне ирттересси ҫинчен пӗлтерет тата пӗтӗм чӑваш ҫыравҫисене унта хутшӑнма йыхравлать.

Ӑмӑртӑва хутшӑнни хӑех ӑмӑртуҫӑ аяларах ҫырса кӑтартнисен йышӑннине пӗлтерет. Ӑмӑрту тӳрелӗхӗнчисем тата вӗсен ҫывӑх ҫыннисем ӑмӑртӑва хутшӑнаймаҫҫӗ.

Ӑмӑртӑва хутшӑнаканӑн мӗн пӗлмелле?

1.Калавсен теми: ирӗклӗ.

2.Вӑхӑчӗ: калавсен чӑваш тапхӑрне ярса памалли чи юлашки кун — ҫурла (август) уйӑхӗн 15-мӗшӗ (пуштӑпа янӑ чухне — пуштӑ пичетне кура).

3.Калав ярса памалли адрессем: 428015, Мускав проспекчӗ, 29, 1-мӗш корп, Шупашкар, Чӑваш Республики, В.Г.Родионова е 428023 Граждан урамӗ, 74-89, Шупашкар, Чӑваш Республики.

Калавсене хӑйсене электронлӑ пуштӑ мелӗпе те illesuvar@gmail.com адреспа ярса пама юрать, анчах та автор ҫинчен хупӑ пӗлӳсене пӗрех ахаль пуштӑпа ярса пама тивет, мӗншӗн тесен калава кам ҫырни вӗсене хакличчен паллӑ пулмалла мар. Ун пек чухне ахаль пуштӑпа яракан кипке (конверт) ҫинче кам янине палӑртнӑ ҫӗрте калав ҫинчи шифра ҫеҫ ҫырмалла. Калава интернетпа ярса паракансен, каярах калава хут ҫинче е CD дискпа и флеш-картӑ ҫинче 6 экземпляр ҫаптарнин тӑкакӗсене саплаштарма тивет.

Канаш ыйтса пӗлмелли телефон 8-961-348-73-89.

4.Калавсем халиччен ниҫта та пичетленменскерсем тата тӗрлӗ ӑмӑртусенче ҫӗнтерменскерсем пулмалла. Ҫакна пӑхӑнмасӑр ӑмӑртӑва ярса панӑ калавсене кайран пулсан та ӑмӑртуҫӑ тата ҫӗнтерӳҫӗ ятӗнчен сиреҫҫӗ.

5.Кашни ҫыравҫӑ ӑмӑртӑва чи нумаййи икӗ калавпа хутшӑнма пултарать.

6.Калав калӑпӑшӗ: чи пӗчӗкки — 1 000 (пӗр пин), чи пысӑкки — 10 000 (вунӑ пин) сӑмах пулмалла.

7.Ӑмӑртӑва ярса паракан калавсене темиҫе паллӑран е уйрӑм сӑмахран тӑракан шифр лартса ҫеҫ палӑртмалла. Калав авторӗ кам пулнине тавҫӑрса илме пулӑшакан кирек мӗнле паллӑ лартнӑ пулсан, хайлава ӑмӑртуран сиреҫҫӗ.

8.Ӑмӑртӑва хутшӑнакан ҫыравҫӑ хӑйӗн паспорт ӗмӗлкине, пурӑнакан чӑн вырӑнне ҫырса кӑтартнӑ хута, биографине, пӗр портрет-санӳкерчӗкне ҫыру кипкине (конверта) хумалла, ун ҫине калав шифрне ҫырса, ӑна калавпа пӗрле пысӑкрах ҫыру кипкине вырнаҫтарса, ӑмӑртун Чӑваш тапхӑрӗн тӳрелӗхне ярса памалла. Калавсене электронлӑ адреспа ярса паракансем валли кун пирки 3-мӗш пунктра ӑнлантарса панӑ.

9.Калавсене 12-мӗш калӑпӑшлӑ саспаллисемпе (шрифтпа) ҫаптарса, тӳрелӗхе 6 экземпляр памалла. Ҫӗнтерӳҫӗ калавсене каярах кӗнекере пичетлеме палӑртнипе, ҫыру кипкинче калавӑн Word форматпа ҫаптарнӑ электронлӑ варианчӗ пулмалла (диск е флеш-карта). Калавсене электронлӑ адреспа ярса паракансем валли кун пирки 3-мӗш пунктра ӑнлантарса панӑ.

10.Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ калавсене каялла тавӑрса памаҫҫӗ, ӑмӑртуҫӑн ку енӗпе нимӗнле хак (право) та ҫук.

11.Ӑмӑртура парнене тивӗҫнӗ калавӑн пӗтӗм тӗрлӗ хакӗсем (прависем) Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхне тивӗҫеҫҫӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене чысласси

Ӑмӑртӑвӑн Чӑваш тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисене 2016 ҫулхи авӑнӑн (сентябрӗн) 30-мӗшӗнче пӗлтереҫҫӗ.

Чӑваш тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисене 2016 ҫулхи юпа (октябрь) — чӳк (ноябрь) уйӑхӗсенче чыслаҫҫӗ.

Ӑмӑртӑвӑн Пӗтӗм тӗнчери ҫӗнтерӳҫисене 2016 ҫулхи чӳк (ноябрь) уйӑхӗнче палӑртаҫҫӗ.

Ӑмӑртӑвӑн Пӗтӗм тӗнчери ҫӗнтерӳҫисене 2016 ҫулхи раштав (декабрь) уйӑхӗнче Казахстанри Алматы хулинче чыслаҫҫӗ.

Ӑмӑрту тӳрелӗхӗ

Калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери 4-мӗш ӑмӑртӑвне ирттерме Пӗтӗм тӗнчери тӳрелӗх туса хунӑ. Ун йышӗнче — Азербайджанри Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Анар, Турцири паллӑ ҫыравҫӑ Осман Чевиксой, Иракран — М.Омер Казанчы, Казахстанран — Дандар Исхак, Кӑркӑсстанран — Кыдырали Конкобаев, Узбекистанран — Тахир Каххар, Балкан ҫӗршывӗсенчен — Танер Гючлютюрк, Ҫурҫӗр Кипр ҫӗршывӗнчен — Измаил Бозкурт.

Калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери 4-мӗш ӑмӑртӑвӗн Чӑваш тапхӑрне ирттерме Чӑваш Енре йӗркеленнӗ «Ҫыравҫӑсен Ирӗклӗ Пӗрлӗхӗ» (ҪИП) уйрӑм тӳрелӗх йӗркеленӗ. Тӳрелӗх ертӳҫи филологи ӑслӑхӗсен докторӗ, Раҫҫей Федерацийӗн наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Виталий Родионов профессор, тӳрелӗхре — Чӑваш наци конгресӗн пӗрремӗш Президенчӗ, Митта премийӗн лауреачӗ, филологи ӑслӑхӗсен кандидачӗ Атнер Хусанкай, Митта премийӗн лауреачӗ Петӗр Эйзин савӑҫ, Митта премийӗн лауреачӗ Николай Ларионов калавҫӑ, хаҫатҫӑ, сӑвӑҫ, Чӗмпӗрти Чӑваш наци культура автономийӗн ӗҫтӑвком ертӳҫи Олег Мустаев.

 

«Ҫыравҫӑсен Ирӗклӗ Пӗрлӗхӗн» (ҪИП) ертӳҫи Виталий Родионов.

2016 ҫулхи ҫу (май) уйӑхӗн 15-мӗшӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем