Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Юрий Сементерӗн «Кӗрхи вӗҫев» ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.12.2010 00:55 | 1653 хут пӑхнӑ
Кӗнеке хуплашки
Кӗнеке хуплашки

Чӑваш кӗнеке издательствинче Юрий Сементерӗн «Кӗрхи вӗҫев» ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Редакторӗ — В.Н. Алексеев, художникӗ С.А. Бритвина. Пин экземплярпа тухнӑ кӑларӑм ум сӑмахне Чӑваш халӑх поэчӗ хӑй ҫырнӑ. Вуласа пӑхсамӑр, питӗ интереслӗ. Сӑввисем те ытармалла мар хитре.

Юратнӑ халӑхӑмӑра ҫӗнӗ хайлавсен пуххине тыттарнӑ май, хӗвеллӗ Муза, сана чун-чӗрери хавалӑмпа тепӗр хутчен пуҫӑма тайса илес терӗм, ма тесен эсӗ пирӗншӗн — пуҫламӑшӗсен пуҫламӑшӗ, эсӗ пур ҫӗрте те пур: юрласа юхакан ҫӑл куҫ шывӗн кӗмӗл хӗлӗхлӗ сассинче те, ҫӗнӗ вӑрлӑх акнӑ хыҫҫӑн мал ӗмӗтлӗн витӗнсе выртакан суха кассинче те, ҫурӑлакан ҫеҫкен шурӑ-кӗрен сӑн-питӗнче те, кӗрхи уяв кӗрекин ҫӗнӗ ҫӑкӑрӗ умӗнче ура ҫине тӑрса пуҫлакан «Алран каймийӗмӗрӗн» туйӑмлӑ янравӗнче те. Илем туйӑмӗ — пӗр сӑмахпа татса калайми сипетлӗх, чунпа ытарса ытарайми кӗтретлӗх, умри тӗллеве меллӗн те меслетлӗн пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан таса хӑват, кашни ҫынна этемлӗх кӑйкӑрӗсен шайне ҫӗкленме йыхӑракан пиллӗхлӗ мӑшӑр ҫунат.

Тавах сана, Муза: тӗнчемӗрӗн ултӑ пин чӗлхи хушшинче пирӗн чӑваш чӗлхине эсӗ хӑйне евӗрлӗ шухӑш пултарӑвӗ, сасӑ ӗнерӗвӗ, хӑва хулли пек пиҫӗлӗх, асамат кӗперӗ пек илӗртӳлӗх парнеленӗ, пурнӑҫӑмӑрӑн кирек хӑш сыппин пулӑмӗсене те хамӑрла пайӑррӑн, хамӑрла витӗмлӗн сӑнласа кӑтартма, ӑнлантарма май туса панӑ. Ҫапла ҫуллахи ыраш уйӗ хуллен сӗрӗшсе шӑркаланнӑ пек пулӑхланса пынӑ чӗлхемӗр, кунсен те ҫулсен кӑра хӗресленӗвӗнче халӑхӑмӑр поэзийӗ ҫитмӗл те ҫичӗ тӗрлӗ ҫимӗҫ кӳрекен пахча евӗр ешерсе сӗтекленнӗ. Ҫав пахча асамлӑхӗнче Михаил Федоров, Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, Петӗр Хусанкайпа Ухсай Яккӑвӗ, Митта Ваҫлейӗпе Нестер Янкас ӳтленсе пулнӑ, ытти чӑваш сӑвӑҫисем ҫунатланса сас панӑ, ҫапла тӗнче поэзийӗн ырсемӗ пысӑк чунлӑ тепӗр халӑхӑн хӑй сӑн-сӑпатлӑ культурипе пуянланнӑ.

Шӑпам ирӗкӗпе манӑн та мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе тенӗ пекех чӑваш литературин хӗрӳллӗ лаҫҫинче ӗҫлеме тивлетӗм пулчӗ. Эпӗ салтак ҫи-пуҫӗпе пырса кӗнӗ вӑхӑтра унта халӑх питӗ нумайччӗ: пӗрисем вӗркӗч вучахӗ умне кӑмрӑк ҫӗклетчӗҫ, теприсем кӑвар ҫине чӗрӗлӗх сывлӑшӗ вӗртеретчӗҫ, тата теприсем каткана шыв тултаратчӗҫ, юнашарах речӗ-речӗпе сӑмах сунталӗсем ларатчӗҫ. Хӑшӗсем ҫав сунталсем ҫинчи хӗрнӗ хурҫа тар юхтарса туптатчӗҫ, тар пӗрчисем пӑрҫан-пӑрҫан ӳкнипе хӗрлӗ хурҫи чаш! та чаш! тӑватчӗ, вӑй питти яшсем маттур хулсен сулӑмӗпе мӑлатук ҫапатчӗҫ. Поэзи кукринче Александр Алка, Уйӑп Мишши, Аркадий Эсхел, Александр Кӑлкан, Стихван Шавли, Ваҫлей Давыдов-Анатри, Иван Малкай, Николай Евстафьев, Алексей Воробьев, Георгий Орлов, Георгий Ефимов, Альпӑрт Канаш тата ыттисем ырми-канми тимлетчӗҫ, кулӑш кӗтессинче Куҫма Чулкаҫпа Карачӑм Харлампьев вар хытиччен култаратчӗҫ, Микихвер Ваҫанкка купӑс калатчӗ, Петӗр Ялкир такмак каласа ташлатчӗ, Александр Галкинпа Владимир Харитонов, опера студийӗнче вӗреннӗскерсем, икӗ сасӑпа арисем шӑрантаратчӗҫ. Ҫав чун лаҫҫи патӗнчен халӑх кунӗн те ҫӗрӗн татӑлма та сирӗлме пӗлместчӗ, сӑмах ӑстисен пултарулӑхӗ чӑваш ҫыннишӗн ҫӑкӑр-тӑварпа пӗрехчӗ.

Лаҫ тавра вӑйлӑ хунав ҫурхи хӑмла пек ашкӑрса ӳсетчӗ. Вӑл вӑхӑтра алӑк умне Мӑн Ҫавалпа Кӗҫӗн Ҫавал шывӗсем хӗрринчен Юрий Айташ, Кӗркури Илепер, Аристарх Дмитриев, Виталий Енӗш, Каҫал тӑрӑхӗнчен Хветӗр Акивер, Гурий Чаржов, Денис Гордеев, тӑванла Тутарстанран Порфирий Афанасьевпа Михаил Сениэль, Самар хутлӑхӗнчен Энтип Ваҫҫи, Йӗпреҫ вӑрманӗнчен Николай Теветкел, Шетмӗсем енчен Геннадий Юмарт, Петӗр Эйзин, Николай Карай, Борис Романов, Тӑвай тӑвайккийӗнчен Вениамин Тимаков ҫитсе черет йышӑннӑччӗ. Мухтав Ҫӳлти Аттемӗре: тивӗҫлӗ тытрӗ хӑйне вӑрҫӑ ачисен ӑрӑвӗ сӑмах лаҫҫи умӗнче, хӑйӗн ятне ямарӗ, йывӑр ҫул ҫинче пуҫне усмарӗ. Тавах сана, Муза, ҫав йӗкӗтсене сенкер тӳпе шайӗпе хавхалантарса пынӑшӑн.

Кунта ҫакна палӑртса хӑварни те вырӑнсӑр пулмӗ: кӗҫех ҫав сӑваплӑ вырӑна ҫамрӑксен ҫӗнӗ ӑрӑвӗ пырса кӗпӗрленчӗ. Унта Афалек Энтепе, Петӗр Яккусен, Борис Чиндыков, Раиса Сарпи, Юлия Силэм, Светлана Асамат, Петӗр Ҫӑлкуҫ, Арсений Тарасов, Валери Туркай, Анатолий Смолин, Кирилл Кириллов, Нина Артемьева, Станислав Сатур, Марина Карягина, Надежда Ильина тата ытти хастар шӑллӑм-йӑмӑкӑн вутлӑ куҫӗсем ҫиҫсе тӑратчӗҫ. Ҫамрӑксемшӗн ӗмӗр тӑршшӗпех чун хевтипе тӑрӑшнӑ Виталий Станьялпа пӗрле эпир те мӗн те пулин турӑмӑр пулсан — пирӗн те хамӑра ку тӗлӗшрен телейсӗр мар тесе шутлама юрать. Тав сана, Муза: пехилӳ халь ҫунатланакан ҫамрӑксене те ҫиттӗр.

Акӑ ӗнтӗ эпир те ҫитмӗлрисен хапхи умне пырса тӑтӑмӑр. Кӗҫ уҫӑлӗ те ҫав хапха — ҫӗнӗ вунӑ ҫуллӑх пуҫланӗ. Шанатпӑр, хисеплӗ Муза, пирӗн йыша салатса ямӑн, ытамунтан вӗҫертмӗн эсӗ. Ан тив, хальхи суту-илӳ тапхӑрӗ интернетсемпе илӗртсе ҫамрӑк вулакана сӑвӑ кӗнекинчен пистерме те пикенсе пӑхӗ, кантурти тӳре-шара та мӗн парать пире чӑваш чӗлхи тесе сулкалашма хӑтланӗ, анчах ку кӑлӑхах пулӗ, ма тесен поэт чунӗнчен шӑранса тухнӑ асамлӑ туйӑм хӑйӗн тӗп йӑвине кӗнекерех ҫавӑрӗ. Поэтсем те лаҫри сунталсене шӑпланма памӗҫ. Эс пирӗнтен ҫакна кӗтнине, Музӑмӑр, асрах тытӑпӑр эпир.

Паян кун хамӑра май пӗтӗмлетӳ пекки тума хӑтланса пӑхнӑҫемӗн палӑртнӑ ӗҫӗмӗр-хӗлӗмӗре шутланӑ пек туса ҫитерейменнине те куратӑн. Ӑнтӑлу тени вӗҫсӗр малалла туртӑннӑ май ӗмӗтӗмӗр-тӗллевӗмӗр тӗлӗрӳ ытамне лекме памасть, малаллах йыхӑрать. Эппин, пӗрре хӗвелӗн шӑранакан, тепре кӑварӑн йӑлтӑракан Музӑмӑр, эсӗ пирӗн чун-чӗрере мӗн ачаран хускатса янӑ чӑваш ҫаври ӳлӗм те хӑй мехелӗпех ҫаврӑнса тӑрӗ.

Утан ҫул ҫинче такӑнни те, сулнӑкалла сулӑнни те пулчӗ пуль, анчах вӑрҫӑ ахрӑмӗ чуна хывса хӑварнӑ чӑтӑмлӑхпа йӑтӑмлӑх, чӗнӳлӗхпе ӗненӳлӗх пирӗн ӳсӗмри чӑваш ҫыравҫисене тӗп тӗллеврен пӑрӑнма памарӗҫ.

Пурнӑҫ пурсӑмӑра та куллен-кунах тӗрлӗ майлӑ тӗрӗслесе тӑрать пулсан та, ырӑ кӑмӑллӑ Муза, эсӗ пире манмастӑн, пӑрахмастӑн, алӑри калеме ӳкерме памастӑн. Эсӗ яланах пирӗнпе, эпир яланах санпа. Эппин, малашне те ҫак туйӑм ытамӗнчен тухмӑпӑр.

Тавах сана, хӗвеллӗ Муза.

#кӗнекесем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем