Шупашкар районӗнчи харӑсах икӗ предприяти нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансене ӑшӑ шывсӑр хӑварнӑ.
Котельнӑйсене тата пӑрӑхсене юсаса ҫӗнетнӗ вӑхӑтра хӑш-пӗр ырлӑхсӑр юлма тивнинчен пит тӗлӗнмеллех те мар пулӗ. Анчах ҫӑпатан кантри пур, япалан йӗрки тенешкел, кунта та хӑйӗн йӗрки пур. Унтан та ытларах: ҫакна саккунпах ҫирӗплетнӗ.
Ӑшӑ шывсӑр чылайлӑха хӑварнӑ тӗслӗхсем пирки хастар та хӑюллӑ ҫынсем прокуратура таранах евитлеҫҫӗ. Ун пекки, сӑмахран, Ҫӗктер ялӗнчен тата Кӳкеҫрен ҫитнӗ. Ӑшӑ шывпа тивӗҫтерессишӗн яваплисем кӑлтӑка юсав ӗҫӗпе сӑлтавлама пӑхнӑ-ха.
Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама юсав вӑхӑтӗнче ӑшӑ шывсӑр хаварма юранипе килӗшет, анчах — 14 кунтан ытла мар. Яваплӑ пуҫлӑхсене ҫитменлӗхшӗн штрафлама йышӑннӑ.