Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Статистика: Чӑваш Енри ҫемьесен уйрӑлнин сӑлтавне палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 10.08.2016 19:20 | 1567 хут пӑхнӑ
Статистика

Республикӑри загссем Чӑваш Енри ҫемьесем мӗн сӑлтавпа уйрӑлнине палӑртнӑ.

Ӗмӗр пӗрле, алла-аллӑн тытӑнса, пурнӑҫри инкек-синкеке сирсе, савӑнӑҫа пӗрле пайласа мӗн ватӑлса виличчен пурӑнас тесе пӗрлешекен ҫемьесемех тепӗр чухне арканаҫҫӗ. Кашнин хӑйӗн сӑлтавӗ пулӗ те, анчах пӗрпеклӗхӗ те пур. Ҫакна республикӑри загссенче ӗҫлекенсем уйрӑлма тесе хӑйсем патне пыракан ҫемьесене анкета ыйтӑвӗсене хуравлаттарса ыйтса пӗлеҫҫӗ.

Ҫемье арканнин тӗп сӑлтавӗ шутӗнче мӑшӑрсем пӗрне пӗри улталани, тепӗр майлӑ каласан, айккинелле чупни, 27,7 процентпа танлашать. Эрех ӗҫекен, наркотикпа айкашакан ҫынна та чӑтса пурӑнасшӑн мар. Уйрӑлнисен статистикинче сиенлӗ ҫак йӑла 19,5% йышӑнать. Укҫа ҫитсе пыманни те ҫемьене вӑрҫтарать те уйрӑласси патне ҫитерет (16,1%). Мӑшӑрсенчен пӗри республика тулашӗнче ӗҫлесе пурӑнни те килтисене тепӗр чухне тарӑхтарттарать. Мӑшӑр пур ҫинче пӗччен пурӑниччен вӑл ан та пултӑр тесе ик еннелле тапса сикекенсем — 11,3%. Пӗрлехи ачасем ҫукки 8,5 процентне тивӗҫтермест. Харпӑр хӑйӗн пурӑнма кӗтес ҫукки те ыр япала мар: 7,6 проценчӗ ҫавӑншӑнах уйрӑлать. Ҫемьере пӗри теприне пусмӑрласа пурӑннипе ҫемьесен 7,1% арканать. Урӑх сӑлтавпа уйрӑлатпӑр текенсен йышӗ — 11,4 процент.

#загсем, #статистика, #ҫемьесем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=168217
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем