Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Иевлевсем Ехрем хуҫасемпе хӑталлӑ-тахлачлӑ пулнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Валерий Алексин 29.08.2016 21:00 | 13938 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Культура

Мускавра пурӑнакан Н.Н. Пономарев полиграфист виҫ-тӑват ҫул каялла Интернетра пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ: «Хамӑн йӑх тымарӗсене шыратӑп, Шупашкарти Иевлев тата Ефремов купцасем пирки пӗлекенсене ҫырса яма ыйтатӑп». Чӑваш наци музейӗн пай пуҫлӑхӗ А.Н. Зарубин, Ехрем хуҫасен пурнӑҫӗ пирки ҫӗнӗ выставка хатӗрленӗ май, ҫак пӗлтерӗве курсан ун «хуҫипе» калаҫнӑ. Николай Николаевич хӑй купцасен таврашӗ пулнине акӑ епле ӑнлантарнӑ: Николай Александровичпа Екатерина Прокопьевна Иевлевсен хӗрӗ Александра Талиев ботаника качча тухнӑ, вӗсен хӗрӗ Александра ман кукамай пулать». Унӑн сӑнӳкерчӗкне шырать иккен Мускав ҫынни. Вӑл Хусанта тата Шупашкарта пурӑнакан Ехрем хуҫасен тӑхӑмӗсене паллать, анчах вӗсем те, Шупашкар купцисен пурнӑҫне тӗпченӗ В.В. Орлова Ю.В. Гусаров историксем те ӑна нимпе те пулӑшайман.

Пулать ҫав ун пекки: архивсемпе музей фончӗсене айӑн-ҫийӗн пӑтрататӑн — усси ҫук, анчах кирлӗ хыпар хӑй сана шыраса ҫӳрет иккен.

...2001 ҫулта «Ехрем хуҫа» ресторан уҫнӑ май «Советская Чувашия» хаҫатра темиҫе статья пичетлеме тивнӗччӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн редакцине Роза Семеновна тата Илья Максимович Манзуровсем шӑнкӑравларӗҫ: «Эсир купцасем хӑйсен пуянлӑхне ӑҫта пытарса хӑварни пирки ҫыратӑр, кун пирки пирӗн кӑштах каласа памалли пур...»

Роза Семеновна Шупашкарта пурӑнакан пӗр ватӑ хӗрарӑма пӑхса пурӑннӑ иккен. Елизавета Алексеевна Иевлева (1981 ҫулта ҫӗре кӗнӗ), ҫӗрме пуянсем мӗнле пурӑннӑ пирки ӑна нумай каласа панӑ: «Купцасем айвансем пулман, хӑйсен пуянлӑхӗсене пытарса хӑварма ӗлкӗрнӗ, — тенӗ вӑл. — Сӑмахран эпӗ атте-анне туприне упраса пурӑнатӑп. Ача-пӑчам ҫук, кама парса хӑварас ламран-лама куҫса пыракан мула. Итле, Роза, вилес умӗн сана пиллесе хӑваратӑп ӑна». Тепӗртакран карчӑк вилсе кайнӑ, нимле мул та ӑна пӑхакана лекмен. Илья Максимович Грязевская стрелка урамӗнче ларакан йывӑҫ ҫурта айӑн-ҫийӗн ҫавӑрттарса пӑхнӑ, никӗсне те чавса аппаланнӑ — мул тупӑнман. Чее пулнӑ купса хӗрӗ, хӑйне ан пӑрахчӑр тесе халап каласа панӑ пулмалла. Анчах вӑл чӑнахах купса хӗрӗ пулнӑ, кун пирки ним иккӗленмелли те ҫук.

Иевлевсемпе Ехрем хуҫасен пурнӑҫӗ пӗрешкелех пулнӑ иккен. Вӗсен аслашшӗсен, чӑваш ялӗнчен тухнӑскерсен, хулана куҫсан вырӑссем сӗлтенине самай тӳсме тивнӗ, вӗсен хӗрӗсенчен те «апайка» тесе кулнӑ. Анчах укҫа чул кастарать: малтанах тӳсӗмлӗ те ӑслӑ «инородецсене» мещен сословине куҫараҫҫӗ, кайран вӗсем пӗрремӗш гильдири купцисем пулса тӑраҫҫӗ. Николай Иевлев Прокопий Ефремовӑн хӗрне качча илет, вӗсен ывӑлӗ Алексей вара Михаил Дряблов вырӑс купципе тӑванлашать.

Революцичченхи ҫулсенче Шупашкарти мул хуҫисем Иевлевсен икӗ хутлӑ керменӗнче пуҫтарӑнма кӑмӑлланӑ. Кунта пӑрахутсем, армансемпе ампарсем илнӗ пирки хутсем уйӑрттарнӑ, пӗрле ӗҫкӗ-ҫикӗ ӗҫсе савӑннӑ. Калас пулать, пӗччен хулӑ хуҫӑлать тенине аванах чухланӑ вӗсем. Ара, пуянлӑх енне аллисене тӑсакансем, кӗвӗҫсе усал сӑмах саракансем сахал мар тупӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра чиркӳ ҫыннисен влаҫӗ самай пысӑк пулнӑ, «инородец» тесе хӑртни ҫитмесен «ку купца чиркӗве ҫӳремест, вӑрттӑн хӑйӗн Киреметне кӗл тӑвать» тесе унӑн ҫулне пӳлсе хума пултарнӑ.

Ехрем хуҫасем пирки ун чухне тӗрлӗрен халап-юмах ҫӳренӗ. Ефрем Ефимов, пӗр тӑван купцасен ашшӗ, пус ҫумне пус хушса, тар тӑкса пуйман иккен, кӗпер айӗнче вӑрӑ-хурахсем пытарса хӑварнӑ ылтӑна тупса ҫӗрме пуянсен ретне тӑнӑ. Елизавета Алексеевна каланӑ тӑрӑх, Иевлевсем пирки те Шупашкарта ҫавнашкал халапах ҫӳренӗ.

Революци хыҫҫӑн купцасен чаплӑ керменӗсене туртса илеҫҫӗ. Алексей Иевлев купца мунчинчен ҫурт туса ӑна Грязевская стрелка урамне куҫарса лартать те унта Елизавета хӗрӗпе пурӑнма тытӑнать. Ӑна чирлӗ тесе тивмеҫҫӗ, арӑмне вара Ҫӗпӗре ӑсатаҫҫӗ.

— Пӗррехинче купца хӗрӗ (ун чухне вӑл ватӑлса ҫитнипе тата суккӑрланнипе тухса ҫӳрейместчӗ), виличчен ашшӗ килне кайса курасшӑн пулчӗ, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Роза Семеновна. — Хӗрлӗ лапамра вырнаҫнӑ керменте перекет касси вырнаҫнӑччӗ, унта ӗҫлекенсем пире тӗлӗнсе кӗтсе илчӗҫ. Ҫӳретпӗр ҫапла пӳлӗмрен пӳлӗме: кунта столовой пулнӑ, кунта хӑнасене йышӑнмалли пӳлӗм... Пӗр пӗчӗк пӳлӗме кӗрсе чӳрече патне пырса тӑрсан Елизавета Алексеевна хытӑ пӑлханса кайрӗ. Ҫакӑнта ача чухне ун кравачӗ тӑнӑ иккен. Ҫавӑн чух ват ҫыннӑн чӗри куляннипе мӗн тери ыратнине лайӑх туйса илтӗм... Вилес умӗн купца хӗрӗ пачӑшкӑна чӗнтерсе кӗл тутарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн чиркӗве ашшӗ-амӑшӗнчен юлнӑ ылтӑнпа илемлетнӗ турӑш пиллесе панӑ. Анчах ҫак хаклӑ парне унта ҫитеймен пулас... Кун пирки эпӗ «Купеческие богатства и реликвии исчезли бесследно» статьяра каласа панӑччӗ («Советская Чувашия», 2001 ҫулхи сентябрӗн 8-мӗшӗ).

Роза Семеновна каласа панӑ тӑрӑх, Иевлев купца хӑй арӑмне Ҫӗпӗрти тӗрмерен кӑларас тесе таҫта та ҫырса пӑхнӑ. Унӑн хучӗсем хушшинче Ленин янӑ хурав та пулнӑ иккен, ҫулпуҫ купцана вырӑнти влаҫсене «пуҫ ҫапса пӑхма» сӗннӗ пулать. Анчах ку ҫыру таҫта ҫухалнӑ. Мул пирки вара Елизавета Алексеевна урӑх шарламан. Хӑйне пӑхакана вӑл йывӑҫ пӳрт, купцасенчен юлнӑ чаплӑ сӗтел тата ҫемйипе ӳкерттернӗ сӑнӳкерчӗк парса хӑварнӑ.

Манзуровсемпе юлашки хут Чӑваш наци музейӗ умӗнче вун пилӗк ҫул каялла курса калаҫнӑччӗ. Сӑнӳкерчӗке сканерпа ҫапса илнӗ хыҫҫӑн хуҫисене тавӑрса патӑм, ку чаплӑ япала, ӑна ҫухатас марччӗ, музее парсан шанчӑклӑ пулать тесе канаш патӑм. Анчах музей фончӗсене темле ҫавӑрттарсан та сӑнӳкерчӗк тупӑнмарӗ.

Алҫырусем ҫунмаҫҫӗ теҫҫӗ, ҫак сӑнӳкерчӗк пирки те ҫакна калама пулать. «Советская Чувашия» хаҫатӑн электронлӑ архивӗнче ӑна Л.А. Григорьева верстальщица упраса хӑварнӑ. Урӑх кирлӗ пулмасть тесе хуратма та пултарнӑ, анчах темшӗн алли ҫӗкленмен. Пысӑк тав сана ҫакӑншӑн, Людмила Анатольевна.

— Ҫак сӑнӳрерчӗкре ман мӑн кукамай пулма пултарать, — тет Мускав ҫынни Н.Н. Пономарев. — Анчах малтан унта камсем тата хӑҫан ӳкерӗннине пӗлесчӗ.

 

В. Алексин.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#истори, #чӑвашсем, #Мускав, #музейсем, #Чӑваш наци музейӗ, #Хусан, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем