Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗлӳ кунӗнче, ачасем шкула каяҫҫӗ. Тӑвай районӗнчи Йӑнтӑрччӑ ялӗнче вара шкул ачи пушар кӑларнӑ.
81 ҫулти кинемейӗн килӗнче сарай ҫунма тытӑннӑ. Унӑн 11 ҫулти мӑнукӗ шӑрпӑкпа вылянӑ. Утӑпа тырра ҫийӗнчех ҫулӑм хыпса илнӗ.
Малтанах шӑпӑрлан пушара хӑй сӳнтерме хӑтланнӑ. Анчах кӑлӑхах. Вырана ҫитнӗ пушарнӑйсем ҫулӑма кӳршӗсем патне каҫма паман. Анчах сарай тата икшер тонна утӑпа тырӑ ҫунса кӗлленнӗ.
Сӑмах май, ҫав кунах ҫӗрле Красноармейски районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнче те пушар алхаснӑ. Унта мунча ҫуннӑ. Ҫулӑм кӑмака йӗркеллӗ ӗҫлеменнине пула тухма пултарнӑ.