Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Йӑнтӑрччӑ

Йӑнтӑрччӑ, — Чӑваш Енри Тӑвай районӗнчи ял.

Тавралӑх

Ял тӑрӑхӗнче ҫак ҫырмасем пур: Назарка, Тарӑн вар, Киремет, Шарла, Тенеял шарли, Ялук Иванӗ ҫырми, Пуш, Учук, Павар ҫырми, Учук тӑвайкки.

Истори

1710 ҫулхи ҫырав тӑрах ку ялта 25 ҫын шутланнӑ. 1858 ҫул тӗлне вара хуҫалахсен йышӗ 45-е ҫитнӗ, пурӗ 489 ҫын пурӑннӑ.

Ял халапӗпе пысӑк ҫулсем хӗрринче вырнаҫнӑ ялсенчи ҫынсем вӗсенчен куҫса аяккарах кайса ларнӑ. Ҫулсем тӑрӑх ҫӳрекенсем чӑваш ялӗсене час-часах кӗрсе ҫӳренӗ, мӗн кирлӗ ҫавна илсе кайнӑ. Паллах ку чӑвашсене килешмен, вӗсем пысӑк ҫулсенчен аяккарах пурӑнма кӑмӑлланӑ.

Йӑнтӑрччӑ ялӗ шӑпах пысӑк ҫул хӗрринче ларнӑ. Иртсе каян дворянсем чӑвашсене тепӗр стана ҫитмешкӗн 12 лаша таран уйӑрса пама хушнӑ. Ял ҫыннисемшӗн ку питӗ йывӑр пулнӑ — вӗсем вӑрман еннелле куҫа пуҫланӑ.

Хӑрушӑ Иван (Иван Грозный) Хусана харҫӑпа кайнӑ чухне ҫакӑ паллӑ — вӑл Йӑнтӑрччӑ ялӗ урлӑ иртнӗ. Ҫулӗ Шур ҫул ятлӑ пулнӑ. Ҫул херринче шурӑ тӑм пулнӑ, ҫавна май ҫул ятне ҫапла панӑ та. Ял ҫывӑхӗнче Хӑрушӑ Иван патша хушнипе унӑн ҫарӗ юман каснӑ тет.

Яла 1692 ҫулта Узенко Индырчев тутар никӗсленӗ тет. Чи малтан вӑл Шарла юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ, каярах вара ҫӗн вырӑна куҫнӑ тет.

Каҫӑсем

Ял историйӗ


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-02-07 12:00:00 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4152 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем