Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Илле Иванов: «Право шайӗнчи япала ниепле те провокаци пулма пултараймасть»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.09.2016 23:37 | 7533 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑваш чӗлхи

Вырсарникун, авӑнӑн 18-мӗшӗнче, республикӑра, Раҫҫейӗн ытти тӑрӑхӗсенче пекех, черетлӗ суйлав иртрӗ. Тӗнче тетелӗнче пӗр хыпар сарӑлчӗ — чӑвашла бюллетень ыйтнӑшӑн суйлава килнӗ ҫынна «провокатор» тесе айӑпланӑ. Чи малтанах кун пирки «Идель. Реалии» сайт пӗлтерчӗ, кайран вӗсем ҫине таянса хамӑр та хыпарларӑмӑр. Ӗҫ-пуҫ чӑннипе мӗнле иртнине пӗлес тесе эпир Илле Ивановпа ҫыхӑнтӑмӑр.

 

— Ырӑ кун, Илья Арсентьевич! Тӗнче тетелӗнчи информаци тӑрӑх сирӗнпе вырсарникун, сасӑлава кайсан, пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ку тӗрӗс-и?

— Тӗрӗссипе каласан манпа нимӗнле пӑтӑрмах та сиксе тухман. Такамсемшӗн пӑтӑрмах та пулӗ, маншӑн вара нимӗнле пӑтӑрмах та ҫук.

— Хыпара ӗненес пулсан эсир суйлава ҫитсен бюллетене чӑвашлине ыйтнӑ.

— Ку тӗрӗс ӗнтӗ. Ун пекки ытти суйлавсенче те пулнӑ. Малтан та эп чӑвашлине ыйткаласа курнӑ. Хӑш-пӗр чухне тӑван чӗлхепе ҫырса паманнине пула сасӑламанни те пулнӑ.

Пирӗн республикӑра икӗ патшалӑх чӗлхи — чӑваш тата вырӑс чӗлхисем. Ҫакна Конституцире те, чӗлхесем ҫинчен калакан саккунра та ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн патшалӑхра (пурте пӗлмеҫҫӗ пулин те пирӗн Чӑваш Республики патшалӑх шутланать) официаллӑ влаҫ пурнӑҫлакан хуть те мӗнле ӗҫ те, хуть те мӗнле хут та, хуть те мӗнле саслантарнӑ сӑмах та икӗ чӗлхепе янрамалла. Ҫав шутрах суйлав бюллетенӗсем те икӗ чӗлхепе пулмалла.

— Сире вара чӑвашла ҫырнӑ бюллетень пачӗҫ-и?

— Ҫук, памарӗҫ. Тӗрӗссипе каласан бюллетеньсем тӑван чӗлхепе пулмасса чухланӑ ӗнтӗ. Анчах ку хутӗнче, кӑҫал, таҫтан-таҫтан ман хӑлхана пӗр хыпар кӗрсе юлнӑччӗ: пирӗн Чӑваш Республикинчи Тӗп суйлав комиссийӗ суйлав хучӗсене тӑван чӗлхепе те туса хатӗрлет тени. Ҫапла май суйлава утнӑ чухне эпӗ бюллетеньсем чӑвашла пуласса шанса.

— Эп хам та суйлавра пултӑм. Асӑрханӑ тӑрӑх унта мӗнле сасӑламаллине ӑнлантарса пани кӑна чӑвашла пурччӗ.

— Суйлав участокне пырсан эп хамӑн паспорта кӑтартрӑм. «Тархасшӑн мана бюллетеньсем тӑван чӗлхепе парӑр-ха», — тесе ыйтрӑм. — «Тӑван чӗлхепе пур-и?» — кӑсӑклантӑм. «Пур», — теҫҫӗ, — «кӑштах». «Кӑтартӑр-ха», — тетӗп. Вӗсем кӑларса кӑтартрӗҫ. Чӑннипе вара... Пӑхрӑм та, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине суйламалли хутсенче пӗр сӑмах та ман тӑван чӗлхепе ҫук. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне суйламаллинче ҫӳлти ятне чӑвашла куҫарса ҫырнӑ. Вырӑсла та пур, чӑвашла та. Анчах шалта, партисен списокӗ пуҫланса кайсан, кандидатсен списокӗ пуҫланса кайсан — пӗр чӑваш сӑмахӗ те ҫук. Ҫав вӑхӑтрах эпир пӗлетпӗр, кӳршӗллӗ республикӑра — Тутарстанра — икӗ чӗлхепе те ҫырса панӑ. Малтан вырӑсла ҫырнӑ, ун хыҫҫӑн вара — тутарла. Пирӗн вара, каларӑм ӗнтӗ — вырӑсла анчах. Тӗрӗссипе малтан чӑвашла, кайран — вырӑсла ҫырмалла.

— Тӑван чӗлхепе ҫырманнине пула эсир вара сасӑламасӑрах тухса кайрӑр-и?

— Эп каларӑм: «Мана, тархасшӑн, тӑван чӗлхепе парӑр». Чӑвашли ҫуккине кура эп хампа пынӑ юлташа суйлав хучӗсене ӳкерсе илме ыйтрӑм. Тен, ман каярах хамӑн правасене пӑснӑшӑн суда пама тивӗ. Сӑнӳкерчӗксем вара мана бюллетеньсенче чӑваш чӗлхи ҫуккине ӗнентерме кирлӗ пулӗҫ. Унсӑрӑн тӑван чӗлхепе ҫырнӑ бюллетеньсем паманнине эп мӗнле ҫирӗплетӗп-ха? Эп хирӗҫме кайман, ҫапӑҫма кайман. Анчах та комисси пайташӗсемпе ҫапла йӗркеллӗ калаҫса тӑнӑ чухне пирӗн пата комисси председателӗ пычӗ. Эх пуҫларӗ вара ҫухӑрма!

Хӑй пирӗн таврара пурӑнакан ҫын та мар. Пирӗн суйлав лаптӑкӗ Шупашкарти 50-мӗш шкулта вырнаҫнӑ. Кунта ӗҫлекенсем пирӗн ҫемьене пӗлеҫҫӗ — ачасене те, хамӑра та. Эпир пӗр-пӗрне паллатпӑр, пирӗн хутшӑну лӑпкӑ, йӗркеллӗ. Ку вара таҫтан урӑх ҫӗртен пирӗн пата килсе лекнӗ. Ҫак хаяр хӗрарӑм тӳрех кӑшкӑрма пуҫларӗ. «Ку вӑл провокаци!» — терӗ. Тӳрех полицин оперативлӑ ушкӑнне чӗнсе илчӗ. Вӑт ҫавӑн пек хирӗҫӳ пулса кайрӗ те.

Мана «провокатор» тесе айӑплать. Эп мӗнлӗ провокатор? Эпӗ хамӑн тӑван чӗлхепе бюллетень пама ыйтни мӗнле провокаци пулма пултарать? Чӑваш Республикинче пирӗн патшалӑх чӗлхисем — чӑваш тата вырӑс чӗлхисем. Право шайӗнчи япала ниепле те провокаци пулма пултараймасть. Ун пек тесен, бюллетеньсене вырӑсла кӑна туса хатӗрленине те провокаци темелле. Тавах Турра, комисси председателӗ чӗнсе илнӗ оперативлӑ полици ушкӑнӗ право ыйтӑвне ӑнланаканни пулчӗ. Вӗсем ҫухӑрашӑва чарчӗҫ. Эпир хамӑр мӗн ыйтнине ӑнлантарса патӑмӑр та вӗсем пире ӑнланса илчӗҫ.

Эп утмӑлтан иртнӗ ҫын. Хамӑн правасене ҫавӑн пек таптани мана кӳрентерет. Ҫамрӑксене илес пулсан, пӗлместӗп, тен, вӗсем ӑнланса та илеймӗҫ. Тен, вӗсен тӑван чӗлхине таптани вӗсен чысне таптанипе тан пулнине ӑнланмаҫҫӗ. Маншӑн вара унашкалли — тискерлӗх пек туйӑнать.

Комисси председателӗ хирӗҫӳ пуҫласа янӑ хыҫҫӑн, мана «провокатор» тесе айӑпласа пӗтернӗ хыҫҫӑн, вара ирӗксӗрех лартӑм та ҫак тӗслӗхе ҫирӗплетсе мана кӳрентерни пирки ҫыру (акт) ҫыртӑм. Пӗрле пулнӑ ҫынсем пурте алӑ пусрӗҫ. Ыттисем — пӗри те алӑ пусма килӗшмерӗҫ. Ҫав шутра суйлав комиссийӗн председателӗ те, суйлав участокӗнчи полицейский те.

Вара ун хыҫҫӑн эпир мӑшӑрпа суйлав комиссийӗ ячӗпе евит (заявлени) ҫыртӑмӑр — пире суйлав хучӗсене тӑван чӗлхепе тивӗҫтерме ыйтрӑмӑр. Пирӗн суйлава хутшӑнма кӑмӑл пуррине, хутшӑнасшӑн пулнине пӗлтертӗмӗр, анчах бюллетеньсем пире чӑваш чӗлхипе кирли пирки ҫыртӑмӑр.

Кайран, ак тата! Полици оперативлӑ ушкӑнӗ ҫитнӗ пулин те, вӗсем юнашарах тӑраҫҫӗ пулин те комисси председателӗ пирӗн хутсене йышӑнасшӑн мар. Урӑхла каласан саккуна хӑй тӳрремӗн пӑсать. Патшалӑх комисси йӗркелесе, ӑна председатель вырӑнне лартса аллине пичет панӑ, штампсем панӑ. Вӑл суйлавҫӑсенчен килекен кашни ыйтӑва йышӑнса юлса кайран хурав памалла. Сӑмах вӗҫҫӗн хурав парать-и, ҫыруллӑ-и — ку урӑх япала. Анчах унӑн пӗтӗмпех йышӑнмалла. Евит ҫак суйлав участокӗнче манӑн тӑван чӗлхепе усӑ курмалли правӑна пӑснине ҫирӗплетет-ҫке. Вӑл вара йышӑнмасть!

— Йышӑнчӗҫ-и вара? Ӗҫ-пуҫ мӗнпе вӗҫленчӗ?

— Икӗ сехет! Икӗ сехет хушши ӳкӗте кӗртме хӑтланнӑ хыҫҫӑн вара тин аран-аран пирӗн евитсем ҫине пичет (штамп) ҫапса, алӑ пусса йышӑнса юлчӗ. Эпир 16 сехетре суйлава кайрӑмӑр, 18 сехетре кӑна пирӗн евитсене илме килӗшрӗ. Анчах та… Сасӑламалли вӑхӑт 20 сехетре пӗтет. 2 сехет хушшинче вӗсем мана шӑнкӑравласа та, ҫыруллӑн та нимӗнле хурав та памарӗҫ. Чӑвашла суйлав хучӗсемпе тивӗҫтеретпӗр тесе е тивӗҫтерме пултарайманнишӗн каҫару ыйтатпӑр тесе хуравламарӗҫ.

Паллӑ ӗнтӗ. Чӑваш чӗлхипе суйлав хучӗсем туса хатӗрлессишӗн ҫак суйлав участокӗн комиссийӗ яваплӑ мар. Ку Чӑваш Республикин тӗп суйлав комиссийӗн яваплӑхӗ. Анчах та нимӗнле те хурав паманни — тискерлӗх. Паянхи кунччен (унтанпа икӗ кун та иртрӗ) хурав ҫук.

— Ҫапла май вара эсир сасӑламан пулса тухать?

— Аха ӗнтӗ. Сасӑлаймарӑмӑр. Пирӗн ҫак суйлава хутшӑнса хамӑр сасса палӑртма право пурччӗ. Анчах шел пулин те эпир унпа усӑ кураймарӑмӑр.

— Сирӗн правӑна пӑснишӗн эсир мӗн тума палӑртатӑр?

— Малалли ҫулӗ пӗрре ӗнтӗ вӑл. Эпир автомат тытса, сенӗк йӑтса ҫапӑҫаймастпӑр, ҫапӑҫма та шутламастпӑр. Эпир демократиллӗ право патшалӑхӗн саккунӗсене шанатпӑр. Ҫавӑнпа та малалла хамӑр правасене пӑсни пирки тӳреве тавӑҫсем тӑрататпӑр.

 

Илле Ивановпа ирттернӗ калаҫӑва мӗнле пӗтӗмлетмелле? Чӑвашсен йышӗ миллион ытла тейӗпӗр. Чӑваш чӗлхине кӑкӑр сӗчӗпе ӑша хывса ӳснӗ чӑвашсем сахал мар. Анчах ку суйлавра вӗсенчен нихӑшӗ те (Илле Ивановсӑр пуҫне) хӑйсен правине пӑснине каламарӗ, заявлени таврашӗ ҫырмарӗ. Ҫавӑнпах пулӗ чӑваш чӗлхипе усӑ курасси сахалланса та сахалланса пырать. Чӑвашла калаҫакансен йышӗ кунран кун пӗчӗкленсе те пӗчӗкленсе пырать. Енчен те ҫакна эпир вӑхӑтра ӑнланса илеймесен пирӗн чӗлхе чӑн та ҫак Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчен ҫухалма пултарать (хальлӗхе ЮНЕСКО ӑна ҫухалма пултараканнисен йышне кӑна кӗртнӗ-ха). Чӗлхе пӗтсен вара хамӑр та, чӑвашсем, истори ҫеҫ пулса юлӑпӑр — халӑха упракан чи пысӑк пай ҫавах та чӗлхе шутланать. Ҫавӑнпа та, пӗр хастар ҫын калашле, атьӑр-ха тӑван чӗлхешӗн кар тӑрар! Тӑван чӗлхене упрасси, ӑна аталантарасси хамӑртан кӑна килет!

 

Аҫтахар Плотников калаҫнӑ.

Сӑнсем ҫинче: вырӑсла кӑна ҫырнӑ бюллетеньсем; Илле Иванов хӑйӗн мӑшӑрӗпе бюллетень илнӗ самант; чӑваш чӗлхисӗр хут; Илле Иванов суйлав участокӗнче ҫырнӑ акт тата евитсем. Сӑнсен авторӗ Тимӗр Акташ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#суйлав, #сасӑлавсем, #пӑтӑрмахсем, #политика, #чӑваш чӗлхи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем