Хӗрлӗ Чутай районӗ ҫӗнӗ ҫуртсем хута ярассипе республикӑра кайрисен шутӗнче пымасть. Иртнӗ виҫӗ ҫула илес пулсан районта пурӗ 436 ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ. Пӗлтӗрхи кӑтарту — 91 ҫурт.
Хӗрлӗ Чутайра, сӑмахран, Пӗрремӗш Савут урамӗнче 18 хваттерлӗ ҫурта халь хӑпартаҫҫӗ — 5 тӑлӑх ачапа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2 ветеранӗ валли унта вырӑн тупӑнӗ. Ҫак ҫурта тума республика укҫи тенкине 3 миллион ытла уйӑрнӑ. Ӑна кӑҫалхи 2-мӗш кварталта хӑт кӗртсе ҫитерме шутлаҫҫӗ — халӗ тӑррине витеҫҫӗ. Хӑтлӑ ҫуртра кашни хваттере уйрӑм ӑшӑтма май пулӗ.