Ку эрнере пӑр ҫинчен миҫе пулӑҫа ҫӑлнӑ-ши? Ку — виҫҫӗмӗш тӗслӗх. Паян Муркаш районӗнчи Шомик ҫывӑхӗнче ИӖМ ӗҫченӗсем виҫӗ арҫынна пӑр ҫинчен ҫӑлнӑ.
Пӑр катӑлса Атӑл тӑрӑх юхса кайнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле вӑл пулӑҫсене те илнӗ. Пӑр катӑкӗ ҫыранран 400 метр инҫӗше ҫитнӗ.
Инкеке лекнӗ пулӑҫсене ҫӑлавҫӑсем хӑвӑрт ҫӑлнӑ. 13 сехет те 15 минутра вӗсене ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Пулӑҫсем пурте — Шупашкарта пурӑнакансем, 28-29 ҫулсенчи арҫынсем. Вӗсем медпулӑшу илме хирӗҫленӗ.
Аса илтерер: чӳкӗн 17-мӗшӗнче тӑватӑ ҫынна Мари Эл енне пӑр илсе кайнӑ. Иртнӗ вырсарникун вара Муркаш районӗнче тӳрех 12 ҫынна ҫӑлнӑ.