Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш туйӗн йӑли пӗтсех пырать-ши вара?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 02.12.2016 17:46 | 6680 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Ӗнер кӳршӗ ялта туй пулчӗ. Ялӗ инҫех мар вырнаҫнӑ. «Вара мӗн — туй?» — тейӗ хӑшӗ-пӗри. Анчах вӑл мана тыткӑнларӗ. Мӗншӗн тесен хӗр илме килекенсем чӑваш туйӗн юррисене шӑрантарчӗҫ. Туй юррисене итлеме ҫав тери кӑмӑллӑ пулчӗ. Аякранах уйӑрса илтӗм: каччӑ енчисем хамӑр тӑрӑхрисемех — Трак енчи туй юррисене пӗтӗм урам илтмелле янӑраттарчӗҫ.

Астӑватӑп-ха: эпир пӗчӗк чухне хӗр илме кайнӑ чухне туй арӑмӗсем хура кӗпе тӑхӑнса, тӗрлӗ-тӗслӗ хӑюллӑ хыҫҫакки ҫакса каятчӗҫ. Хӗр енчисем вара — шурӑ кӗпепе. Икӗ енчи туй пӗрлешсен мӗн тери вӑйлӑ уявччӗ! Пӗррехинче, ун чухне манӑн тус качча кайрӗ, туй арӑмӗсем наци тумне тӑхӑнса Елчӗк районне кайрӗҫ. Пирӗншӗн ку яланхи йӑлаччӗ, туй арӑмӗсене эпир ҫапла курма хӑнӑхнӑ. Елчӗксем вара чӑннипех те тӗлӗннӗ. «Артистсем килсе кайрӗҫ», — тенӗ вӗсем савӑнса. Ара, елчӗксем чӑваш йӑли-йӗркине ытларах упрама тӑрӑшаҫҫӗ пулин те вӗсем туйра унашкаллине курман. Чӑннипех те савӑнӑҫлӑ иртрӗ ҫамрӑк мӑшӑрӑн уявӗ.

Кашни районӑн хӑйӗн йӑли-йӗрки. Елчӗк районне туя кайсан вӗсен йӑли пирки пӗлтӗм. Елчӗксем туйра ирчченех савӑнчӗҫ. Тул ҫутӑлмасӑр та киле ямаҫҫӗ вӗсем. «Пошел пӑттине» ҫимесӗр аякри хӑнасем ҫула тухмаҫҫӗ. Ун пек йӑла пирӗн патра ҫук та маншӑн тӗлӗнмелле пулчӗ ку.

Ача чухне туй курма каяттӑмӑр. Хӗр кӗпине курни пирӗншӗн, хӗрачасемшӗн, тем пек интереслӗччӗ. Ачасем кӑна мар, аслисем те туй курма пухӑнатчӗҫ. Халӗ вара? Халӗ ял халӑхӗ туй курма утмасть. Мӗнпе ҫыхӑннӑ-ши ҫакӑ? Чылайӑшӗ туя кафе-ресторанра ирттерет. Унта кашни вырӑншӑн укҫа сахал мар кӑларса хумалла, ҫавӑнпа пӗтӗм ял-йыша чӗнеймӗн. Чӗнмен хӑна пуласран хӑраса-ши ҫынсем туй курма пымаҫҫӗ? Е халӗ унашкал интерес ҫук халӑхӑн? Кашни килтех телевизор, компьютер пур. Вӗсем пӗлтерӗшлӗрех-ши? Ӗлӗкрех вара туя килте ирттернӗ. Унта ялӗпех пухӑннӑ. Пурте пӗрле купӑс каласа ташланӑ, юрланӑ. Кӗҫӗн кӗрӳсем кӑпӑклӑ сӑра ӗҫтернӗ, туй арӑмӗсем тӗрлӗ юрӑ шӑрантарнӑ. Халӗ тамада ертсе пырасси модӑна кӗчӗ. Сӗтел хушшинче ӗҫсе-ҫисе, тамада мӗн хушнине итлесе кӑна лар…

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#туйсем, #йӑла-йӗрке, #Елчӗк районӗ, #Красноармейски районӗ, #чӑвашлӑх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем